Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Утă » 4 » Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ÿнерçи Г. Н. Николаев çуралнăранпа 80 çул çитрĕ
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ÿнерçи Г. Н. Николаев çуралнăранпа 80 çул çитрĕ
22:11
Сăн ÿкерчĕк
Георгий Николаевич — пирĕн маттур ентеш. Танăш ялĕнче 1931 çулхи çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче çĕр çине килнĕ вăл. Пир-авăра илемлетекен ÿнерçĕ пулса тăнă. "Красноармейский район. Люди и судьбы” кĕнекерен çакна пĕлме пулать. 1948—1949 тата 1957—1958 çулсенче Шупашкарти ÿнер училищинче вĕреннĕ. 34 çул тĕп хуламăрти пир-авăр комбиначĕн пусмасене илемлетекен фабрикинче ÿнерçĕре вăй хунă. Унăн ÿкерчĕкĕсемлĕ пир-авăра хамăр тата ют çĕр-шывсенчи 200 ытла куравра кăтартнă. Вĕсем Мускаври истори, Львоври, Тбилисири тата ытти хуласенчи музейсенче, Санкт-Петербургри Эрмитажра упранаççĕ. Ăна 1989 çулта РФ пир-авăр промышленность министерствин чи лайăх ÿнерçи тесе палăртнă. 1982 çулта "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ” хисеплĕ ят панă. 1975 çултанпа СССР Художникĕсен союзĕн членĕ. Ĕçне нумай медальсемпе хакланă. 
Г. Н. Николаев — халăхран тухнă ÿнерçĕ. Вăл хăйĕн тăрăшуллă ĕçĕпе тăван ялĕпе Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхне тата Трак ене мухтава кăларнă. Акă мĕнлерех хак панă çакна хамăрăн паллă тепĕр ентеш — искусствоведени кандидачĕ А. Г. Григорьев 1981 çулта пичетлесе кăларнă "Георгий Николаев. Произведенийĕсен куравĕ” кĕнекинче: "Пир-авăр искусстви пур халăхăн та авалранах аталаннă. Чăвашсем пир тĕртнипе ĕлĕкех тĕнчере палăрнă. 1950 çул хыççăн ăна промышленность никĕсĕ çинче аталантарма пуçларĕç. Хăйне евĕр шкул вăй илме тытăнчĕ. Пир-авăра ÿкерчĕксемпе илемлетессин пуçламăшĕнче шăпах Георгий Николаев тăнă”. 
Кĕнекерен ÿнерçĕ хăй ĕçĕнчи паллă маçтăр пулнине те пĕлме пулать. Калăпăр, 1960—1980 çулсенче çеç çĕр-шыври ятарлă илемлĕх канашĕнче унăн 600 ÿкерчĕкне йышăннă (çакă планпа пăхнинчен чылай нумайрах), вăл шутран 265-шне "чи лайăх” паллăпа (отрасльти пысăк рекорд), хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăракан 345 композицине производствăна кĕртнĕ. Георгий Николаевич ÿкерчĕкĕсемлĕ пусмасене 2—3 миллионшар метр кăларнă.
Çапла, хăйĕн ĕçĕсене сумлă куравсене тăратнипе çеç çырлахман ятлă-сумлă ÿнерçĕ, вĕсемпе тăван тăрăхра пурăнакансене те пĕр хут кăна мар паллаштарнă. Ара, юратнă та çывăх ен çыннисем хак пани пахарах та-çке. Çавăнпах-ши Георгий Николаевич хăйĕн 80 çулхи юбилейне вĕсемпе пĕрле паллă тума тĕв тунă-тăр. Çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче хăнасене Кĕçĕн Шетмĕне йыхравларĕ вăл. Юбилее уявлама унăн талантне пысăка хурса хаклакансем Шупашкарпа Красноармейскинчен те килчĕç. Малтанах хăнасем кунти Э. М. Юрьев ячĕллĕ музейре — ÿкерчĕксен галерейинче пулса курчĕç, Г. Н. Николаев ĕçĕсен юбилей тĕлне ятарласа йĕркеленĕ куравĕпе паллашрĕç. Ку евĕр куравах кану центрĕн фойинче те ĕçлерĕ. 
Юбилей мероприятийĕ çак центр залĕнче малалла тăсăлчĕ. Ăна центр заведующийĕ, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В. И. Петрова уçса йĕркелесе пычĕ. 
Г. Н. Николаев ÿнерçĕ-юбиляра Шупашкарти "Трак ен” ентешлĕх правленийĕн ертÿçи А. Н. Львов, район администрацийĕн культура, физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пай начальникĕ А. Н. Лебедев, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн специалисчĕ М. А. Александрова, ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕ В. Н. Иванов, Чăваш Республикин патшалăх премийĕн лауреачĕ Е. А. Матвеев (Танăш ялĕнчен), районти историпе тавра пĕлÿ халăх музейĕн заведующийĕ В. С. Серафимов, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен вырăнти канашĕн председателĕ Н. С. Семенов, тăванĕсен ячĕпе Е. Н. Никандрова ăшшăн саламларĕç, хисеп хучĕсемпе парнесем пачĕç. 
Концерт та пулчĕ. Унта кану центрĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕн членĕсемпе пĕрлех шкул ачисем (вĕсем хамăр ентеш — Чăваш халăх поэчĕ Ю. Сементер Георгий Николаевича халалласа çырнă сăвăсене вуларĕç), Ю. Маслова, Т. Козлова çамрăк юрăçсем, халăх инструменчĕсен "Изумруд” ансамблĕ (ертÿçи И. Н. Михайлова), Г. Яковлевпа А. Никитин юрăçсем, "Солнышко” ташă ушкăнĕ (ертÿçи А. Бажбенова) тата ыттисем хутшăнчĕç. Культура ĕçченĕсемпе пĕрле хăй юратнă "Ан хумхан, çăкалăх” юрра юбиляр та юрларĕ, чăваш ташши те ташларĕ. 
Г. Н. Николаев тава тивĕçлĕ ÿнерçĕ юлашкинчен хăйне çапла чыс тунăшăн пурне те ăшшăн тав турĕ.

В. Данилов

Миçе çын пăхнă: 606 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 4.7/3 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024