Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Юпа » 19 » АЛĂРА ĔÇ, ПУÇРА ĂС ПУЛТĂР ("Тантăш")
АЛĂРА ĔÇ, ПУÇРА ĂС ПУЛТĂР ("Тантăш")
22:02
Сăн ÿкерчĕк
Красноармейски районĕнчи Упи шкулĕнче вĕренекенсене нимĕнле ĕç те хăратмасть. Вĕсем йăлтах тума пĕлеççĕ: пуçăнаççĕ те – вĕçлеççĕ.
Упи шкулĕ çумĕнче вĕренÿпе сăнав лаптăкĕ пур. Чăваш Республикинче чи лайăххи, тĕслĕхли вăл, Раççейре те 6-мĕш вырăнта. 10 гектар çĕр çинче пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, улма-çырла пуçтарса илеççĕ, чечексем, калчасем ÿстереççĕ, йывăçсем лартаççĕ, курăк çулса пуçтараççĕ, ферма тытаççĕ.

Малтанхи çул-йĕрпе

– Ку йăла кивĕ шкултанах килет пирĕн. Ун чухне çĕрĕ сахалтарах пулнă. 1994 çулта çĕнĕ çуртра вĕренме тытăнсан биологипе ĕç учителĕ Майя Ивановна Яковлева пысăкрах лаптăк уйăрма ыйтнă. Тивĕçлĕ канăва кайиччен вăлах асли пулнă унта. Халĕ вара Любовь Валентиновна Фролова биолог-химик, Ираида Геннадьевна Ивановăпа Иван Петрович Матвеев технологи учителĕ- сем яваплисем, – каласа пачĕ директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Светлана Валерьевна Петрова. 
– Малтанхи вăхăтра фермăра 40 сысна усранă, вăкăрсем тытнă. Юлашки çулсенче выльăх шучĕ чакнă, çапах та 10 сыснаран кая мар. Çитес вăхăтрах пăрусем туянма палăртнă эпир, – хутшăнчĕ шкул директорĕ Юрий Владимирович Федоров. 

Туни – çыншăн, вĕренни – хамăршăн

– Ачасене ĕçе явăçтарасси, хăнăхтарасси çăмăл мар. Çавах тăрăшнин усси пур. Вĕренекенсем хăйсем те телей сывлăшра вĕçменнине, ăна ĕçре тупмаллине лайăх ăнланаççĕ, – тет директор. 
Шкула çирĕплетнĕ çĕре пăхса, тасатса тăрасси ытларах ĕç, биологи урокĕ-сенче пулса пырать. Тĕрлĕ сăнав, опыт ирттереççĕ ачасем. Фермăна та пулăшу кÿреççĕ. «Выльăх-чĕрлĕх пăхасси» курс итленĕ чух апат хатĕрлесе параççĕ. Каламасăрах паллă – йывăр ĕçсене çитĕннисем пурнăçлаççĕ. 
Пĕр ачана та ашшĕ-амăшĕ ирĕк памасăр ĕçлеттермеççĕ. Паллах, аслисем хирĕç мар. Çамрăксем вăхăта усăсăр ирттермеççĕ-çке. Тата тыткаламалăх укçа та илеççĕ. Кашни ачан ĕç кĕнеки пур. Каникулсенче вĕсене халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр тÿлет – 500 тенкĕрен кая мар. Ытти чухне вара – ял поселенийĕ. 

Ĕç çăкăр ыйтмасть, хăй тăрантарать

Вĕренÿпе сăнав лаптăкне тухсан мĕнле юмах тĕнчине лекрĕм-ши темелле. Йĕри-тавра тирпейлĕ, таса, кашни япалан хăйĕн вырăнĕ. Кунта 5 уйрăм: шкул çумĕнчи вăрман усравлăхĕ, чечек, кану, вăйă хутлăхĕсем тата «Мухтав аллейи» мемориал комплексĕ. Вĕсенче вĕренекенсен тăрăшулăхĕ, хастарлăхĕ, ÿр- кенменлĕхĕ палăрать. 
Ачасем çанă тавăрса ĕçлени курăмлă, мухтавлă, тупăшĕ те пур. Кăçал та Янкасри «Пахча» организацине çĕр улми пуçтарса пулăшнă çамрăксем. 140 пин тенкĕ ĕçлесе илнĕ вĕсем. 70 пинне вĕренекенсене пайласа панă. Тепĕр çурри шкул хыснине юлнă. Çуркунне чечек калчисем сутса укçа пухнă маттурсем. Вĕсенчен туяннă 3569 калча (23 тĕрлĕ) Красноармейски районĕнче кăна мар, Муркаш тăрăхĕнче те илем кÿнĕ. Ăнса пулнă çулсенче хĕрлĕ кăшман та сутаççĕ уписем. 
Ĕçрен хăраман çын тутă, теççĕ. Упи шкулĕнче «Ачасене тĕрлĕ çитĕнÿшĕн хавхалантарасси» тата «Ачасене апатлантарасси» положенисем пĕлтерĕшлĕ. Вĕренекенсем мĕнле-тĕр пысăк ÿсĕмсем тусан вĕсене преми парса кăмăлĕсене çĕклеççĕ. Кашни кун ĕçленисен килте телевизор умĕнче кун ирттерекеннисенчен апат укçи кунне 10 тенкĕ йÿнерех. Чирленине ĕнентерекен хутлисем 15, «пăлахая» перекенсем 20 тенкĕ тÿлеççĕ. Çакă ашшĕ-амăшĕшĕн те пысăк пулăшу. Мĕншĕн тесен пахча çимĕçĕ, улми-çырлийĕ, аш-какайĕ – йăлт хăйсен. 

Кашни ĕçĕн хăйĕн кĕвви

Упи тăрăхĕнчи хастарсен аллинче ĕç вĕресе тăрать – хăйсене шаннине кăткăсем пекех чупса çÿресе пурнăçлаççĕ. Вĕсен ушкăнĕ ахальтен «Муравейник» ятлă мар ĕнтĕ. Бригадăра 40 ача. Хĕллехи сивĕ те, çуллахи шăрăх та хăратмасть вĕренекенсене. Çуркунне ака тăваççĕ, кĕркунне тухăçне пуçтараççĕ. 
Вĕсен вăрман усравлăхĕ питĕ пуян. 7 уйрăм унта: чечекпе илемлĕх, биологипе ÿсен-тăран систематики, пахча çимĕç, улма-çырла, дендрологи, пухăм речĕсем. Гладиолус, георгин, лили, бархатцы, ирис, купăста, помидорпа хăяр, сухан, çĕр улми, кишĕр, хĕрлĕ кăшман, улмуççи, слива, сырлан, хура пилеш, хурлăхан, иçĕм çырли, алыча, чие, кăшкар ути, ревень, куккуруз, кориандр, базилик, хăмла, урпа, ыраш, тулă... – хам куçпа курмасан шанмăттăм. Пурне те шкул ачисем пăхса тăраççĕ. 
Хĕвел хĕртме тытăнсан шкул, лавкка, ял поселенийĕн çурчĕ умĕсенчи чечек клумбисене илемлетеççĕ. Упи тăрăхĕн-чи палăксене сăрласа çутатаççĕ. Хĕлле вара юртан тасатаççĕ. Çавăн пекех çăл куçсене тасатассине те хăйсен тивĕçĕ тесе шутлаççĕ вĕренекенсем. Çулла çул хĕррисенчи çÿп-çапа, çум курăка пуçтарасси, стадиона тирпейлесси йывăр мар вĕсемшĕн. «Мухтав аллейи» комплекса тунă чухне те хастар хутшăннă çамрăксем. 
Хăйĕн ĕçченлĕхне çирĕплетме тĕрлĕ конкурса хутшăнать «Муравейник» бригада. 2010 çулта «Симĕс планета» конкурсра 2-мĕш, кăçал 1-мĕш вырăна тухнă вăл. Светлана Валерьевна Петрова ертÿçĕ ача-пăча тата çамрăксен ĕç бригадин чи лайăх йĕркелÿçĕ-педагог ята тивĕçнĕ. Республикăри «Эткер» хушма пĕлÿ центрĕ йĕркеленĕ «Йывăç ларт та упраса хăвар» акцие те хаваспах хутшăннă уписем. Малтан ăна шкул шайĕнче ирттернĕ. Юпа уйăхĕнче 8000 тăваткăл метр çĕр лаптăкĕ çинче 4164 тĕп тĕмĕ, йывăç – хурăн, юман, çемçе чăрăш, улмуççи, хурлăхан, чие – лартнă хĕрсемпе каччăсем. Ку ĕçе 92 ача хутшăннă. Тури Кушар – Упи, Упи – Çĕнĕ Йĕкĕт çул хĕррипе, шкул территорийĕнче тата Раççей Патшалăх Думин Пĕрремĕш депутачĕ пулнă Яков Абрамович Абрамов палăкне çĕклеме палăртнă вырăна лартса хăварнă вĕсем тĕрлĕ йывăçа. 
Ачасем ялти ватăсене пулăшма та çÿреççĕ. 11-мĕш класра ăс пухакансене патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне хатĕр-ленмеллипе ĕçе питех хутшăнтармаççĕ. Çапах унта та, кунта та ĕлкĕреççĕ вĕсем. Вăрçă ветеранне, нумай çул хушши учительте тăрăшнă Владимир Александрович Александрова çĕр улми кăларса панă кĕç-вĕç алла аттестат илекенсем. 

Ахаль лариччен кĕрĕк аркине те пулин йăвала

Кашни ача – хăйне уйрăм тĕнче, пурте пĕр мар. Хăшĕсем улăп пек çирĕп сывлăхлă, теприсен кăшт хавшани пулать. Çапах чирленине ĕнентерекен хутлисем те юлташĕсем пилĕк авнă чух килĕсенче алă усса лармаççĕ. Шкулта тĕрлĕрен çăмăл ĕç пурнăçлаççĕ вĕсем. Сăмахран, вулавăшри кивелнĕ кĕнекесене «çĕнетеççĕ», чечек шăвараççĕ т.ыт.те. 

Аслисем тĕслĕх кăтартаççĕ

Упи шкулĕн вĕренекенĕсем маттур пулни аслисен ĕçĕ-хĕлĕнчен килет. Çитĕн-нисен ырă тĕслĕхĕ витĕмлĕ, паха. Кăçал теплица, пĕрхĕнчĕк, çуллахи хуралтă, «Мухтав аллейи» тунă. Пĕлÿ çуртĕнче ешĕл кĕтес те пур. Çаксене йăлтах шкул ĕçченĕ-сем ăсталанă. Стендсене те вĕсемех ха- тĕрлеççĕ. Паллах, кĕçĕннисен пулăшăвĕ те пур унта. 

Вăй çитменнине – шăлпа

Ачасем конкурссене хутшăнса тивĕçнĕ, ĕçлесе илнĕ укçапа, шкул хыснине юлнипе, тĕрлĕ юсав ирттереççĕ. Шкул тăррине çĕнетме район администрацийĕнчен 30 процент укçа уйăрнă, тепĕр 70 проценчĕ – хăйсен кĕсйинчен. Акт пÿлĕмне юсасси те хăйсем тăрăшмасăр пулман. 
– Халĕ пирĕн патра район шайĕнчи мероприятисем иртеççĕ. Акă, нумаях пулмасть ĕмĕрĕпе вĕрентекенре ĕçленĕ ватăсемпе тĕл пулу йĕркелерĕмĕр. Эпир вĕсене саламлама «Янташ» ушкăна чĕнсе илтĕмĕр, – каласа пачĕ Юрий Владимирович. 
Кашни класрах – Интернет, компьютер, проектор. Видео сăнавĕ те пур. Ку çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртме 252 пин тенкĕ кирлĕ пулнă.
Ĕмĕчĕсем пысăк уписен. Вăй-хăвачĕ, укçи-тенкĕ кăна çиттĕр. Шел те, хăш чухне конкурса хутшăнса преми илме тивĕçни те мĕн шухăшланине пурнăçлама чарать. Мĕншĕн тесен конкурс çĕнтерÿçисене уйăракан укçана çулсерен чакараççĕ. Малтанласа 200 пине яхăн куçарса панă пулсан, кăçал 58 пин çеç. 
– Мĕнле пулсан та эпир малаллах талпăнатпăр. Ĕçре телей тупатпăр, кашни пулăма тăрăшупа çыхăнтарăпăр, – сăмахне вĕçлерĕ Юрий Владимирович. 

Ĕçлеме пĕлсен, канма та пĕл

Тулли кăмăлпа, тăрăшса ĕçленине хаклама пĕлеççĕ аслисем. Ачасене хавхалантарма манмаççĕ вĕсем. Кĕрхи ĕçсем вĕçленсен çулсеренех тĕп хуламăра экскурсие илсе каяççĕ вĕренекенсене. Кăçал та пăрахăçламан ку йăлана. Чи маттуррисем – 6-мĕш тата 9-мĕш класра ăс пухакансем çитес вăхăтра Шупашкарти «Тракторсен завочĕ» Концерна çитсе курĕç. 

Светлана САДАЛ ("Тантăш").
Миçе çын пăхнă: 677 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024