Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2009 » Çурла » 6 » Трак ен спортсменĕсем Физкультурниксен кунне çĕнĕ çитĕнÿсемпе кĕтсе илеççĕ
Трак ен спортсменĕсем Физкультурниксен кунне çĕнĕ çитĕнÿсемпе кĕтсе илеççĕ
11:39
Сăн ÿкерчĕк
Кăçал Раççейре Физкультурниксен кунне 70-мĕш çул паллă тăваççĕ. Пирĕн район та çулсеренех çак куна чыслă кĕтсе илме тăрăшать. Августăн пуçламăшĕнче районта яланах тĕрлĕ спорт мероприятийĕсемпе тĕрлĕ вăйăсем иртеççĕ. 

Кашни учитель, тренер, спортсмен тата физкультурник хăй çитĕнĕвĕсене пĕтĕмлетет - мĕн тунă, мĕн туса çитереймен, малашне мĕн тумалла...

Пĕтĕмĕшле илсен, район спорт аталанăвĕнче япăх мар палăрса тăрать: районта мероприятисем ирттерессипе те, спортсменсен резервне хатĕрлессипе те, çĕнĕ спорт çитĕнĕвĕсем туптассипе те. Активлă тата çирĕп сывлăхлă пурнăç йĕркине пропагандăлассипе те ĕçсем начар мар пыраççĕ.

Районта спорт техникин бази палăрмаллах çирĕпленчĕ: нумай функциллĕ спортплощадка хута кайрĕ, кĕçех çăмăл сооружениллĕ тепĕр стадион хута каймалла, тренерсем хăйсен пĕлĕвне ÿстерсе килчĕç, укçа-тенкĕ ресурсĕсене сыхласа хăварма май килчĕ (тĕнчери финанс кризисне пăхмасăрах). Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те юлашки вăхăтра пирĕн ыйтусем çине тимлĕрех пăхма тытăнни сисĕнет.

Яланхи пекех, çитĕнекен ăрушăн ятлă-сумлă спортсменсем тĕслĕх пулса тăраççĕ. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ - тĕнче класлă спорт мастерĕсем. Вĕсем Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышне кĕреççĕ: Люда Архипова (Тăхăртака ялĕ) и Оксана Хайбуллина (Кĕçĕн Шетмĕ ялĕ), спорт мастерĕсем Люда Кузьмина (Яманак ялĕ) тата Эдикт Хайбуллин (Кĕçĕн Шетмĕ ялĕ), спорт мастерĕн кандидачĕ Оксана Дуйсембаева (Красноармейски ялĕ).

Çулталăк тăршшĕнче пирĕн спортсменсем Раççейри чемпионатсенче тата турнирсенче 3 пĕрремĕш вырăн  (Перепелкин В.И., Дуйсембаева О., Кузьмина Л.), 1 иккĕмĕш вырăн (Петрова З.), 4 виççĕмĕш вырăн (Хабуйллина О.-2, Дуйсембаева О., Кузьмина Л.) йышăнма пултарнă. 

Атăлçи федераллă округра та çитĕнÿ сахал мар: 6 пĕрремĕш вырăн, 5 – иккĕмĕш тата 5 – виççĕмĕш.

Республикăри чемпионатсенче тата турнирсенче  21 пĕрремĕш вырăн, 25 – иккĕмĕш и 18 виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. 

Пирĕн район ытларах çак спорт енĕсемпе палăрса тăрать: йĕлтĕрпе чупасси, çăмăл атлетика, ирĕклĕ кĕрешÿ, каратэ, полиатлон.

Пирвайхи хут Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышĕпе тĕнче арени çине çăмăл атлетикăн спорт мастерĕ Люда Кузьмина  (Яманак ялĕнчен) тата ирĕклĕ кĕрешÿ спорт мастерĕн кандидачĕ Оксана Дуйсембаева тухрĕç.

Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командин йышĕнче пирĕн ентеш-йĕлтĕрçĕсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ – Константин тата Николай Львовсем, Евгений Иванов Яманак ялĕнчен (тренерĕ Сергеев П.М.) тата Владимир Петров Красноармейски ялĕнчен (тренерĕсем Краснова Т.В. тата Григорьев П.И.).

Пирĕн районăн виçĕ представителĕ (пирвайхи хут!) шкул ачисен Спартакиадин финалĕнче (Пензăра) тупăшма пултарчĕç. Вĕсем Дуйсембаева Галина (ирĕклĕ кĕрешÿ), Оксана Хайбуллина (хăвăрт утасси) тата Пикшик шкулĕн вĕренекенĕ Данил Данилов (çăмăл атлетика) пулчĕç. Вĕсен çитĕнĕвĕн тÿпинче тренерсемпе физкультура учителĕсен пайĕ те пурах.

Чи ăнăçлă та тухăçлă ĕçленисенчен çаксене палăртмалла:

- Григорьев В.Н., ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе ĕçлекен тренер, вăл Атăлçи ФО тата Раççей шайĕнче темиçе призер хатĕрленĕ; 

- Данилов А.Н. тата Моисеев В.В., çăмăл атлетика енĕпе ĕçлекен тренерсем, вĕсем республикăри шкул ачисен Спартакиадин çĕнтерÿçисемпе призерĕсене, Атăлçи ФО тата Раççей шайĕнче темиçе призер хатĕрленĕ; 

- Сергеев П.М. тата Григорьев П.И., йĕлтĕрпе чупас енĕпе ĕçлекен тренерсем, вĕсем район чысне Республикăмăр тата Раççей умĕнче хÿтĕлеме пултаракан спортсменсем хатĕрленĕ;

- Артемьев Л.С, каратэ енĕпе ĕçлекен тренер, вăл нумай хут республика чемпионĕ пулнă, Атăлçи ФО призерĕ, хура пиçиххи çĕнсе илнĕ Васильев Алексея хатĕрленĕ;

- «Вольник» спортклубăн ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе ĕçлекен тренерĕсем Григорьев Д.В., Максимов Д.В. тата Павлов Л.В.

Ку ĕçре "ООО «Газпром трансгаз Нижний Новгород» - «Заволжское ЛПУМГ» филиалĕн физкультурăпа сывлăх сиплевĕн комплекс ĕçченĕсем те тивĕçлĕ тÿпе хываççĕ.  Эпир унта ĕçлекен Тишкин В.Н. спорт инструкторне (вăл ачасен виçĕ ÿсĕмри футбол командисене ертсе пырать); В.В.Никифорова, комплекс директорне - баскетбол енĕпе ĕçлекен тренера, сĕтел çи теннис инструкторне Е.В.Барановăна хытă шанса тăратпăр.

Спортсменсен 2009 çулхи рейтингĕнче  çаксем малта:

- яшсем хушшинче Краснов Эдуард, Пикшик шкулĕн вĕренкенĕ (тренерĕ Данилов А.Н.); Васильев Алексей, Красноармейски 2-мĕш шкул вĕренекенĕ, каратэ енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ;  Львов Константин, Трак чăвашла-нимĕçле гимнази вĕренекенĕ, йĕлтĕрпе чупакан, пĕрремĕш разрядлă  спортсмен. 

- хĕрсем хушшинче  Таня Чернова, Трак чăвашла-нимĕçле гимнази вĕренекенĕ, йĕлтĕрпе чупакан, пĕрремĕш разрядлă  спортсменка; Оксана Дуйсембаева, Красноармейски 2-мĕш шкул вĕренекенĕ, ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ; Степанова Марина, Трак чăвашла-нимĕçле гимнази вĕренекенĕ, йĕлтĕрпе чупакан, пĕрремĕш разрядлă  спортсмен.


Миçе çын пăхнă: 783 | Кам хушнă: alex-net | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024