Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2018 » Çĕртме » 5 » Чăваш чĕлхи: Хăй тĕллĕн нимĕн те пулмасть
Чăваш чĕлхи: Хăй тĕллĕн нимĕн те пулмасть
12:16
Сăн ÿкерчĕк

Чăвашлăха, йăла-йĕркене, чăваш культурине упраса хăварма ялан тăрăшмалла пирĕн. Çакна пурнăçлама сахал мар ăс та кирлĕ. Калăпăр, пире атте-анне тăван чĕлхене вĕрентет. Анчах та тăван чĕлхе атте-анне çинче çеç тытăнса тăма пултараймасть тата вĕсем çинче тытăнса та тăраймĕ. Хальхи саманара пушшех те. Акă, эпир чăвашла калаçатпăр, вулатпăр, çыратпăр. Çак япала хăшне-пĕрне хăйне хăй пулса пырать пек туйăнать пулмалла. Анчах та ку пачах та апла мар. Тĕнчере нимĕн те хăйне хăй, хăй еккипе пулса пымасть. Пурин те хăйĕн йĕрки пур. Эпир çакнашкал хамăр чĕлхепе усă курассишĕн нумай-нумай çын тар кăларса тăрăшнă. Атте-анне çеç мар! Вĕрентев-çĕсем, методистсем, чиновниксем, политиксем, çыравçăсем, музыкçăсем... тăрăшнă. Пинĕ-пинĕпе! Çавсем чунне парса ĕçлемен пулсан, паян нимĕн те пулас çукчĕ. Аса илер-ха 1928 çулта çутта тухнă Н.И. Ашмарин профессор пухса хатĕрленĕ чăваш сăмахĕсен кĕнекине. 20 çул ытла хатĕрленĕ наука ĕçĕ — тĕрĕк чĕлхин чи чаплă хайлавĕ — мĕн тери хаклă пулчĕ чăваш халăхĕ валли. Вăл пирĕншĕн чи хакли пулса тăчĕ. Çак ĕç — халăх ăс-хакăлĕн çупçи, мулĕ, пуянлăхĕ. Савăнмалла пирĕн çакăншăн. Унăн пурнăçĕ йывăр килчĕ пулин те (тиражĕ те сахал тата вăл вăхăтри пурнăç улшăнăвĕ те) паянхи кунччен пысăк шайра чăваш халăх аллине çителĕклĕ кĕреймерĕ. Паллах, кĕскетỹсем те пулчĕç. Миçемĕш çул пирĕн пуçа минретеççĕ: ятарласа патшалăх тăрăшни ним тума та кирлĕ мар, ашшĕ-амăшĕ чăвашла вĕрент-келени те çитĕ! Кун пек калама манăн чĕлхе те çаврăнмасть. Чăваш тата вырăс мар ытти чĕлхесем пирки калани ĕнтĕ ку. Çав вăхăтрах вырăс чĕлхине вĕрентỹ тытăмĕнчен хăваласа кăларма никам та шутламасть. Шкулта мĕнпур предметсене вĕрентесси, вĕрентĕве ертсе пырасси пĕтĕмпех çав чĕлхепе пулса пырать пулин те. Ăçтан-ха чăваш чĕлхи атте-анне çинче çеç тытăнса тăма пултарайтăр, енчен те хайхи ашшĕ-амăшĕсем чылай чухне хăйсем те чăвашла пĕлмеççĕ пулсан? Чăваш чĕлхи сыхланса юлма пултарать, хăçан та хăçан пĕтĕм пĕрлĕх, вăл шутра патшалăх тытăмĕсем те çине тăрса кĕрешсен. Хăй тĕллĕн нимĕн те пулмасть. Атте-анне çине шанса ларса ыттисем ним туманни кунта вырăнсăр. Халап анчах çапнипе чăваш чĕлхине çĕклеймĕн. Çапла пире пурне те атте-анне вĕрентнĕ. Е — вĕрентмен. Акă, 150 çул хушшинче пĕр мĕльюн çын чăваш пулма пăрахнă. Е, тен, апла мар-и? Анчах та пурпĕр çав хисеп пысăк. Шкулта çавна ятарласа вĕренмен çын чăваш чĕлхипе кулленхи пурнăçра туллин, йĕркеллĕ усă курма пултараймасть. Хуть те мĕн чухлĕ тулхăр — ку çапла. Эпĕ хам та шкулта 10 çул чăваш чĕлхипе тата литературине вĕреннĕ. Ячĕшĕн мар, пикенсе, чунтан юратса вĕренме тăрăшнă. Çапла пулман пулсан — ним те пулмастчĕ. Унашкал пĕлĕве мана атте-анне çапса пăрахсан та параймастчĕ. Çавăн пекех — асанне-кукамай та... Ачасенчен ыйтатăп — шкулта вĕрентекен пур чухне — вĕренмеллех! Чунпа парăнса ĕçлекенсем, чăвашлăха упраса хăварас текенсем пурришĕн пирĕн савăнмалли кăна юлать. Пурнăçран юлас марччĕ. Республика тулашĕнчи хăш-пĕр чăвашла тухакан хаçатсем сỹнсе ларчĕç, теççĕ. Мĕншĕн? Чи пысăк сăлтавĕ — унта чăвашсене ĕнтĕ 50-60-70 çул хушши чăвашла йĕркеллĕ вĕрентменнинче. Вара унашкал шкултан тухнисем, паллах, ни çырма, ни вулама, ни ытти енĕпе усă курма пултараймаççĕ. Мĕншĕн тесен — вĕренмен тата вĕрентмен! Вĕренесси тата вĕрентесси вара хăй тĕллĕн пулмасть. 

М. Романова (1.06.18).

Миçе çын пăхнă: 376 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2018  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024