Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2016 » Раштав » 19 » Çĕнĕ тĕллевсем палăртрĕç
Çĕнĕ тĕллевсем палăртрĕç
09:19
Сăн ÿкерчĕк

Районти Н.Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕх правленийĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Чи малтанах ларура правлени кăçал ирттернĕ ĕç-хĕл тата çитес çулхи тĕллевсем çинчен унăн председателĕ И.Прокопьев паллаштарчĕ. "Ырри нумай пирĕн ĕçре, вĕсене пĕрлехи вăйпа тунă, 2017 çулта тэтах та пысăкрах ĕçсем кĕтеççĕ", — пĕтĕмлетӳ турĕ Иван Афанасьевич. Член укçи пухасси мĕнле пыни пирки правлени председа­телен çумĕ В. Михайлов чарăнса тăчĕ. "Вăл пурĕ 7700 тенкĕ пуçтарăннă, 5153 тенкипе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттерме тата юбилярсем валли парнесем туянма усă курнă", — терĕ Вита­лий Михайлович. Сăмахне вăл район энциклопедийĕ çине те куçарчĕ. Унăн редакторĕ пулнă май, кун пирки Виталий Михайлович район депутачĕсен Пухăвĕн иртнĕ ларăвĕнче те тухсе калаçнă иккен. Ăна пичетлесе кăларасси вăраха кайни укçа-тенкĕ тивĕçменнипе çыхăннă-мĕн.

Çÿлерех асăннă ыйтусемпе ларура правле­ни членĕсем — Н.Ер­шов, В.Серафимов, Л.Антонов, В.Данилов, А.Алексеев тата тёп вулавăш директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Н. Гри­горьева хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç.

Ларура 2016 çулшăн Н. Янкас ячĕллĕ премине паракан комисси йышне висĕ çынран (председателĕ — В. Михайлов) çирĕплетрĕç, районта Н. Янкас вулавĕсене ирттерме, поэзи енĕпе 2017 çула Борис Романов ентеш-сăвăç çулталăкĕ тесе пĕлтерме йышăнчĕç, пăхса тухнă ытти ыйтусемпе те тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.

В.Данилов

Миçе çын пăхнă: 343 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024