Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Кăрлач » 3 » 2010 çул - Учитель çулĕ: Шкул директорĕн пурнăç юбилейĕ
2010 çул - Учитель çулĕ: Шкул директорĕн пурнăç юбилейĕ
22:56
Сăн ÿкерчĕк
Кашни ҫын мӗн ачаранах хӑйне килӗшекен. чуна ҫывӑх ӗҫ суйлать. Пурнӑҫ ҫулне тупасси тепӗр чухне шкул саккн ҫинче ларнӑ чухнех паллӑ. Олег Васильевич Димитриевӑн та ҫавӑн пекех пулнӑ.
0. Димитриев Вӑрманкас Чуракасси ялӗнчи хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Шкулта пӗлӳ илнӗ чухнех вӗренӳре ҫеҫ мар, обществӑлла ӗҫре те палӑрнӑ. Алманч вӑтам шкулӗнчи комсомол комитечӗн секретарӗ пулнӑ, хӗрсемпе каччӑсене вӑхӑт таппипе тан пыма хавхалантарса тӑнӑ. Алла аттестат илсен ҫамрӑк И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне (халӗ — университет) ҫул тытать. Экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытса филологи факультечӗн студенчӗ пулса тӑрать. Сесси хыҫҫӑн сесси хыҫа юлать, яш тапхӑрти савӑк вӑхӑтсем пӗр сисӗнмесӗр иртеҫҫӗ. Алӑра — аслӑ пӗлӳ илни ҫинчен калакан диплом. 1981 ҫулта Олег Васильевич тӑван тӑрӑха таврӑнать, Шывпуҫӗнчи сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта вырӑс чӗпхипе литературине вӗрентме пуҫлать. Ҫамрӑк педагога тӑххӑрмӗш классен ертуҫи пулма шанаҫҫӗ. Ҫӗнӗ вӑй-халпа вӑл ачасен кашни кунне интереслӗ те усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать. Вӗренекенсемпе тӑтӑшах тӗрлёрен мероприятисем йӗркелет, экскурсисене тухса ҫÿрет. Паян кун та унӑн ӗнерхи вӗренекенӗсем ӑна ырӑпа аса илеҫҫӗ, тӑтӑшах шкула кӗрсе тухаҫҫӗ. Пултаруллӑ ҫамрӑка вӗрентӳ пайӗн ертуҫисем асӑрхаҫсӗ. 1982 ҫулта 0. Димитриева Супарти сакӑр ҫул вӗренмелли шкул директорӗ пулма шанаҫсӗ. Ҫӑмӑл мар лава туртма тивет ӑна. Мӗн пур вӑйне шкула панӑ ҫамрӑк директор, ӗҫтешӗсен паха опьггне алла илнӗ, нумай вуланӑ. Вун сакӑр ҫул асӑннӑ коллектива ертсе пырать вӑл. Ҫав çулсенче Супар шкулӗ те япӑх мар кӑтартусемпе палӑрать. Кунта, паллах, Олег Васильевичӑн тӳпи те иксӗлми.

0. Димитриев — пысӑк пӗлуллӗ, анлӑ тавра курӑмлӑ, тӳрӗ чунлӑ, ҫирӗп ыйтакан ертÿҫӗ. Тӗп ӗҫе тÿрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫпанипе пӗрлех вӑл обшествӑлла ӗҫсенче те хастар. Ӑна пӗрре кӑна мар ял тата район депутачӗсен Пухӑвӗн депутатне суйланӑ. Пушӑ вӑхӑт тупӑнсан алла баян тытать, 20 ҫул ӗнтӗ Олег Васильевич кӗвӗленӗ юрӑсем сцена ҫинче янӑраҫҫӗ. Чылай юрӑҫсем вӗсене хӑйсен репертуарне кӗртнӗ. Районта иртекен " Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем" фестивале те тӑтӑшах хутшӑнать, лауреат ятне те ҫӗнсе илнӗ.

2000 ҫулта О.Димитриев Апманч вӑтам шкул директорӗнче ӗҫлеме пуҫлать. Хӑйӗн ӗҫне юратса пурнӑҫлаканскер кунта та коллектива пӗтӗҫтерме пултарчӗ. Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть, малалла ӑнтӑлма чӗнет. 0. Димитриев 2005 ҫулта Чӑваш патшалӑх университечӗн истори факультетне вӗренсе пӗтерет. Хӑйӗн тӑван шкулӗнче вӗренекенсене тӗпчев ӗҫӗсене явӑҫтарать Каччӑсемпе хӗрсем тӗрлӗ шайри конкурссенче япӑх мар кӑтартусемпе палӑраҫҫӗ.

Тӑван шкулӑн сӑн-сӑпатне ырӑ енне улӑштарас тӗлӗшпе те чылай ӗҫлет ертӳҫӗ. Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулне хатӗрленнине тӗрӗслекен комисси алманчсен ӗҫне лайӑх енчен хакларӗ.

Пултаруллӑ купӑсҫӑ вӑл спортпа та туслӑ. Район шайӗнчи ӑмӑртусенче пӗрре кӑна мар малти вырӑнсене йышӑннӑ.

Олег Васильевичӑн ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ, вӑл "Халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ паллӑна тивӗҫнӗ.

Вӗсем мӑшӑрӗпе, Галина Николаевнăпа, виҫӗ ача ҫуратса устернӗ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ. Юра аспирантурӑра вӗренет, Лена кӗҫӗн классен вӗрентекенӗ, Саша — Чӑваш патшалӑх педагогика унверситечӗн студенчӗ. Нумаях пулмасть ачисем икӗ мӑнук парнелерӗҫ. Ял-йышра чыс-хисеп, сум ҫӗнсе илнӗ, килти хуҫалӑхра та йӗркелӗх малти вырӑнта тӑрать. Ҫакӑ мар-и телей?

Чӗрӗк ӗмӗр ытла ертӳҫĕ лавне чунтан парӑнса туртса пыраканскерӗн ӗҫӗнче кӑна мар тыткаларӑшӗнче те сӑпайлӑх палӑрать. Ҫынра яланах ыррине, лайӑххине курма тӑрӑшать вӑл, ӗҫтешсене ҫитӗнӳсем тума хавхалантарать. Тӗпчевлӗн сӑнаса, тӗплӗн шухӑшласа калаҫма пӗлекен ертӳҫӗпе юнашар ӗҫлеме тӳр килнишӗн чӑннипех мухтанатӑп. 0. Димитриева ҫывхарса килекен 50 ҫулхи юбилейӗ ячӗпе саламланӑ май, хӑй суйласа илнӗ ҫулпа ҫирӗппӗн утма, ӳсекен ӑрӑва тарӑн та ҫирӗп пӗлӳ, тӗрӗс воспитани панă ҫӗрте ҫирӗп сывлӑхпа ӑнӑҫу сунатăп.


П. МАТВЕЕВА. шкул директорӗн вӗрентÿпе воспитани енӗпе ӗслекен ҫумӗ

Миçе çын пăхнă: 972 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024