Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2017 » Юпа » 14 » Çĕньял Упин ÿнерçи
Çĕньял Упин ÿнерçи
18:06
Сăн ÿкерчĕк

Мăн Çавал хĕрринче ларакан Çĕньял Упинчи Захаровсене ку тăрăхра чылайăшĕ пĕлет. Ку ахальтен мар. Питех те йышлă вĕсем - кĕреш юмана аса илтереççĕ. Ашшĕ-амăшĕ пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. Вăрçăччен çут тĕнчене килнĕ Захаровсем те тивĕçлĕ канура. Хăшĕ-пĕри алла туя тытма та ĕлкĕрнĕ. Кĕçĕн Захаров- сенчен чылайăшĕ вара çĕршыв тăрăх саланнă. Кашниех хăй кăмăлланă ĕç тупнă, ваттисен ырă йăлине малалла тăсаççĕ. Вĕсен хушшинче кам кăна çук пулĕ? Эпĕ вулакана вĕсенчен пĕринпе - Алексей Васильевич Захаровпа паллаштарасшăн.

Вăл пур енлĕн аталанса çитĕннĕ. Спортпа туслă пулнă, уйрăмах кĕрешес енĕпе тата çăмăл атлетикăпа çитĕнÿсем тунă. Ачаранах ÿкерме кăмăлланă. Çак туртăм ăçтан пуçланнă-ха? «Пĕтĕмпех анне енчи тăвана - Леонид Гордеева пула. Вăл мана пуçласа ÿнер ĕçĕн вăрттăнлăхĕпе паллаштарчĕ», - аса илет иртнине ăста. Шкулта вĕреннĕ чухнех район хаçачĕпе туслă çыхăну тытнă Алексей Захаров. Хăй вăхăтĕнче ашшĕ те «Ял пурнăçне» çырса тăнă. «Тепĕр самант та асра. Пире, вĕтĕр- шакăра, пиччесем ялти клуба пухатчĕç те кĕрешессипе ăмăрту йĕркелетчĕç, çĕнтерÿçе 100 грамм канфет илсе паратчĕç. Эх, тупăшаттăмăр вара! Çамрăклах çан-çурăма тĕреклетнин усси пулчех. 1970 çулта районти Акатуйра кĕрешсе çĕнтертĕм, така выляса илтĕм», - малалла сÿтĕлет калаçу çăмхи. Шкул хыççăн вăл пĕр çулталăк Кирово-Чепецкри хими заводĕнче аппаратчикра тăрăшнă. Унта пиччĕшĕ Константин мастерта ĕçленĕ. Кĕçех салтака кайма вăхăт çитнĕ Алексей Захаровăн. «Шупашкарти çар комиссариатĕнче пире, музыкăпа ÿнер ĕçне кăмăлланă 25 яша, суйласа илчĕç. Çапла майпа эпĕ хĕсмет çулĕсене тăван Шупашкарта, шалти çарсенче, ирттертĕм», - пĕлтерчĕ пĕлĕшĕм. Салтак шинельне хывнă хыççăн вăл Çĕнĕ Шупашкарти «Заря» кинотеатра ĕçе вырнаçнă. Пултарулăхне кура ăна Химиксен культура керменне художник-декоратора куçарнă. Çамрăк чух юн вĕрет тейĕн. 1975 çулта Алексей Якутие ылтăн кăларнă çĕре тухса кайнă. «Савăнмалла, - тет вăл паян. - Унта ĕçлесе илнĕ укçапа «Жигули» машина туянтăм. «Копейкăпа» /халăхра ăна çапла калаççĕ. - Авт./ çав çулсенче Çĕньял Упири каччăсене авлантарса пĕтертĕм пулас». Кун хыççăн Кирова çул выртнă. ЕнТешĕмкунти хими заводне художник пулса ĕçе вырнаçнă. Спортпа туслăскер 400 метр чупса Киров облаçĕн чемпионатĕнче палăрнă, армреслинг енĕпе йĕркеленĕ тупăшура çĕнтернĕ. Пĕр хушă тăрăшнă хыççăн тăван тăрăха таврăннă, тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Çак вăхăтрах И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ÿнерпе графика уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă, пултарулăхне ÿстерсе пынă. Вăл ăсталанă Николай Шупуççынни поэтăн скульптури паян кун та Шупашкар районĕнчи Иккасси шкулĕнче упранать. Тăван тăрăха та манмасть Алексей Васильевич. Вăл район администрацийĕн акт залĕнчи фасада, «Рабочий класс» пысăк плаката илемлетнĕ. Çичĕ теçетке çула çывхарать пулин те алă усса лармасть, тĕрлĕ ĕç пурнăçлать. Тĕллевĕсем те пысăк унăн: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса Çĕньял Упире палăк лартасшăн, Красноармейски ялне пырса кĕнĕ çĕре пысăк панно вырнаçтарасшăн, Сурăмхĕрри Карайра паттăр çар çыннине Пайтула сума суса палăк çĕклесшĕн… Ачаранах спортпа туслă пулнăран сăнĕпе те, кĕлеткипе те çамрăк курăнать вăл. 40 çул ытла ĕнтĕ Алексей Васильевич аллинчен сăрăпа кăранташсăр пуçне мăлатукпа ийĕ каймасть. «Атте-анне асăмран тухмасть, - тет ÿнерçĕ. - Пире, йышлă ачи-пăчине, мĕн пур лайăххине, ыррине вĕрентсе чăн-чăн çын турĕç. Çакăншăн вĕсем умĕнче эпир ĕмĕр парăмра». Çапла, Василий Захаровичпа Анна Гурьевна вунă ача çуратса çитĕнтернĕ. Ачисем те хăйсем пекех ĕçчен, маттур, пултаруллă ÿснĕ. Ырă вăрлăхран паха çимĕç çитĕнет çав.

Татьяна БОРИСОВА

Миçе çын пăхнă: 435 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024