Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Кăрлач » 5 » "Ачасен пултарулăхĕ" литература конкурсĕ нарăсăн 20-мĕшĕччен пырать
"Ачасен пултарулăхĕ" литература конкурсĕ нарăсăн 20-мĕшĕччен пырать
21:18
Сăн ÿкерчĕк
1. Пĕтĕмĕшле йĕрке
Красноармейски районĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн правленийĕ йышăнăвĕпе тата район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕ çумĕнчи творчествăлла ĕçлекен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ушкăнĕн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ иртет.
2. Конкурс тĕллевĕсем
• Красноармейски районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине чыслăн паллă тăвасси;
• Районти шкулсенче вĕренекен ачасен литература пултарулăхне аталантарасси;
• Литература енне туртăнакан талантлă ачасене тупса палăртасси.
3. Конкурса хутшăнакансем
Конкурса хутшăнакансем Красноармейски районĕнчи шкулсенче 1-11 классенче вĕренекенсем тата хушма пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенчи ачасем пулаççĕ.
4. Конкурса йĕркелесе ирттересси тата пĕтĕмлетесси
Конкурс Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн сайчĕ урлă иртет. Конкурс йĕркине çак страницăна вырнаçтарнă: http://nesterjankas.ucoz.ru/index/0-7 . Конкурса хутшăнаканăн чи малтан сайтра регистрациленмелле, ун хыççăн пултарулăх материалĕсене çак страницăна вырнаçтармалла: http://nesterjankas.ucoz.ru/publ/achasen_pultarulakh_konkurse/13 .
4.1. Конкурс çак номинацисемпе иртет:
1) «Савнă тăван ен – Красноармейски»: Красноармейски районне туса хунăранпа 75 çул çитнине халалланă сăвăсен, тĕрленчĕксен, калавсен, очерксен тата драма жанрĕпе çырнă хайлавсен конкурсĕ;
2) «Поэтсем вилсессĕн те вилмеççĕ…»: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă сăвăсен, тĕрленчĕксен, калавсен, очерксен тата драма жанрĕпе çырнă хайлавсен конкурсĕ.
4.2. Конкурс ĕçĕсене хатĕрлемелли йĕрке
- Хайлавсем конкурс тематикине тивĕçтермелле;
- Конкурс материалĕсене Times New Roman шрифтпа (чăвашла) çапмалла. Чăвашла шрифтпа çапакан программăна çакăнтан уçласа илмелле: http://chuvsite.ucoz.ru/load/1-1-0-4
- Конкурс ĕçĕн умне хăш номинацине хутшăннине палăртса çырмалла;
- Конкурс ĕçĕн айне ачан ятне тата хушаматне, вăл хăш шкултан пулнине кăтартса çырмалла.
4.3. Конкурс ĕçĕсене хакласси
Конкурс ĕçĕсене хакламашкăн Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх жюри йĕркелет. Унта литература пултарулăхĕнче палăрнă ентешсене кĕртеççĕ. Жюри пултарулăх ĕçĕсем конкурс ыйтнине тивĕçтерекен, литература нормисемпе меслетлĕхĕсене тÿр килекен ĕçсене кăна пăхса тухать.
 4.4. Конкурс ĕçĕсене «Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх» сайтăн «Ачасен пултарулăх конкурсĕ» страницăна (http://nesterjankas.ucoz.ru/publ/achasen_pultarulakh_konkurse/13) 2009 çулхи чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 2010 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕччен вырнаçтармалла.
 4.5. Конкурса 2010 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕччен пĕтĕмлетеççĕ. Конкурс çĕнтерÿçисене Нестер Янкас пĕрлĕхĕн 20 çулхи юбилей уявĕнче - Нестер Янкас ячĕллĕ премие тивĕçнĕ пултаруллă ентешсене халалланă каçра чыслаççĕ.
Миçе çын пăхнă: 6152 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024