Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2009 » Чÿк » 13 » ШКУЛТА - КĂВАР ЧĔРЕЛЛĔ ПОЭТ ЭРНИ
ШКУЛТА - КĂВАР ЧĔРЕЛЛĔ ПОЭТ ЭРНИ
19:51
Сăн ÿкерчĕк
Роза ГОРШКОВА, Чатукасси тĕп шкулĕн вĕрентекенĕ, аслă вожатăйĕ. 

Тĕнчене тасатрĕ ирĕк вут-кăварĕ,
Çут тĕнче çуталчĕ, иртрĕ авалхи.
Тĕттĕмĕ тĕп пулчĕ,
Тин ирĕке тухрĕ тĕп чăваш чĕлхи.

Хăватлă, янăравлă, çĕкленÿллĕ илтĕнеççĕ çак йĕркесем! Мĕн тери тарăн шухăш пытаннă вĕсенче! Пултаруллă çыравçă кăна шăрçалама пултарнă çак сăвва. Чÿк уйăхĕнче Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине паллă тăватпăр. Шел те, кăвар чĕреллĕ поэт 22 çул кăна пурăннă, çапах хăй хыççăн вăл вилĕмсĕр йĕр хăварнă. Ун хайлавĕсем Чăваш Енре кăна янăрамаççĕ, ют çĕршывсенче те вулаççĕ вĕсене. 

Çак уяв тĕлне Красноармейски районĕнчи Чатукасси шкулĕнче Çеçпĕл эрни иртрĕ. Кашни кун тĕрлĕ ĕçе кÿлĕнчĕç ачасем. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Р.И. Яковлева 5-7-мĕш классенче ăс пухакансемпе Çеçпĕл Мишши çуралса ÿснĕ тăрăхне çул тытрĕ. Вĕсем Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнчи музейре пулса ăс кутамккине пуянлатрĕç. Çул çÿрев ачасен кăмăлне кайнă. Юн кун шкулта "Çеçпĕл Мишши хунавĕсем” сăвăсен конкурсне йĕркелерĕç. Унта ачасем хаваспах хутшăнчĕç. Çеçпĕл Мишши çырнă сăвăсене тата ăна халалласа шăрçаланă хăйсен хайлавĕсене пăхмасăр вуларĕç. Малти вырăнсене Наташа Петрова /6 кл./, Ирина Андреева /5 кл./, Витя Кураков /7 кл./ тивĕçрĕç.

Кĕçнерни кун шкул ачисем Шупашкарти Çеçпĕл музейĕ йĕркеленĕ викторинăна хутшăнчĕç. Ыйтăвĕсем çăмăлах мар пулин те вĕренекенсем чылайăшне тĕрĕс хуравларĕç.

Эрне кун шкулта "Хыт утăмлă пике” конкурс ирттерме шут тытрĕç. Çак уява шкул директорĕ С.И.Степанова уçрĕ. Кунта 1-9-мĕш классенче ăс пухакан хĕрачасем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Куракансем вĕсен сăввисене итлесе киленчĕç. Хĕр-упраç юрларĕ, аслисенчен интервью илчĕ. Программăна ертсе пыма Вася Степанов пулăшрĕ. Пухăннисем программăна пысăк хак пачĕç, кăмăллă юлчĕç. Пикесене жюри тĕрлĕ номинацире чысларĕ: "Чи çепĕççи” - Ирина Андреева /5 кл./, "Чи ырă кăмăлли” - Настя Степанова /4 кл./, "Чи тавра курăмли” - Алиса Петрова /7 кл./, "Чи сăпайли” - Люба Ефимова /6 кл./, "Чи хавасли” - Маша Алексеева /8 кл./. "Хыт утăмлă пике” тесе жюри пĕр саслăн 1-мĕш класра вĕренекен Кристина Дмитриевăна палăртрĕ.
Миçе çын пăхнă: 721 | Кам хушнă: alex-net | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024