Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2017 » Çурла » 24 » Чăваш çыравçисен пухăвĕ (съезчĕ) иртнĕ
Чăваш çыравçисен пухăвĕ (съезчĕ) иртнĕ
19:11
Сăн ÿкерчĕк

Шупашкарти Наци библиотекинче Чăваш Енти писательсен Союзĕн VII съезчĕ пулса иртнĕ. Унта 2012—2017 çулсенче правлени туса ирттернĕ ĕçсем çинчен унăн председателĕ — Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши каласа панă, ыйтусем çине хуравланă. Ревизи комиссийĕн актне çирĕплетнĕ хыççăн çыравçăсем хăйсене канăç паман ыйтăвĕсене, шухăшĕсене уççăн пĕлтернĕ. Çав йышра тулай чăвашĕсем те чылайăн тухса калаçнă. Творчествăра уйрăмах ăнăçлă ỹсĕмсем тунă писательсене Эмине юрăç, Алексей Талвир писатель ячĕллĕ литература премийĕсем, Хисеп хучĕсем парса чысланă. Кун йĕркипе килĕшỹллĕн, съезд 17 çынтан писательсен Союзĕн çĕнĕ правленине суйланă. Союз ертỹçи пулма çитес пилĕк çуллăха Юхма Мишшинех шаннă. Съезд хăнисене Тутарстанри Аксу районĕнчи Саврăшпуç ялĕн пултарулăх ушкăнĕ, Шупашкарти Клара Осокина йĕркеленĕ “Тарават” ансамбль чăваш юрри-ташшипе савăнтарнă, Сỹтсе явнă ыйтусем тăрăх съезд тивĕçлĕ йышăнусем тунă. Чи пархатарлă тĕллевсенчен пĕри — çывăх вăхăтра Чăваш Ен çыравçисен — Юхма Мишши пĕрлĕхĕн автобиографиллĕ, библиографиллĕ справочникне кăларасси. Ку ĕçе пуçăннă та ĕнтĕ. Съезд ĕçне çак союзра тăракан ентеш-çыравçăсем: Эдисон Патмар, Владимир Константинов-Улăхсем тата Николай Ершов-Янгер хутшăннă, сĕнỹсем панă. Н. Ершова правленин çĕнĕ йышне кĕртнĕ. Юлашкинчен пурте пĕрле чăвашсене çутта кăларнă И. Яковлев палăкĕ умĕнче сăн ỹкерттернĕ.

Миçе çын пăхнă: 386 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024