Район администрацийĕн пуçлăхĕ

Район администрацийĕн
пуçлăхĕн тивĕçĕсене 
вăхăтлăха пурнăçлакан
Григорьев Яков 
Михайлович
Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 52

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2009 » Чÿк » 20 » Халăх театрĕ премьера лартса пачĕ
Халăх театрĕ премьера лартса пачĕ
21:33
Сăн ÿкерчĕк

Красноармейски районĕн халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи Халăх театрĕ куракансем умне çĕнĕ премьера кăларчĕ - З.Володарскин "Лантăшсем" пьесине чăвашла куçарса лартса пачĕ. Спектакльти ĕçсем иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Аслă Аттелĕх вăрçине хутшăннă Иван Платонович Кириенко хирург çемйинче пулса иртеççĕ пулин те, спектакле лартакан Надежда Николаева режиссер геройсене паянхи кун кăларса тăратнă кăмăл-сипет ыйтăвĕсем тавра калаçтарма пултарчĕ. Халăх пултарулăхĕн артисчĕсем те хальхи пурнăç пăрăнчăкĕсене юрату тата  çынлăх туйăмĕсенчен уйăрса, вĕсене сивлесе куракансен чунне çыннăн чи хаклă та ырă туйăмлă пахалăхĕсене  вырнаçтарма пултарчĕç.

Пьесăна чăвашла  яка та таса чĕлхепе куçарнă. Куракансене мелодрамăра усă курнă кĕвĕ-юрă питĕ кăмăла кайрĕ. Декораци пуян пулни курăнать. Сасă режиссерĕ пĕр кăлтăксăр ĕçлени сисĕнчĕ. Рольсенче ял çыннисем пурте пĕлекен хамăр ялсем вылярĕç: Валерий Миронов (И.П.Кириенко), Светлана Васильева (Л.П.Кириенко), Надежда Николаева (Нина), Николай Петров (Ивар), Алексей Николаев (шофер), Вера Петрова (хĕрарăм). 

Маттур артистсене ăнăçлă премьерăпа саламлас килет. Республикăри драма коллективĕсен тата халăх театрĕсен фестивалĕн конкурсĕнче ăнăçу сунатпăр. Малашне те премьерăсемпе час-часах савăнтарасса шанса тăратпăр, чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. 


Миçе çын пăхнă: 352 | Кам хушнă: alex-net | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2018 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 98 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 83 çулта

Геннадий Трофимов (Юмарт) - 80 çулта


Владимир Харитонов - 85 çулта 

2018 çул - Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çулĕ

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2018