Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Авăн » 24 » Ашшĕ çулĕпе
Ашшĕ çулĕпе
19:10
Сăн ÿкерчĕк
Урамра çил-тăман вĕçтерет е вăйлă çумăр çăвать — ГИБДД инспекторĕ яланах постра. Сергей Валерьевич Михайлов çак ĕçре вăй хурать те. Унăн тивĕçĕ — çул çинче йĕрке тăвасси, водительсене çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнтарасси, вăрланă, суя номерсемпе чупакан машинăсене тытса чарасси. "Мĕншĕн çак профессие суйласа илтĕн?” тесе ыйтсан çамрăк тÿрех "Атте ĕçне килĕштертĕм, ун пекех йĕркешĕн тăрăшас, саккуна хирĕçле ĕç тунă çынсене тÿрĕ çул çине кăларас тĕллеве мала хутăм” терĕ. 
Унăн ашшĕ — Валерий Петрович Михайлов. Вăл 1956 çулхи октябрĕн 13-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Самуккасси ялĕнче çуралнă. Хăйĕн ĕç биографине Валерий Петрович Шупашкарти шалти ĕçсен пайĕнчен пуçланă. 1977 çулта рядовой милиционер ĕçне кÿлĕннĕ. Çемье çавăрсан Михайловсен çемйи Красноармейски ялĕнче пурăнма пуçлать, çемье пуçĕ 1983 çулта районти шалти ĕçсен пайĕнче участокри милиционер тивĕçне кÿлĕнет. Хăйĕн ĕçне тăрăшса тата яваплăха туйса пурнăçланăшăн тав сăмахĕсене, ырă ята сахал мар тивĕçнĕ вăл. Çавăнпах ĕнтĕ ăна ертÿçĕ çумĕн должноçне шанса параççĕ. 1997 çулта майор званипе тивĕçлĕ канăва тухнă Валерий Петрович. Паянхи кун та ахаль лармасть вăл, казначейство тытăмĕнче вăй хурать. Шалти ĕçсен органĕсемпе те çыхăнăва татмасть В. Михайлов. Халĕ вăл — Красноармейски районĕнчи шалти ĕçсен тытăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисен канашĕн председателĕ. Мăшăрĕпе икĕ хĕрпе ывăл пăхса çитĕнтернĕ вĕсем.
Ывăлĕ — Сергей — 1980 çулхи мартăн 26-мĕшĕнче Шупашкар хулинче çуралнă. Пĕчĕк чухнех ашшĕ пек пулма, унăн ĕçне малалла тăсма ĕмĕтленнĕ вăл. Шкултан вĕренсе тухсан çамрăка çара илеççĕ. Унтан хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçласа таврăнсан, 2000 çулта, август уйăхĕнче вăл районти шалти ĕçсен пайĕн пост службинче вăй хума тытăнать. Тепĕр çулхи февральтен вара çул-йĕрпе патруль службин (ДПС) инспекторĕ пулса тăрать. Çĕрпÿри техникумра пĕлĕвне пуянлатать.
Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул хăвăртах ылмашăнаççĕ. Сергей Валерьевич та хăйĕн ĕçне чыслăн пурнăçланăшăн сержант, аслă сержант, старшина, прапорщик, кĕçĕн лейтенант, лейтенант званисене тивĕçлипе илет. Старшинаран прапорщике вара хăвăртах çитет С. Михайлов: Кĕçĕн Шетмĕ ялне канмалли кунсене кайсан шыравра тăракан преступнике пĕчченех тытса чарма пултарнă вăл (2006 çул). Тивĕçнĕ Хисеп грамотисемпе тав хучĕсен, паллăсен шучĕ те çук. Уйрăмах вара "Отличник милиции” (2005 ç.), "За отличие в службе ГИБДД II степени” (2008 ç.) паллăсене, "За отличие в службе III степени” (2009 ç.) медале палăртса хăварас килет.
Постра тăнă чухне темле водительпе те тĕл пулса калаçма тÿр килнĕ ăна. Çапах та вăл кашнин патне тимлĕ пулма тăрăшать: пĕрне асăрхаттару парать, теприне вара çул çинчи йĕркене пăхăнманшăн явап тыттарма та лекет. Çавăнпа та çынсенчен ырă сăмаха та, хăш-пĕр чухне сивленине те илтме тÿр килнĕ ÿнăн. Урăхларах каласан кам ĕçлемест — вăл ят илтмест.
Кăçалхи июлĕн 10-мĕшĕнче Сергей Валерьевич ĕçлĕ командировкăна Чечен Республикине çур çуллăха тухса кайнă. Унта та вăл хăйĕн должноçĕпех — ГИБДД инспекторĕ — вăй хурать. Командировкăна тухса кайни нумаях мар пулин те çитĕнÿсене тума ĕлкĕрнĕ те вăл — ăна правительство наградине пама Мускава документсене тăратнă.
Çăмăл мар ĕçре çемье пуçне мăшăрĕпе ывăлĕ вăй-хăват парса тăраççĕ. Ăçтан пĕлĕн, тен, çемьери профессине суйласа илсе ашшĕн, аслашшĕн ĕçĕсене малалла унăн ывăлĕ те тăсĕ.

Миçе çын пăхнă: 543 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024