Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2009 » Çурла » 9 » Ял хуçалăх отраслĕн бригадирĕ Малинин В.М. 60 çул тултарчĕ
Ял хуçалăх отраслĕн бригадирĕ Малинин В.М. 60 çул тултарчĕ
22:56
Сăн ÿкерчĕк
Çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче ял хуçалăх отраслĕн ĕçченĕ, 30 çул хушши "Караево" (малтан "Россия") хуçалăхĕн 1-мĕш бригада бригадирĕ, районта виçĕ хутчен бригадир-чемпион хисеплĕ ята тивĕçнĕ бригадирсенчен пĕри Малинин Валериян Михайлович çуралнăранпа 60 çул тултарчĕ.

Вăл Карай ялĕнче, хресчен çемйинче çураса ÿснĕ. Ачаранпах тăван çĕре юратнăскер, хăй пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Çар службине тивĕçлĕ пурнăçланă хыççăн Вăрнарти совхоз-техникумра вĕреннĕ. Унтан çамрăк специалиста Çĕрпÿ районĕнчи «Память Ульянова» совхоза ĕçлеме янă. Кунта вăл хăйĕн пулас мăшăрне-юратăвне тупнă. Пĕрлешсен Малининсен çамрăк çемйи Карая, тăван енне куçса килнĕ. Ун чухне республикипех паллă "Россия" хуçалăха ЧАССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ленин тата Октябрьти революци орденĕсен кавалерĕ Егор Лукич Лукин ертсе пынă. Вăл Валериян Михайловича уй-хир бригадин бригадирĕнче вăй хума сĕннĕ. Унччен ку бригадăна Ленин тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсен кавалерĕ, ЧАССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Павел Петрович Петров ертсе пынă. 30 çул ытла ĕнтĕ (халĕ те) бригадăна В.М.Малинин ертсе пырать. Тава тивĕçлĕ çитĕнÿсемшĕн ăна Ĕç мухтавĕн 3-мĕш степеньлĕ орденĕпе, Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп Грамотипе тата ытти нумай Хисеп хучĕсемпе чысланă.

Валериян Михайлович – чаплă гармонист. Унсăр вырăнти культура çуртĕнче пĕр культура мероприятийĕ те иртмест темелле.

Эпир те Валериян Михайловича пĕтĕм чун-чĕререн юбилей ячĕпе саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, телей тата ăнăçу сунатпăр.


Миçе çын пăхнă: 720 | Кам хушнă: alex-net | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024