Район администрацийĕн пуçлăхĕ



Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 86

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2018 » Раштав » 21 » Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕнче: Ырă ĕçсен ытамĕнче — 5 çул
Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕнче: Ырă ĕçсен ытамĕнче — 5 çул
23:26
Сăн ÿкерчĕк

ЧНКан Красноармейски районĕнчи уйрăмне туса хунăранпа 5 çул çитрĕ. Çак уйрăма йĕркелени Трак тăрăхĕнче пурăнакан çыннăмăрсене чăвашлăха туйса тăма, çепĕç те илемлĕ чĕлхепе уççăн калаçма, чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркисене тытса пыма, ĕмĕртен пыракан халăх юррисене асра тытма, чăваш çыннин ырă енĕсене (ĕçченлĕхне, ăсталăхне, тараватлăхне, сăпайлăхне, пултарулăхне, тăрăшулăхне) малалла та аталантарса пыма, çамрăксене халаллама хистет, хамăрăн çĕр çинчи тивĕçе туйса тăма пулăшать, яваплăха ỹстерет, курăмлă ĕçсем тума хавхалантарать, çитĕнекен ачасен ăсталăхĕпе пултарулăхне аталантарма пулăшу кỹрет. Çакна тĕпе хурса тăрăшса ĕçлерĕç те ĕнтĕ асăннă уйрăм правленийĕн пайташĕсем. Паллах, кашни ĕçĕн хăйĕн йĕрки пур. ЧНК уйрăмĕ те ĕç йĕркине пăхăнса ĕçлерĕ. Чи кирли — Трак енре чăвашлăха упраса тăрас енĕпе туса ирттермелли пархатарлă та курăмлă ĕçсем палăртасси, вĕсене пысăк хавхаланупа та хастарлăхпа пурнăçласа пырасси. Çавăнпа та кашни çулхи ĕçĕн планне тĕплĕн тишкерсе тухса çирĕплетсе хăварма тăрăшрĕç те ĕнтĕ уйрăм пайташĕсем. Тĕслĕхрен, 2014 çулта йĕркелесе ирттермелли сумлă ĕçсем шутне Культура çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă мероприятисем кĕртрĕç. Вĕсем — “Халăх юрри —чун уççи” фольклор фестивалĕ, “Чăваш чĕлхи, янăра!” сăвăсен, “Упрар тăван чĕлхемĕре!” сочиненисен конкурсĕсем, Чăваш чĕлхи кунне халалланă “Чăваш чĕлхи — анне чĕлхи” уяв, Виталий Петров ентеш-юрăçа халалланă Чăваш Республикин районĕсенчи шкул ачисем хушшинче “Улăп—2014” Интернет викторина, “Чăваш тумĕ — халăх пуянлăхĕ” курав, “Пирĕн тăрăхри ал ĕç ăстисем”, “Элли Юрьев — паллă художник” куравсем, районти шкул ачисемпе аслисем хушшинче “Чăваш тĕрри-эрешĕ” ỹкерчĕксен конкурсĕ. Асăннă конкурс-фестивальсене, куравсене Трак енри пур çын та — ача садне çỹрекен пепкерен пуçласа тивĕçлĕ канăва тухнисем таранах — хутшăнма пултарчĕ. “Халăх юрри — халăх чунĕ”, тенĕ ваттисем. Мĕн ĕлĕкрен чăваш çынни юрă-кĕвĕпе туслă пулнă. Пурнăçăн кирек хăш тапхăрĕнче те юрланă вăл, сăпка сиктернĕ-и, ĕçленĕ-и, вăййа тухнă-и, улах ларнă-и, туй тунă-и, салтак ăсатнă-и, кĕрекере хăналаннă-и… Чуна хуйхă-суйхă пуссан та — юрăпа пусарнă. Чăваш çынни çут çанталăкпа çын пурнăçне сăнласа паракан юрăсем шутласа кăларнă, вĕсене халăх хушшинче сарнă, ĕмĕр тăршшĕпе юрласа-упраса паянхи куна çитернĕ. Халăх юррисем хăйсен шухăшĕпе те, кĕвви-çеммипе те чуна çывăх. Халăх юррисене пур çын та юрлама пултарать. “Халăх юрри — чун уççи” фольклор фестивальне Трак енре пурăнакан, халăх юррине кăмăллакан, юрлама юратакан çынсем хутшăнса хайсен пултарулăхне кăтартма пултарчĕç. Вăл пирĕн уйрăмăн, район администрацийĕн социаллă аталану тата архив ĕçĕсен пайĕн, ял тăрăхĕсем хушшинчи информаципе кану центрĕн пуçарăвĕпе иртрĕ. Тăватă сехете тăсăлнăскер, вăл чăннипех те “чун уççи” уявĕ пулчĕ. Ăна ирттерни, унта хастар хутшăнни вăл Трак ен çыннисем пуян чун-чĕреллĕ пулнине, чăваш халăхĕн культурине хисепленине, юрри-сăввине юратнине, чи çемçе те илемлĕ чĕлхине упраса пурăннине пĕлтерчĕ. “Чăваш чĕлхи, янăра!” сăвăçсен конкурсĕ ЧНК районти уйрăмĕ, Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх, районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ пуçарнипе иртрĕ. Унта шкул ачисем те, аслисем те — чăваш поэзине кăмăллакан, хăй тĕллĕн сăвă-калав çыракан пур çын та хутшăнма пултарчĕ. Тăван халăхăмăрăн чĕвĕл-чĕвĕл чĕвĕлти чĕкеç пек, шăнкăр-шăнкăр шыв юххи пек чĕлхине халалласа сăвă çырса конкурса хутшăнма пултарни вăл — пысăк ăсталăх, иксĕлми пултарулăх. “Упрар тăван чĕлхемĕре!” сочиненисен конкурсĕ те ЧНКан районти уйрăмĕ, районти тĕп библиотека сĕнĕвĕпе иртрĕ. Ку тупăшăва та шкулсенче вĕренекенсем, Трак енри тĕрлĕ вырăнсенче ĕçлекенсем хутшăнма пултарчĕç. Чăваш чĕлхи илемлĕхне, çепĕç-лĕхне палăртса, вăл пирĕн асатте-асаннемĕрсен чĕлхи пулнине çирĕплетсе, вăл малашне те уççăн янăрасса шанса-ĕмĕтленсе çырни сисĕнчĕ шухăшлав сочиненийĕсенче. Чăваш халăхĕ çинчен, унăн ăс-хакăл культури, капăр чĕлхи, Чăваш енĕн пуласлăхĕ çинчен шухăшлама пĕлни, пуçра çуралнă ырă шухăшсене хут çине çырса пама пултарни, халăхăн илемлĕ юррисене шăрантарса пама чун хавалĕпе ăсталăх çитерни вăл — пархатарлă ĕç. Çак сăваплă ĕçе хастар та йышлăн хутшăнма тăрăшрĕç Трак енсем. Районти музейра йĕркеленĕ куравсем те халăх кăмăлне кайрĕç. 2015 çулта та курăмлă та пархатарлă ĕçсем сахал мар пулчĕç. Палăртнă ĕçсем ытларах Литература тата Константин Иванов çулталăкне, Красноармейски районне йĕркеленĕренпе 80 çул тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине халалланисем пулчĕç. Паллăраххисене асăнса хăварас пулсассăн çаксене палăртма пулать: шкул ачисемпе аслисем хушшинче сăвă çыракансен “Чĕререн тухакан сăмахсем” конкурсне тата “Мухтавлă ентешсем” сочиненисен конкурсне ирттерни, “Трак енĕн литература тĕнчи” курав-экскурси йĕркелени, Красноармей-ски районне туса хунăранпа 80 çул çитнине халалласа шкул ачисем хушшинче “Улăп — 2015” Интернет викторина ирттерни, К. Иванов çулталăкне халалласа шкулта вĕренекенсем хушшинче илемлĕ вулакансен “Сентти çăлтăрĕ”, районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем хушшинче “Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен…” ятпа “Нарспи” поэ-мăна илемлĕ вулакансен конкурсĕсене, Чăваш чĕлхи кунне халалласа шкул ачисене “Туслăх кăшăлĕ” сăвă-юрă фестивальне хутшăнтарни, Литературăпа К. Иванов çулталăкне тата Чăваш халăх поэчĕн, Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕн Юрий Сементерĕн пултарулăхне халалласа шкул ачисем хушшинче юратнă ентеш-поэтăмăрăн сăввисене илемлĕ вулакансен “Сăв-вăмçăмсем, шăнкăртатса шăранăр…” конкурсне йĕркелесе ирттерни, чăваш халăх сăмахлăхне пуçтарса тĕпченĕ Иван Патмар паллă фольклорист çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем “Патмар вулавĕсем” тата шкул ачисем хушшинче “Халăх ăслăлăхĕн çỹпçи иксĕлми” вăйă-конкурс ирттерни, Чăваш литературин классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа “Нарспи” поэма тăрăх йĕркеленĕ инсценировкăсен “Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен…” конкурсне ирттерни, ЧНКан Трак тăрăхĕнчи уйрăмĕн пайташĕсем, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем, районти культура çурчĕ çумĕнчи “Хавал” ушкăн (ертỹçи — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Никоноров) Тутарстан Республикинчи Нурлатри чаплă уявра пулса курни. Йĕркелесе ирттернĕ кашни ĕç чуна савăнтарать, аслисемпе шкул ачисен пултарулăхĕпе ăсталăхĕ иксĕлми пулни кăмăла çĕклет. 2016 çулхи ĕç планĕнче Чăваш Енре Ĕç çынни çулталăкне, Красноармейски районĕнче Элли Юрьев çулталăкне халалланă ĕçсем пулчĕç. Вĕсем те ăнăçлă пурнăçланса пычĕç. Чи паллăраххисем вара çаксем пулчĕç: ра-йонти тĕп библиотека шкул ачисемпе аслисем хушшинче ирттернĕ “Ĕçчен çынна ял савать” сочиненисен, районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ йĕркеленĕ “Çын ĕçпе илемлĕ” сăвă çыракансен, районти Культура çуртĕнче иртнĕ илемлĕ вулакансен “Пăрчăкан” конкурсĕсен, районти Нестер Янкас ячĕллĕ литература, культура тата искусство пĕрлĕхĕн пайташĕ, Красноармейски шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Виталий Михайлов шкул ачисем хушшинче Элли Юрьев ентеш-художника, Чăваш Республикин гербĕпе ялавĕн авторне халалласа йĕркелесе ирттернĕ “Улăп — 2016” Интернет-викторина, Элли Юрьев çулталăкне халалланă çемье гербĕсен тупăшăвĕ, Ĕç çынни çулталăкне халалланă “Трак енĕн ĕçчен çыннисем” курав-экскурси, Николай Ершов ентеш-поэт сăввисене илемлĕ вулакансен конкурсĕ. Асăннă конкурс-викторинăсене йĕркелесе ирттерекенсем — пурте ЧНК уйрăмĕн пайташĕсем. Вĕсем — районта чăвашлăха аталантарассишĕн, шкул ачисемпе аслисен пултарулăхĕпе ăсталăхне ỹстерсе пырассишĕн, тăван чĕлхе хăвачĕпе мăнаçлăхне ỹстерессишĕн хастар та тăрăшуллă ĕçлекен çынсем. 2017 çулта Раççейре Экологи, Чăваш Республикинче Аттепе Анне çулталăкĕ пулчĕ. Красноармей-скисем те çак çулталăкра пуçарулăхпа тăрăшулăх кăтартрĕç, сумлă ĕçсем туса ирттерчĕç. Илемлĕ çут çанталăка тата чи çывăх та хаклă çыннăмăрсене халалласа ирттернĕ çулталăкра ЧНК Красноармейскинчи уйрăмĕн пайташĕсем те хастарлă пулчĕç, ырă та пархатарлă ĕçсем чылай турĕç. Хăшĕ-пĕрисене асăнса хăварас килет: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхпе пĕрле ентеш- поэта халалласа ирттернĕ “Янкас вулавĕсем” конференци, регионсем хушшинче иртекен “Чăваш тумĕ — халăх пуянлăхĕ” конкурсăн районти тапхăрĕ, регионсем хушшинчи “Чăваш тумĕ — халăх пуянлăхĕ” конкурсăн республикăри уявĕ, шкул ачисемпе аслисем хушшинчи Аттепе Анне çулталăкне халалланă “Чи юратнă çыннăмсем” сăвă çыракансен конкурсĕ, шкул ачисемпе аслисем хушшинчи Аттепе Анне çулталăкне халалланă “Атте-аннерен хакли çук” сочиненисен, шкул ачисемпе аслисем хушшинчи Экологи çулталăкне халалланă “çут çанталăка упрар” ỹкерчĕксен конкурсĕсем, “Тăван тавралăх илемĕ” тата “Трак енĕн паллă вырăнĕсем” ятпа йĕркеленĕ сăн ỹкерчĕксен куравĕ, шкул ачисем хушшинче Василий Васькин поэт çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă “Улăп — 2017” Интернет викторина, районти шкул ачисем хушшинче йĕркелесе ирттернĕ Гурий Дубров сăввисене илемлĕ вулакансен конкурсĕ, шкул ачисем хушшинчи Чăваш чĕлхи кунне халалланă “Туслăх кăшăлĕ” фестиваль. (Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 2-мĕш стр.) Регионсем хушшинче иртекен “Чăваш тумĕ — халăх пуянлăхĕ” конкурсăн районти тапхăрĕ пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче иртнĕччĕ. Ун чухне Трак енсем хăйсен арчи-çỹпçинчи капăр çи-пуçа халăха кăтартма пултарчĕç. Чăваш тумĕ вара чăннипех те капăр. Çав çи-пуçра халăхăн кун-çулĕ, философийĕ, этикипе эстетики палăрса тăрать. Кашни капăрлăхĕ, кашни тĕрри-эрешĕ чунра лăпкăлăхпа мăнаçлăх çуратать. Кашни япали чăваш çыннин пултарулăхĕпе ăсталăхне, чун-чĕре пуянлăхне, сапăрлăхне кăтартать. Пуш уйăхĕн 24-25 мĕшĕсенче вара Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе регионсем хушшинче “Чăваш тумĕ — халăх пуянлăхĕ” конкурсăн республикăри чаплă уявĕ иртрĕ. Конкурс-куравра асатте-асаннесен ытарайми капăр çи-пуçĕ куçа илĕртсе тăчĕ. Акă ăçта иккен вăл пирĕн несĕлсен нимĕнпе виçейми тупри, пуянлăхĕ. Вăл — кĕмĕл тухья-хушпура, мăй çаккипе ум çаккинче, ама-теветре, чапчушка-вăчăрара, тĕрĕллĕ сурпансемпе масмаксенче, кĕпе-саппунсенче, яркăч-хỹресенче… Чăннипех те илемлĕ чăваш тумĕ! Курмалли, тĕлĕнмелли, сăнаса пăхмалли, хакламалли нумай пулчĕ уявра. Регионсем хушшинчи “Чăваш тумĕ — халăх пуянлăхĕ” конкурса Трак енсем те хастар хутшăнчĕç. Ку тăрăхра авалтан сыхланса юлнă сурпан-масмаксем, арçын тата хĕрарăм кĕписем, пиçиххисем, кĕмĕлтен тунă капăрлăх чăннипех те курава пуянлатрĕç. Авалхи çи-пуçа кăтартса районти Культура çурчĕн методисчĕ Людмила Игнатьева малти вырăна тухрĕ. Хăйсем тĕрлесе ăсталанă чăваш тумĕпе капăрлăха кăтартса Жанна Михайлова тата Светлана Мефодьева çĕнте-рỹçĕсем пулса тăчĕç. 2018 çул та вĕçленсе пырать, вăл та ырă ĕçсем тунипе асра юлать. Кăçалхи çул йĕркелесе ирттернĕ курăмлă ĕçсен шутне çаксене кĕртес килет: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхпе пĕрле ентеш-поэта халалласа “Янкас вулавĕсем” 2-мĕш конференци, Ырă тăвакансен çулталăкне тата Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа шкул ачисемпе аслисем хушшинче “Аслă Вĕрентекенĕмĕр” сăвă çыракансен тата “Ырă çын пулар" сочиненисен конкурсĕсем, Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа краеведени музейĕнчи курав, Геннадий Юмарт тĕпчевçĕ, поэт çуралнăранпа 80 çул çитнине халалласа шкул ачисем хушшинчи “Улăп — 2018” Интернет викторина, шкул ачисем хушшинчи Чăваш чĕлхи кунне халалланă “Туслăх кăшăлĕ” фестиваль, районти шкул ачисем хушшинчи Шетмĕ Михали сăввисене илемлĕ вулакансен конкурсĕ. Кăçал Чăваш наци конгресĕн “Халăхсен наци пуянлăхĕ — Раççей пуянлăхĕ” проекчĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн грантне тивĕçрĕ. Президент гранчĕ пулăшнипе “Нумай нациллĕ Раççей халăхĕсен культури” марафона хутшăнса конгресăн вĕренỹ комитечĕ, “Хыпар” Издательство çурчĕн литературăпа культура тата искусство “Тăван Атăл” журналĕ, чăваш ачисен “Тантăш” хаçачĕ И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă “Ман халăх, ман Тăван çĕршыв!” регионсен хушшинчи ача-пăча пултарулăхĕн конкурсне йĕркелерĕç. Çак конкурса Трак енри шкул ачисем те хутшăнчĕç. Красноармейски шкулĕн 10-мĕш класĕнче вĕренекен Кирилл Ва- сильев “Чи лайăх сăвă” номинацире пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ, 8-мĕш класра вĕренекен Ксения Андреева вара çав номинацирех виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ (ертỹçи — Зинаида Михайлова). Алманч шкулĕн 11-мĕш класĕнче вĕренекен Марина Емельянова “Чи лайăх сăвă” номинацире çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ (ертỹçи — Галина Дмитриева), 6-мĕш класра вĕренекен Ксения Герасимова “Чи лайăх калав, очерк, тĕрленчĕк” номинацире иккĕмĕш вырăна тухрĕ (ертỹçи — Людмила Владимирова). Пилĕк çул хушшинче районти “Трак ен пики” конкурс çĕнтерỹçисем “Раççей чăваш пики” конкурса хутшăнса хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне кăтартма пултарчĕç. Мария Козлова, Анна Васильева, Анна Никифорова — чăннипех те çепĕç чĕлхеллĕ, ырă кăмăллă, пуян чунлă, çивĕч ăслă, ĕçчен чăваш пикисем. “Пурнăçа ырă ĕçсем тума панă”, тенĕ ваттисем. Çак ăслă сăмахсене асра тытса ĕçлеççĕ те ĕнтĕ ЧНК Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн пайташĕсем Юрий Борисов, Светлана Гурьева, Николай Ершов, Людмила Игнатьева, Николай Никоноров, Рена Осипова, Валентина Тихонова. Вĕсен хастарлăхĕ, чун хавалĕ, ырă та сумлă ĕçĕсем пысăк хисепе тивĕçлĕ. Пилĕк çул хушши кашни ĕçрех кăмăлтан пулăшса пынăшăн Чăваш наци конгресне, район администрацине, вĕрентỹ пайне, социаллă аталанупа архив ĕçĕсен пайне, районти Культура çурчĕн тата ял тăрăхĕсенчи кану центрĕсен ĕçченĕсене, ача-пăча пултарулăх çур-тĕнче вăй хуракансене, районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсене, “Трак ен” ентешлĕхе, Нестер Янкас пĕрлĕхне, районти краеведени музейĕн ĕçне йĕркелесе пыракансене, районти тĕп библиотека коллективне, “Ял пурнăçĕ” ра-йон хаçачĕн ĕçченĕсене, хисеплĕ Трак ен çыннисене ăшшăн тав тăватпăр, малашне те чăвашлăха, çепĕç те илемлĕ чĕлхене, халăх сăвви-юррине, ырă йăли-йĕркине упраса пурăнма пуян чун-чĕре, иксĕлми пултарулăх та çирĕп вăй-хăват сунатпăр.

.З. Михайлова, ЧНКан Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи

Миçе çын пăхнă: 12 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2018 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 98 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 83 çулта

Геннадий Трофимов (Юмарт) - 80 çулта


Владимир Харитонов - 85 çулта 

2018 çул - Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çулĕ

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2018  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2019