Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2009 » Чÿк » 8 » Янмурçинсем техникăна хаклама пĕлмеççĕ
Янмурçинсем техникăна хаклама пĕлмеççĕ
22:16
Сăн ÿкерчĕк
Техникăна ГОСТ ыйтнă пек хĕл каçма вырнаçтарса лартас енĕпе смотр-конкурс йĕркелесе ирттерме туса хунă комисси членĕсем октябрĕн 19-мĕшĕнче "Досаево”, "Янмурзино” хуçалăхсемпе "Бахча”, "Красное Сормово” пĕрлешÿсен, октябрĕн 20-мĕшĕнче "Колос”, "Волит”, "Таябинка” пĕрлешÿсемпе "Караево”, "Нива”хуçалăхсен, В. Васильева, А. Николаев хресчен-фермер хуçалăхĕсен мехпаркĕсенче, октябрĕн 21-мĕшĕнче "Гигантпа” "Востокра” пулса, вĕсенче техникăна хĕллехи управа мĕнле лартнипе паллашрĕ.

"Досаевора” тĕш тырă комбайнĕсене, сеялкăсене ангара кĕртсе лартнă. Культиваторсемпе плугсене тата ыттине вырнаçтармалли вырăна, асăннă ĕç хатĕрĕсене тасатса хатĕрленĕ, тĕревсем çине лартмалла çеç. 

— Паян çак ĕçе туса ирттерме палăртнăччĕ, тепĕр икĕ çын килмелле, çитеймерĕç-ха, — терĕ трактор бригадин бригадирĕ, вăлах склад заведующийĕ В. Яковлев. — Тепĕр виçĕ кунран килсе тĕрĕслеме пултаратăр, пурте йĕркеллех пулĕ… 

Уйран техникăна çийĕнчех пухса кĕртменнипе 10 сÿрене "çухатнă” кăçал, вĕсем тимĕр-тăмăра ăсаннă пулĕ, теççĕ. Пуçтаруллă пулмасан çапла çав. 

"Волга-2” косилка ангартан инçех те мар хуçине тĕмсĕлсе кĕтсе ларать, ăна тасатман вăл, унпа усă курса укçа тунă та пăрахса тарнă. Çавăн пек çынсене кăшт "кĕсьерен пырса çапмалла та”. Унсăрăн апла тума юраманнине ăнланмаççĕ вĕсем. 

"Янмурзинора” тÿрех каламалла, йĕрке çукрах. Пĕр В. Клементьев çеç яваплăха çирĕп туять, хăйне шанса панă СК-5 "Нива” комбайна Владимир Ильич тасатса-сĕрсе тĕрев çине вырнаçтарса лартнă. Ыттисем вара такам каласса кĕтеççĕ ĕнтĕ? "Дон-1500Б”, СК-5 "Нива” тĕш тырă комбайнĕсене хăйсен вырăнне кĕртсе лартнă. Анчах 9050 УУ номерлĕ СК-5 "Нива” комбайна арпа-улăмран та тасатайман, наклоннăй транспортер çинче калча шăтса тухнă тата ытти те. 

AСROS йышшине вара мехпарк варрине çитерсе лартнă та каллех О. Васильев комбайнер унпа укçа ĕçлесе илнине маннă, нимĕн те тасатман. Çĕр улми кăлармалли GRIMME комбайнпа Анатолий Никитин çавăн пекех тунă, ăна хаклама пĕлмест. Пĕр каслине П. Иванов йĕркеллĕ çуса тасатнă, анчах ГОСТ ыйтнă пек вырнаçтарса лартайман-ха. Темиçе миллион тăракан комбайнсене çавăн пек пăхмалла-и? Калама сăмах та çитмест. Капла вĕсем уншăн кредит укçине тÿлесе татиччен хăрса та пĕтеççĕ-иç. Э. Яковлев инженерăн механизаторсенчен çирĕпрех ыйтасчĕ. 

"Бахчара” шала лартма май пур техникăна хĕрсех ангара кĕртетчĕç. Ытти валли те вырăн хатĕрленĕ. 

"Красное Сормово” мехпаркĕнчи техникăна пăхма кăмăллă. Тĕш тырă комбайнĕсене — пĕр, курăк пухса кĕртмеллисене — тепĕр çĕре тасатса-сĕрсе, ураписене алюмини пудрипе сăрласа, ГОСТ ыйтнă пек йĕркеллĕ лартса тухнă. Сеялкăсемпе культиваторсен тата ыттисен кашнин хăйĕн вырăнĕ пур. Тĕрĕссипе çапла пулмалла та. 

"Колоспа” "Волитра” мĕн пур техникăна тасатса хĕл каçма лартнă. Пĕрремĕшĕнче культиваторсемпе сеялкăсем айне тĕревсем вырнаçтарайман, иккĕмĕшĕнче вĕсем ÿкнĕ. 

"Караевора” тĕш тырă комбайнĕсене çеç тасатса хĕллехи управа лартнă, ытти ял хуçалăх агрегачĕсене пырса та тĕкĕнмен. 

В. Васильева ХФХра мастерской тăррине çĕнĕрен витеççĕ. Çав ĕçсене вĕçлесен, В. Васильева ХФХ пуçлăхĕн çумĕ В. Васильев каланă тăрăх, мĕн пур техникăна ангара кĕртсе лартасшăн. 

"Нива” хуçалăх, А. Николаев уйрăм предприниматель мĕн пур техникăна хĕллехи управа ГОСТ ыйтнă пекех лайăх вырнаçтарса лартнă. 

"Таябинкăра” кивĕ сеялкăсемпе плугсем, çĕр улми кăлармалли тепĕр пĕр каслă GRIMME комбайн çеç уçă çĕрте лараççĕ, вĕсене çуса тасатса сĕрсе лартнă. Ытти техникăна пĕтĕмпех ангара вырнаçтарнă. Капла вĕсен ĕмĕрĕ, паллах, вăрăм пулĕ. "Красное Сормовопа” "Таябинка” пĕрлешÿсемпе А.Николаев уйрăм предприниматель машина-механизмсемпе агрегатсене чăннипех хаклама пĕлни сисĕнет, ыттисен те вĕсенчен вĕренсе пырасчĕ. 

"Гигантра” ял хуçалăх техникине хĕл каçма вырнаçтарса лартма пуçăннă. Анчах ку енĕпе ĕçлемелли те чылай. Уйрăмах Александрпа Анатолий Кирилловсене тата Анатолий Афанасьева çирĕплетсе панă комбайнсем çинче. В. Нестеров тĕп инженерăн ку тĕлĕшпе механизаторсенчен çирĕпрех ыйтни кирлĕ. 

"Востокра” "Дон-1500А” комбайна хĕллехи управа лартнă. Ытти техникăна пĕтĕмпех уйран илсе килсе пĕтернĕ. Вĕсене сĕт-çу ферми çумĕнчи лаптăка хĕл каçма вырнаçтарма палăртни пирки пĕлтерчĕ инженер тивĕçĕсене туса пыракан Владимир Иванов. 

Тулта паян хĕвеллĕ çанталăк хуçаланать. Çав самантпа туллин усă курса, вырăнсенче ял хуçалăх техникине ГОСТ ыйтнă пек вырнаçтарса лартма çине тăрасчĕ. 

В. Егоров, районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайăн ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен аслă специалисчĕ Ю. Агатьев, патшалăх технадзорĕн районти инспекцийĕн начальникĕ
Миçе çын пăхнă: 646 | Кам хушнă: alex-net | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024