Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Нарăс » 21 » "Ачасен пултарулăхĕ" инçет литература конкурсĕ вĕçленчĕ
"Ачасен пултарулăхĕ" инçет литература конкурсĕ вĕçленчĕ
14:04
Сăн ÿкерчĕк

Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хăйĕн сайчĕ урлă ирттернĕ «Ачасен пултарулăхĕ» инçет литература конкурсĕ вĕçленчĕ. Ăна Красноармейски районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă. Унта районти шкулсенче вĕренекенсем хăйсен проза, поэзи тата тата драма жанрĕсемпе çырнă  50 яхăн ĕçне тăратнă. Шкул ачисемпе вĕрентекенсем ытларах Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнчен (30 ĕç, вĕрентекенĕсем З.П.Михайловăпа В.М.Михайлов), Пикшик шкулĕнчен (14 ĕç, вĕрентекенĕ – Л.А.Тихонова),  Упи шкулĕнчен (4 ĕç, вĕрентекенĕ – В.В.Васильева) тата Карай шкулĕнчен (3 ĕç, вĕрентекенĕ – А.Ю.Никандрова)  хастар пулчĕç.  Тавах вĕсене!

Çĕнтерÿçĕсемпе малти вырăна йышăннисене тата вĕсен ертÿçисене Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн 20 çулхи юбилей каçне уявламашкăн пыма йыхравлатпăр. Унта вĕсене чаплă лару-тăрура чыслĕç.


Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хăйĕн сайчĕ урлă ирттернĕ «Ачасен пултарулăхĕ» инçет литература конкурсне килнĕ ĕçсене хакласа вырăн палăртни

Проза енĕпе

«Савнă тăван ен – Красноармейски» номинацире

1-мĕш  вырăн – Анисимова Ольга, Пикшик шкулĕ: «Пуç çавăрмăш», «Ĕмĕрлĕх суран» тата «Çутă та телейлĕ пурнăç сукмакĕ» калавсемшĕн

2-мĕш вырăн – Ершова Наталия, Пикшик шкулĕ: «Хĕвелпе те, уйăхпа, эп калаçрăм çăлтăрпа» фантастикăлла калавшăн; Михайлова Ангелина, Пикшик шкулĕ: «Пурнăç хÿри» очеркшăн;

3-мĕш вырăн – Васильева Елена, Упи шкулĕ: «Ватă кукамай» очеркшăн; Андреева Виктория, Упи шкулĕ: «Ĕçне кура – хисеп» очеркшăн; Тихонова Светлана, Пикшик шкулĕ: «Вутăш хĕрĕ» фантастикăлла калавшăн тата çыру жанрĕпе çырнă хайлавшăн; Шумилова Надежда, Пикшик шкулĕ: «Тăвайккинче» калавшăн; Максимов Сергей, Пикшик шкулĕ: «Пĕчĕк вăрттăнлăх» фантастикăлла калавшăн

Поэзи енĕпе

«Савнă тăван ен – Красноармейски» номинацире

1-мĕш  вырăн – Илларионов Стас, Красноармейски 2-мĕш шкулĕ: «»Ман юратнă анне», «Аннене», «Аннем» тата «Çуралнă ял» сăвăсемшĕн

2-мĕш вырăн – Харитонова Светлана, Упи шкулĕ: «Юратнă кĕтес» сăвăшăн; Хлебнова Наташа, Карай шкулĕ: «Тăван кĕтес» сăвăшăн; Васильева Анна, Красноармейски 2-мĕш шкулĕ: «»Ман анне – вĕрентекен» сăвăшăн; Семенова Кристина, Красноармейски 2-мĕш шкулĕ: «Ман кукамай» сăвăшăн; Журавлева Оксана, Красноармейски 2-мĕш шкулĕ: «Чи хаклă çыннăм» сăвăшăн;

3-мĕш вырăн – Николаева Виктория, Красноармейски 2-мĕш шкулĕ: «Ман юратнă ял» сăвăшăн; Суховетрюк Евгений, Красноармейски 2-мĕш шкулĕ: «Савнă ен – Трак ен» сăвăшăн; Кириллова Екатерина, Карай шкулĕ: «Савнă ялăм, тăван ялăм» сăвăшăн

«Поэтсем вилсессĕн те вилмеççĕ…» номинацире

1-мĕш  вырăн – Миронова Анжела, Красноармейски 2-мĕш шкулĕ: «Пирĕн учитель» сăвăшăн; Яковлева Александра, Красноармейски 2-мĕш шкулĕ: «»Юратнă вĕрентекен» сăвăшăн;

2-мĕш вырăн – Иванова Анастасия, Красноармейски 2-мĕш шкулĕ:  «Тавтапуç сире, учительсем» сăвăшăн; Данилова Мария, Красноармейски 2-мĕш шкулĕ: «Пĕрремĕш учитель» сăвăшăн; Никифоров Павел, Красноармейски 2-мĕш шкулĕ: «Учитель» сăвăшăн: Никитина Карина, Красноармейски 2-мĕш шкулĕ: «Тавах сире, учительсем» сăвăшăн;

3-мĕш вырăн – Журавлева Оксана, Красноармейски 2-мĕш шкулĕ: «»Учитель сăнарĕ» сăвăшăн; Семенов Алексей, Красноармейски 2-мĕш шкулĕ: «Юратнă учитель» сăвăшăн; Григорьева Ксения, Красноармейски 2-мĕш шкулĕ: «Учитель манăн чĕрере» сăвăшăн; Лукина Кристина, Красноармейски 2-мĕш шкулĕ: «Шкулта» сăвăшăн; Михайлов Алексей, Красноармейски 2-мĕш шкулĕ: «Тăван шкул» сăвăшăн; Андрианова Полина, Красноармейски 2-мĕш шкулĕ: «Пĕлÿ – ĕмĕрлĕхе» сăвăшăн

Драма енĕпе

«Савнă тăван ен – Красноармейски» номинацире

1-мĕш  вырăн – Ершова Наталия, Пикшик шкулĕ: «Сăпка юрри» тата «Йăнăш илтнĕ сăмах» пьесăсемшĕн;

©Н.Я.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх пресс-центрĕ


Миçе çын пăхнă: 585 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024