Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2009 » Чÿк » 19 » Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине чыслăн паллă турĕç
Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине чыслăн паллă турĕç
23:07
Сăн ÿкерчĕк
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăвашсен кăвар чĕреллĕ поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине чыслăн уявларĕç. Уяв шкул дирекцийĕ çирĕплетнĕ ятарлă план тăрăх пулса пычĕ. Чи малтанах чăваш чĕлхи тата литератури вĕрентекенсем кашни класрах Çеçпĕл Мишши пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă мультимедиллĕ урок презентацисем ирттерчĕç. Уроксенче вĕрентекенсем Çеçпĕл Мишшин тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне туллин çутатса пама тăрăшрĕç, чăваш поэзине çĕнĕ сĕм кĕртнĕ йыхравçă çыравçăн кун-çулне тĕплĕн тишкерчĕç, ачасен кăмăл-сипетне поэтăн асап-нушаллă пурнăçĕн тĕслĕхĕпе витĕм кÿме май тупрĕç. 
  Уйрăмах класс тулашĕнче чылай ĕç туса ирттерчĕç вĕрентекенсемпе вĕренекенсем. Хамăр районта иртекен "Çеçпĕл - пирĕн чĕрере" сочиненисен конкурсне хутшăнса ачасем килте сочиненисем хайларĕç. Вĕсенчен чи лайăххисене суйласа илсе çак конкурс жюрине тăратрĕç. 9-мĕш "б" класра вĕренекен Алексей Михайловăн сочиненийĕ 2-мĕш вырăн, Николай Марковăн - 2-мĕш вырăн, 7-мĕш "а" класра вĕренекен Анастасия Ивановăн сочиненийĕ вара 3- мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç. Кунсăр пуçне шкулта "Чăваш ачи, сассуна пар!" илемлĕ вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Унта 6-9-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Вĕсем Çеçпĕл сăвввисене пăхмасăр каларĕç. Çивĕч тупăшура, сăмах тата сцена ăсталăхĕ кăтартса Аня Васильева (7а), Анастасия Иванова (7а) тата Елена Степанова (9а) пĕрремĕш, Максим Степанов (6б), Ксения Сергеева (6а), Александра Яковлева (6б) тата Снежана Феофанова (9а) иккĕмĕш, Оксана Журавлевăпа (7б) Олег Здрок (9а) виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Вĕсенчен чи лайăххисене район конкурсне йыхравларĕç.  
  "Çеçпĕл Мишши - 110 çулта" кроссворд шĕкĕлчессипе те ăмăрту иртрĕ шкулта.
  Чаплă поэтăн çуралнă кунне халалласа ачасем "Шкул меридианĕ" электронлă хаçат кăларнă. Унта Алексей Михайлов (9б) çырса хатĕрленĕ Çеçпĕл Мишши пурнăçне çутатакан материала районти конкурсра хаçатсенчи чи лайăх материал тесе йышăннă.
  Уявăн пĕтĕмлетÿ каçне районти чăваш чĕлхи тата литератури вĕрентекенсем, илемлĕ вулав конкурсне хутшăнакан ачасем пухăнчĕç. З.П.Михайлова вĕрентекен çитес Амăшĕсен кунне халалласа "Аннерен хакли çук" темăпа уçă урок пачĕ. В.А.Тихонова вĕрентекен вара "Çеçпĕл - пирĕн чĕрере" темăпа уçă урок ирттерчĕ. Вĕрентекенсен уçă урокĕсене пысăк хак пачĕç, инноваци технологийĕсемпе анлăн усă курнине палăртрĕç. 
  Шкулăн акт залĕнче В.М.Михайлов вĕрентекен мастер-класс йĕркелерĕ, Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне сăнлакан презентацисемпе паллаштарчĕ. Унтан ачасем Çеçпĕл Мишши сăввисене илемлĕ вулассипе тупăшрĕç. Ку конкурса пирĕн шкултан Аня Васильева (7а) район шайĕнче иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Юлашкинчен литература каçне йĕркелесе пыракан В.М.Михайлов "Çеçпĕл Мишши поэтăн шăпи тавра" викторина ирттерчĕ. Хĕрÿ тупăшура Марина Якимова (Упи шкулĕ), Снежана Феофанова (Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ) тата Неля Филиппова (Алманч шкулĕ) çĕнтерчĕç, поэт пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне питĕ аван пĕлнине çирĕплетрĕç.
  Уява Ăсан Уçăпĕ (О.А.Алексеев) çыравçăпа Георгий Тусли публицист килнĕ. Вĕсем ачасемпе тĕл пулу ирттерчĕç, ачасен пултарулăхне хакларĕç.
Миçе çын пăхнă: 717 | Кам хушнă: alex-net | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024