Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Раштав » 21 » Андрей Шестаков шкулсенчен вĕренсе тухакансемпе тĕл пулчĕ
Андрей Шестаков шкулсенчен вĕренсе тухакансемпе тĕл пулчĕ
21:12
Сăн ÿкерчĕк
Ку евĕр тĕл пулу пĕлтĕр те иртнĕччĕ. Кăçал вара унта 8 шкулти 11-мĕш классенчен вĕренсе тухакан 55 çамрăк хутшăнчĕ.
Андрей Владимирович калаçăва тÿрех район администрацийĕ çамрăксен политики енĕпе ирттернĕ ĕçсенчен пуçăнчĕ. Акă, районти çамрăксен правительстви çинчен положени йышăннă. Унăн председателĕ пулма Константин Евгеньева суйланă. Çамрăксен активлăхне хăпартас, пуçарулăхне ÿстерес тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕн ятран пĕр хут паракан стипендине иртнĕ çул 7 номинацире панă, кăçалтан вара стипендиатсем уйăхсерен 1000-шер тенкĕ илсе тăрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ аслă тата ятарлă вăтам вĕренÿ учрежденийĕсен юлашки курсĕсенче вĕренекен тата диплом илсен тăван районта виçĕ çултан кая мар ĕçлеме кăмăллакан студентсене те ятран стипендисем пама пăхнă. Шел те, кунашкаллисем çав тери сахалăн тупăннă. Çамрăксемпе ĕçлекен специалистăн А. Ефимован ĕçлекен çамрăксен пĕрлешĕвĕсене те йĕркелештерсе ĕçе анлăрах явăçтармаллине палăртрĕ Андрей Владимирович.
Районта наци программисене, çав шутрах вĕрентÿ енĕпе те, пурнăçа кĕртес тĕллевпе укçа-тенкĕ нумай уйăрнă. Халĕ вĕсем патшалăх программисем урлă пурнăçланаççĕ. Акă, шкул çурчĕсене тĕпрен юсама çулленех çине тăраççĕ. Трак шкулĕнче, калăпăр, спортзала, ăшăтмалли тытăма, Красноармейски шкулĕнче столовăя йĕркене кĕртнĕ, пластик чÿречесем лартнă, видеосăнав вырнаçтарма 90 пин тенкĕ уйăрса панă, Янкасри шкул çулĕчченхи ушкăн çуртĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Карайра шкул тăррине çĕнĕрен витнĕ, хывăнса тăхăнмалли пÿлĕм йĕркелештернĕ. Чатукасси шкулĕнче блокпа модульлĕ котельнăй ĕçе кĕртнĕ. Çывăх вăхăтра ăна Пикшик шкулĕпе "Чебурашка” тата "Звездочка” ача сачĕсенче те вырнаçтармалла. Район центрĕнчи тĕп стадиона реконструкцилес тĕллевпе проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлеççĕ. Красноармейскинчи Спорт çуртĕнче те юсав ĕçĕсем ирттермелле.
А. В. Шестаков малалла çамрăксене район тата отрасльсем епле ĕçлесе пынипе паллаштарчĕ. Район бюджечĕ 220 миллион ытла тенкĕпе танлашать пулсан, 60 проценчĕ вĕрентÿ тытăмне тытса тăма каять. Ял хуçалăхне инвестицисем хывасси ÿсет. Кăçал, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, техника 2,5 хут ытла суммăлăх — пурĕ 67 единица — туяннă. Район центрне тирпей-илем кĕртессипе чылай вăй хунă: почта çурчĕ умĕнче, Ленин урамĕн мăшăрлă енĕпе, Красноармейски вăрманĕ витĕр иртекен çул хĕррипе тротуарсем сарнă. Кирпĕч завочĕ тулли хăватпа ĕçлеме тытăннă. Район центрĕнче 59 хваттерлĕ çурт хăпартаççĕ, унти 10 хваттере авариллĕ çуртсенче пурăнакансене уйăрса пама пăхнă.
Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ кăçал вăтам шкулсенчен вĕренсе тухакансен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Вĕсем, тĕпрен илсен, ĕç рынокне йĕркелештерессипе, предпринимательлĕхпе, автобуссен маршручĕсемпе, район центрĕнче çĕнĕ артскважина чавассипе, çулсем, бассейн тăвассипе, обществăлла мунча хăпартассипе, кĕнеке лавкки уçассипе тата ыттипе те çыхăнчĕç.

В. Данилов
Миçе çын пăхнă: 475 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024