Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2009 » Чÿк » 08
Сăн ÿкерчĕк
Октябрĕн 15-мĕшĕнче райцентрти ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра консультаци пункчĕ уçăлнă. Вăл Чăвашсен регионти "Раççейри юристсен ассоциацийĕн” уйрăмĕпе "Чăваш Республикинчи наци библиотеки” патшалăх культура учрежденийĕн килĕшĕвĕ тăрăх, ĕçлеме пуçлать. Унăн тĕллевĕ халăха социаллă тата право ыйтăвĕсене анлăрах ăнлантарма пулăшасси пулса тăрать.

Консультаци пункчĕ уçăлнă май пухăннисем умĕнче райцентрти ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăн директорĕ С. Никитина сăмах илнĕ. Светлана Александровна пĕлтернĕ тăрăх, çакнашкал пунктсем республикăри 23 библиотекăра халăха йышăнма тытăнĕç, вĕсене кулленхи пурнăçра интереслентерекен ыйтăвĕсем çине тивĕçлĕ хуравсем парĕç. Кунта çынсем право, пенси, пурăнмалли çурт-йĕрпе çыхăннă тата ытти ыйтусем çине те хуравсем илĕç. 

Асăннă мероприятире районти яваплă органсен ертÿçисем тата специалисчĕсем хутшăнчĕç. Пухăннисем умĕнче район прокурорĕн пулăшаканĕ Александр Емельянов тата Галина Ильина нотариус тухса к ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 616 | Хăçан хушнă: 08.11.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Техникăна ГОСТ ыйтнă пек хĕл каçма вырнаçтарса лартас енĕпе смотр-конкурс йĕркелесе ирттерме туса хунă комисси членĕсем октябрĕн 19-мĕшĕнче "Досаево”, "Янмурзино” хуçалăхсемпе "Бахча”, "Красное Сормово” пĕрлешÿсен, октябрĕн 20-мĕшĕнче "Колос”, "Волит”, "Таябинка” пĕрлешÿсемпе "Караево”, "Нива”хуçалăхсен, В. Васильева, А. Николаев хресчен-фермер хуçалăхĕсен мехпаркĕсенче, октябрĕн 21-мĕшĕнче "Гигантпа” "Востокра” пулса, вĕсенче техникăна хĕллехи управа мĕнле лартнипе паллашрĕ.

"Досаевора” тĕш тырă комбайнĕсене, сеялкăсене ангара кĕртсе лартнă. Культиваторсемпе плугсене тата ыттине вырнаçтармалли вырăна, асăннă ĕç хатĕрĕсене тасатса хатĕрленĕ, тĕревсем çине лартмалла çеç. 

— Паян çак ĕçе туса ирттерме палăртнăччĕ, тепĕр икĕ çын килмелле, çитеймерĕç-ха, — терĕ трактор бригадин бригадирĕ, вăлах склад заведующийĕ В. Яковлев. — Тепĕр виçĕ кунран килсе тĕрĕслеме пултаратăр, пурте йĕркеллех пулĕ… 

Уйран техникăна çийĕнчех пухса кĕртменнипе 10 сÿрене "ç ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 638 | Хăçан хушнă: 08.11.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Алманч тăрăхĕнче пулнă май, Алманчпа Туçи Чуракасси ялĕсенче ватти-вĕттипех курнăçрăм. Манăн сăмах район хаçатне çитес çулхи пĕрремĕш çур çулшăн хальхинчен те ытларах сарассипе çыхăнчĕ. Алманч çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Валентина Львовна Александрова вашават хĕрарăм. Хăть кампа та вăл чуна уçса калаçма хатĕр.

Паян Алманчра — 363, Туçи Чуракассинче 291 çын пурăнаççĕ. Анчах та "Ял пурнăçне” кашни 100 кил пуçне сарассипе хальлĕхе çыхăну уйрăмĕ те, почтальонкăсем те çителĕксĕртерех ĕçлеççĕ-ха. Çыннисем йышлă, сахал мар. Мĕншĕн-ха асăннă икĕ ялта район хыпарçине вуласшăнах мар? Çак ыйту çине тĕрĕс хурав парасса шанса ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Владимир Витальевич Долговпа калаçрăмăр. 

— Çырăнтуру ыйтăвĕ, чăнах та, кун йĕркинче çирĕп тăрать. Пирĕн ял администрацийĕн тĕллевĕ вăл — кашни çемьене район хаçатне вулаттарасси. Асăннă ыйтупа хамăр патра ятарласа канашлу ирттертĕмĕр. Унта почтальонкăсемпе пĕрлех ял старостисемпе ял тăрăхĕн депутачĕсем хутшăнчĕç. Акă, Алма ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 670 | Хăçан хушнă: 08.11.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш халăх поэчĕ, Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ Ю. С. Семенов (Сементер) хăйĕн ентешĕсене пĕртте манмасть, вĕсемпе яланах тачă çыхăну тытать, çăмăл мар тапхăрта пулăшу кÿме те васкать.
Акă, çак кунсенче çеç-ха Юрий Семенович кĕçĕншетмĕсене 120 кĕнеке парнелерĕ. Вĕсем хушшинче хăй калăпланисемсĕр пуçне чăвашсен паллă çыравçисем Георгий Ефимов, Марфа Трубина, Лаврентий Таллеров, Василий Алентей, Николай Терентьев, хамăр районти Çĕньял Упире çуралнă Александр Яковлев тата ыттисем Юрий Сементере тĕрлĕ çулсенче алă пусса парне кÿнисем те пур.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О. В. Андреева каланă тăрăх, хаклă ку кĕнекесем Кĕçĕн Шетмĕпе Яманакри тĕслĕх библиотекăсенче тивĕçлĕ те сумлă вырăнта пулĕç, вĕсемпе кашниех паллашма пултарĕ. 
Ентеш-сăвăç унччен маларах та Н. Янкас ячĕллĕ музея 200 ытла кĕнеке парнеленĕччĕ.
Миçе хут пăхнă: 642 | Хăçан хушнă: 08.11.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024