Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2018 » Раштав » 3 » Çĕнĕ энциклопеди хăтлавĕн уявĕ
Çĕнĕ энциклопеди хăтлавĕн уявĕ
22:00
Сăн ÿкерчĕк

 Фоторепортаж

Видеорепортаж

Чỹк уйăхĕн 23-мĕшĕнче, эрнекун Шупашкарта, Чăваш наци библиотекин тавра пĕлỹ пайĕн вулав залĕнче районăн çĕнĕ энциклопедийĕн (вăл пичетрен тухни, ăна халăх хушшинче сарма тытăнни пирки район хаçатĕнче пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ) презентацийĕ иртрĕ. Ăна районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ В. Архипова уçрĕ. Вера Севастьяновна энциклопеди 700 ытла страницăран тăни, унта 2300 ытла статья, çавăн пекех 870 ытла сăн ỹкерчĕкпе иллюстраци тата карта пулни, тиражĕ 1500 экземплярпа танлашни çинчен пĕлтерчĕ, ку ĕçе “Трак ен пуянлăхĕ” тесе хакларĕ, район администрацийĕн социаллă тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхне Р. Осиповăна сăмах пачĕ. Рена Михайловна пухăннисене ырă пулăмпа ăшшăн саламларĕ, энциклопедине хатĕрлесе кăларма хутшăннисене район администрацийĕ ячĕпе чĕререн тав турĕ. Энциклопедине Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер те ăшшăн йышăннине палăртрĕ, "анчах та ăна паян çеç алла тытрăмăр, çавăнпах хак пама хатĕрех мар-ха. Район пурнăçĕ унта яр-уççăн сăнланнине вара çирĕплетсех калама пулать”, терĕ. В. Михайлов тĕп редактор энциклопедине кăларма çăмăл маррине асăнчĕ. “Çак шухăш 2010 çулта çуралнă. 2012 çулта 79 çынран йĕркелỹ комитечĕ те туса хунă. Тепĕр çултан редакци коллегийĕпе унăн канашне çирĕплетнĕ. Астумалăх калани (памятка) хатĕрленĕ, анчах каярахпа инструкцирен кăшт пăрăнма тиврĕ. Энциклопедин хатĕрленỹ ĕçĕсем епле пынине район хаçатĕнче çутатсах тăнă. Истори ăслăлăхĕсен докторне Л. Ефимова тата хамăр ентеше - энциклопедине редакцилеме пулăшнă Р. Игнатьевăна уйрăмах пысăк тав, вĕсемсĕр эпир сумлă ку ĕçе кĕтсе илеймен пулăттăмăр. Куç хупман каçсем сахал мар пулнине те пытарма кирлĕ мар”, — терĕ Виталий Михайлович. Ăслăлăх редакторĕ Л. Ефимов палăртнă тăрăх, пирĕн район энциклопедийĕ республикăра 16-мĕш пулнă, вăл пичетленсе тухнишĕн вара тивĕçлипе савăнмалла. “Ку залра энциклопеди паттăрĕсем лараççĕ, пулас ăрусен çакăнпа çеç лăпланмалла мар, шырав-тĕпчеве малалла тăсса пымалла”, — пĕлтерчĕ Лев Архипович. Редколлеги членĕ Р. Игнатьева кĕтнĕ кун тинех çитнине, энциклопеди хатĕрлемешкĕн вăхăтпа чăтăмлăх нумай кирлине çирĕплетрĕ. Редколлегин тепĕр членĕ, районти Н. Янкас ячĕллĕ культура, литература тата искусство пĕрлĕх правленийĕн членĕ И. Прокопьев та çĕнĕ ĕçĕн пĕлтерĕшне пысăка хурса хакларĕ. Çак шухăшсенех Н. Ершов поэт-журналист та (Николай Гаврилович хăйĕн сăмахне энциклопеди пирки вырăсла çырнă сăввине вуланипе вĕçлерĕ), Чăваш Республикин халăх художникĕ Н. Егоров та, Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн правлени председателĕ З. Михайлова та, В. Васильев (Болгарский) те (Алманч ялĕнче çуралнă), Чăваш Республикинчи муниципаллă йĕркелỹсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ С. Николаев та (Станислав Андреевич В. Михайлова, Р. Игнатьевăна, В. Серафимова тата А. Яковлева Хисеп грамотисемпе чысларĕ), республикăри Э. Юрьев ячĕллĕ историпе культура тĕпчевĕсен общество фончĕн директорĕ В. Серафимов та, районти шалти ĕçсен пайĕн историне çырма хутшăннă Г. Михайлов та палăртрĕç. Район администрацийĕн социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ Р. Осипова энциклопедине кăларас çĕрте активлăхпа палăрнăшăн Чăваш кĕнеке издательствин ĕçченĕсен пĕр ушкăнне район администрацийĕн Хисеп грамотине пачĕ. Çĕнĕ энциклопеди уявне çавăн пекех хамăр ентешсем — ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ В. Егоров тата чăваш эстрадин çăлтăрĕ И. Архипов хăйсен тăван тăрăха халалланă юррисемпе илемлетрĕç.

В. Данилов-Тавкил.

Миçе çын пăхнă: 305 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2018  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024