Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Нарăс » 19 » Чăн-чăн уяв пулчĕ ("Ял пурнăçĕ" хаçат, Юрий Борисов)
Чăн-чăн уяв пулчĕ ("Ял пурнăçĕ" хаçат, Юрий Борисов)
23:37
Сăн ÿкерчĕк

Февралӗн 15-мӗшӗнче пнрӗн ҫарсене Афганистан Республикинчен илсе тухнӑранпа 21 ҫул ҫитрӗ. Воин-интернационалистсен Асӑну кунне Трак енре те пысӑк шайра паллӑ турӗҫ. Оборонӑллӑ-массӑллӑ тата спорт ӗҫӗсен уйӑхлӑхӗ пынӑ май ку тӗп мероприятисенчен пӗри пулчӗ пулас.

Халӑх пултарулӑхӗн районти ҫуртне уяв сӑнӗ ҫапнӑ: юрӑ-кӗвӗ янӑрать, сценӑна илемлетнӗ, аякранах "Аслӑ Ҫӗнтерӗве—65", "Красноармейски районне — 75" тесе ҫырнисем курӑнаҫҫӗ. Унтах пирӗн ҫарсем туллӑ-сӑртлӑ ҫёр-шывра пулнине аса илтерекен пысӑк ӳкерчёк: хӗрлӗ ҫӑлтӑр, ун ҫумӗнче гвоздика чечексем, тусем хушшинчен хӗвел тухать, унтах вертолет вӗҫет.

Залра ларма-тӑма вырӑн ҫук. Кунта Трак енрен асӑннӑ ҫӗр-шывра интернационалла тивӗҫе пурнӑҫланисем, шкулсенчен районти слета килнӗ ҫамрӑк армеецсем.

Уява район администрацийӗн культура, слорт, ҫамрӑксен ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ А. Лебедев уҫать. Кӗҫех па­раппан сассисем янараса каяҫҫӗ. 1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑри Ҫӗнтерӳ' ялавне илсе кӗреҫҫӗ. Раҫҫейӗн, Чӑваш Республикин, Трак енӗн Гимнӗсем янӑраҫҫӗ.

Район администрацийӗн социаллӑ хÿтлӗх пайӗн ертÿҫи Л. Киселев сӑмах илет. "Вӑхӑт шӑвать, акӑ пирӗн сар-сене Афганистанран илсе тухнӑранпа 21 ҫул ҫитрӗ. Эсир унта ҫӗр-шыв умӗнчи таса тивӗҫе пурнӑҫларар. Анчах хакла кайса ларчӗ вӑл вӑрҫӑ пире. 18—20 ҫулсенчи сывӑ та тӗреклӗ, патвар каччӑсене ҫухатрӑмӑр эпир. Хамӑр районти В. Кацовпа В. Степанов та ҫав ҫапӑҫусенче вилмеллех аманчӗҫ. Эсир тӑтӑшах шкулсенче пулатӑр, вӗренекенсене хӑвӑрӑн служба кунӗсем пирки каласа паратӑр. Сире сывлӑх пултӑр", — терӗ Леонид Аркадьевич.

Районти вӗренту пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ М. Голубев паттӑр салтаксен ячёпе чылай ӑшӑ сӑмахсем каларӗ.

В. Макаров ҫурта ҫутать. Унтан Афганистанра, Ҫурҫӗр Кавказра, ытти хӗрӳ точкӑсенче вӑхӑтсӑр пуҫ хунисе-не асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ. Упи вӑтам шкулӗнче вӗренекенсемпе афганецсен ушкӑнӗ Красноармейскинче Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ентеш-салтаксене асӑнса лартнӑ палӑк патне чечек кӑшӑлӗ хучӗҫ.
Ун хыҫҫӑн шкулсенчи ҫамрӑк армеецсен отделенийӗсен районти слечӗ пуҫланчӗ. Конкурссене Алманч, Мӑн Шетмӗ, Карай, Упи, Еншик Чуллӑ, райцентрти иккӗмӗш шкулсенче, Трак гимназийӗнче вёренекенсем" хутшӑнчӗҫ. Отделени командирӗсем хӑйсем тупӑшӑва хатӗрри ҫинчен Афганистан ветеранӗсен канашӗн ЧР организацийӗн  районти уйрӑмӗн председательне А.Терентьёва хыпарларӗҫ. Чи малтан ҫамрӑк армеецсем "Яштак та кӗрнеклӗ" тупӑшу-ра вӑй виҫрӗҫ. Вӗсен сцена ҫинче стройпа утмалла, командир паракан мӗн пур заданисене пурнӑҫламалла. Унтан вӗсем автомат сÿтсе пухассипе хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Жюри тивӗҫлипе хакларӗ вӗсен ӗҫне. Ҫивӗч кӗрешӳре райцентрти иккӗмӗш шкул вӗренекенӗсем ҫӗнтерчӗҫ. Вӗсем диплома тата ятарлӑ приза тивӗҫрӗҫ. Еншик Чуллӑпа Мӑн Шетмӗ шкулӗсенчи ҫамрӑк армеецсем — иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсенче.

Епле уяв-ха вӑл юрӑ-ташӑсӑр? Куракансене "За-волжский" клуб ҫумӗнчи "Раштав" ансамбль (ертӳҫи — А. Тюмеров), районти ис-кусство шкулӗн вӗренекенӗсем, Шупашкара Индинчен вёренме килнӗ Дипендра Мани юрӑҫ саламларĕҫ. 

Миçе çын пăхнă: 716 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024