Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2009 » Çурла » 14
Сăн ÿкерчĕк
Çурла уйăхĕ пуçланнăранпа 33 гражданла акт регистрациленĕ: çурални çинчен - 11, вилни çинчен - 15, пĕрлешни çинчен - 5, хут уйăрни çинчен - 2, ача ашшĕне палăртни çинчен - 2.

Çуралнă 11 ачаран - 6-шĕ арçын ача и 5-шĕ хĕр ача. Ача ят хунă чухне час-час усă курнă ятсем çаксем: Дмитрий, Кирилл, Анна, Дарья. Сайра хуракан ятсем: Богдан, Филипп, Наталия. Çакна палăртма кăмăллă: 11 çемьерен 6-шĕ çемье капиталĕн сертификатне илме тивĕç.

Асăннă тапхăрта 7 арçын , 8 хĕрарăм вилнĕ, вĕсен вăтам пурнăç тăршшĕ 65,5 çулпа танлашать (арçынсен 53 çул, хĕрарăмсен 78 çул).

Çĕнĕ çемье çавăрнисен шучĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, чакнă: пĕлтĕр - 13, кăçал - 5. Хут уйăрттарнисен шучĕ пĕлтĕрхипе танах.

Кунсăр пуçне 6 ыйтса çырни пăхса тухнă, 35 справка, 24 свидетельство, 10 документ-копи çырса панă.

Миçе хут пăхнă: 639 | Хăçан хушнă: 14.08.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Район пуçлăхĕ С.А.Николаев Пенза облаçĕнчи чăваш наципе культура автономийĕн председательне Н. Н. Чирков юлташа йышăннă. Николай Никифорович - Çĕмĕрле районĕнче çуралса ÿснĕ, Хутар шкулне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче пĕлÿ пухнă. 1981 çултанпа Пенза хулинче ĕçлесе пурăнать. Н.Н.Чирков чăваш культурине тулай чăвашĕсем хушшинче упраса хăварас тĕллевпе нумай тăрăшать. Халĕ облаçре 10 чăваш ялĕ. Вĕсенче 7 пин ытла чăваш пурăнать. Вĕсенчен иккĕшĕ - Социализмла Ĕç Геройĕ, Петр Константинович Чернов – Ленин орденĕн кавлерĕ. Елена Ильдебейкина - тĕнче класлă спорт мастерĕ. Николай Архипкин – чаплă гармонист. Автономи çумĕнче «Асамат» ансамбль пур, вăл хăйĕн концерт программисен  репертуарне чăваш халăх юррисемпе чăваш композиторĕсен хайлавĕсене кĕртме тăрăшать.

Станислав Андреевич хăнана кĕскен район аталанăвĕпе паллаштарнă, «Красноармейский район. Люди и судьбы» кĕнекене парнеленĕ. 

... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 706 | Хăçан хушнă: 14.08.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Район пуçлăхĕ С.А. Николаев районта "Ĕççи - 2009" епле пынипе уй-хире тухса паллашрĕ. Вăл  «Караево» ЯХПĕнче, «Шатьма», «Волит» и «Красное Сормово» ОООсенче,  Шумилов, Васильева, Николаев ХФХĕсенче пулчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, районта ĕççи епле пынипе тата ăна йĕркеленипе кăмăллă юлчĕ вăл. Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем сиксе тухакан ыйтусене вăхăтра татса пама тăрăшаççĕ. «Караево» ялхуçалăх предприятийĕнче район пуçлăхĕ Виталий Платонов председательпе курнăçса канашларĕ, Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Владислав Семеновпа тĕл пулчĕ. Кунсăр пуçне ĕççинче малта пыракан комбайнерпа  Михаил Петровпа калаçрĕ. Михаил Петрович 18-мĕш ĕççине хутшăнать, кунччен 30 çул хушши водительте тăрăшнă. Кăçал унпа пĕрле Сергей ывăлĕ те ĕçлет. Комбайнер каланă тăрăх, кăçал тухăç пĕлтĕрхинчен лайăхрах. Унпа хуçалăх ертÿçи те килĕшрĕ. Йĕтем çинче икĕ сменăпа ĕçлеççĕ.

... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 664 | Хăçан хушнă: 14.08.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024