Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2016 » Çĕртме » 26 » Чăваш Наци Конгресĕн Мăн Канаш ларăвĕ иртрĕ
Чăваш Наци Конгресĕн Мăн Канаш ларăвĕ иртрĕ
02:06
Сăн ÿкерчĕк

Чăваш наци конгресĕн 2016-мĕш çулхи Мăн Канашĕ иртрĕ Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче конгресăн Мăн Канашĕн пайташĕсем çулталăка пĕрре иртекен ларăва пуçтарăнчĕç. Ларăва ЧНК Президенчĕ Николай Угаслов уçрĕ. "Хисеплĕ Мăн Канаш членĕсем, 101 пайташран 77-шĕ кунта пуçтарăннă, кворум пур, апла пулсан Мăн Канаш уçăлнă тесе пĕлтеретĕп",- терĕ Николай Федорович. ЧНК гимнне - "Алран кайми" юрра пурте харăссăн тăрса юрланă хыççăн, конгресс Президенчĕ аякран кунта килнĕ ркгионсенчи чăваш автономийĕсен ертÿçисемпе - хăнасемпе паллаштарчĕ. Ларăва йĕркелесе пыма президиум суйларĕç. Мăн Канашăн кун йĕркинче виçĕ ыйту палăртнă: 1."Чăваш Республикин чĕлхесем çинчен" калакан саккунĕ мĕнле пурнăçланса пыни. 2. ЧНК Президиумĕн ĕçĕ-хĕлĕ тата унта улшăнусем кĕртесси. 3. Тĕрлĕ ыйтусем. Пĕрремĕш ыйтупа тĕп доклада Чăваш Республин Вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Светлана Владимировна Петрова турĕ. Вăл республикăра чăваш чĕлхине вĕрентесси мĕнлерех пулса пынипе паллаштарчĕ, курăмлă материалсемпе, тĕрлĕ графикăпа çирĕплетсе пычĕ. "Чăваш ялĕсенчи ача сачĕсенче ашшĕ-амăшĕ ыйтнипе вырăсла программа çине куçса пыни пăшăрхантарать, ку вăл чăвашла вĕрентессине чăрмантарать. Аслисем ачисене килте чăвашла калаçтармаççĕ. Эсир общество институчĕ, мĕн тумалла, пулăшăр",- терĕ Светлана Петрова. Чылай шухăшлаттаракан ыйтусене хускатрĕ Вĕренÿ министрĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыракан Светлана Владимировна. "Хамăр чăвашла калаçатпăр, анчах ачасене чăвашла калаçтарас енĕпе пирĕн çине тăрса ĕçлемелле",- пĕтĕмлетрĕ вăл юлашкинчен. Ун хыççăн ЧНК Президенчĕ Николай Угаслов конгресс тăван чĕлхене упраса хăварса аталантарассипе çулталăк хушшинче мĕнле ĕçсем тунипе паллаштарчĕ, хăй енчен малалла мĕнлерех ĕçлемеллине пухăннисем умĕнче палăртрĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне чĕлхесем çинчен калакан саккуна пурнăçлама чылай сĕнÿсем пачĕ. Сăмахран, республикăри влаç тытăмне, массăлла информаци хатĕрĕсен пуçлăхĕсене тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене çынсене ĕçе илнĕ чухне чăваш чĕлхине пĕлнине шута илме ыйтрĕ. Ку сĕнĕве Мăн Канаш пайташĕсем алă çупсах йышăнчĕç. Елена Викторовна Михайлова (Енькка)- Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн наци вĕренĕвĕн тата ăс-хакăлпа йĕрке-тирпей аталану центрĕн аслă ăслăлăх сотрудникĕ тухса калаçнине конгресс хатарĕсем питĕ тимлĕн итлерĕç. Елена Енькка (хулара ÿснĕ чăваш хĕрĕ) вырăсла калаçрĕ пулсан та, питĕ чуна ыраттармалли, çĕнĕлле ыйтусене хускатрĕ. Ачана амăш сĕчĕпе тăван чĕлхепе калаçма вĕрентмесен, нихăçан та чăн чăваш тăваймăн, пулчĕ ун шухăшĕ. Елена Викторовнăпа килĕшсе ЧНК Президенчĕн çумĕ Олег Мешков ачасене чăвашла вĕренме хавхалантармалли, чĕлхен кирлĕлĕхне туйтармалли мелсем шырама сĕнчĕ. Мăн Канаш ларăвĕ хĕрсе пынă май, Виталий Станъял ăсчах ЧНК Президентне чылай ĕç тума май тупнăшăн тав турĕ, анчах тата та хăюллăрах ĕçлемеллине аса илтерчĕ. Виталий Петрович орфографи ыйтăвĕсене те хускатрĕ. "Чăваш Республикин чĕлхесем çинчен" калакан саккуннĕ мĕнле пурнăçласа пыни пирки сÿтсе явнă ыйтупа чылайăн тухса калаçрĕç, кирлĕ сĕнÿсем пачĕç. Пĕрремĕш ыйтăва пĕтĕмлетнĕ май, Вĕренÿ министрĕ Светлана Владимировна Петрова Мăн Канаш панă сĕнÿсене шута илме сăмах пачĕ. ЧНК Мăн Канашĕн иккĕмĕш ыйтăвĕпе Президентăн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев тĕп доклад турĕ. Пуçтарăннисене вăл конгресс иртнĕ Мăн Канашранпа (2015-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕнче ) мĕнлерех ĕçсем туса ирттернипе паллаштарчĕ, каланă сăмахсене видеокуравпа çирĕплетсе пычĕ. Валерий Леонидович шухăшне тăсса, Михайлова Зинаида Петровна - Красноармейски районĕн ЧНК вырăнти уйрăмĕн ертÿçи, ун хыççăн Анатолий Ильич Кипеч - Чăваш Республикин халăх писателĕ, Пушкăрт Республикинчи чăвашсен автономийĕн ертÿçин çумĕ Юрий Павлович Михайлов, Çĕпĕрпе Урал чăвашĕсен автономийĕсен Канашĕн председателĕ Владимир Николаевич Логинов тата ыттисем те тухса калаçрĕç. Вĕсем Мăн Канаш пайташĕсене вырăнти автономисемпе уйрăмсем мĕнлерех ĕçлесе пынипе, çитменлĕхĕсемпе çитĕнĕвĕсене уçса пачĕç. Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕ президиум йышне улшăнусем кĕртрĕ. Конгресăн Президенчĕн çумĕ Константин Геннадиевич Яковлев Культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пынă май, президиумран тухма заявлени çырнипе ун вырăнне "Чăваш хĕрарăмĕ" комитет председательне, президиум пайташне Нина Пантелеевна Петровăна суйларĕç. Президиума тепĕр çынна, Чăваш çамрăкĕсен театрĕн директорне, Мăн Канаш пайташне Елена Васильевна Николаевăна илчĕç. Мăн Канаша вĕçленĕ май, Николай Угаслов Президент пурне те, уйрăмах аякран, Раççейри ытти регионсенчен инçе çула кĕскетсе килнисене тав турĕ. Йышăннă резолюципе вара уйрăм паллаштарăпăр.
 ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева

Миçе çын пăхнă: 528 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024