Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2017 » Пуш » 9 » «Чăваш тумĕн ытамĕнче» конкурс-курав иртрĕ
«Чăваш тумĕн ытамĕнче» конкурс-курав иртрĕ
15:13
Сăн ÿкерчĕк

Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Красноармейски районĕн Культура çуртĕнче регионсем хушшинче иртекен «Чăваш тумĕ – халăх пуянлăхĕ» конкурсăн районти тапхăрĕ иртрĕ. Трак енсем хăйсен арчи-çÿпçинчи капăр çи-пуçа халăха кăтартма пултарчĕç. Чăваш тумĕ вара чăннипех те капăр. Çав çипуçра халăхăн кун-çулĕ, философийĕ, этикипе эстетики палăрса тăрать. Кашни капăрлăхĕ, кашни тĕрри-эрешĕ чунра лăпкăлăхпа мăнаçлăх çуратать. Кашни япали чăваш çыннин пултарулăхĕпе ăсталăхне, чун-чĕре пуянлăхне, сапăрлăхне кăтартать.

«Чăваш тумĕн ытамĕнче» конкурс-курава районти Культура çурчĕ çумĕнчи «Трак ен» фольклор ушкăнĕ (ертÿçи Антонина Никонорова) уçрĕ, чăваш халăх юррисене шăрантарчĕ, авалхи чăваш тумĕпе, капăрлăхĕпе илемлетрĕ.

Куравра ытларах авалхи тата хальхи маçтăрсем тĕрлесе илемлетнĕ хĕрарăм тата арçын кĕписем, сурпансем, масмаксем, тутăрсем, саппунсем, хушпу-тухья, капăрлăхсем пулчĕç.

Курава тăратнă япаласене жюри (председателĕ – ЧНК ĕçченĕ Нина Андреева, членĕсем – район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи тата Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн ертÿçи Зинаида Михайлова) пахаласа хак пачĕ, регионсем хушшинче иртекен ăмăртăва хутшăнма çичĕ çынна палăртрĕ. Вĕсем: Эльвира Петрова – Шывпуç кану çурчĕн ĕçченĕ, Людмила Игнатьева – районти Культура çурчĕн аслă методисчĕ, Зинаида Васильева – Красноармейски шкулĕн физкультура вĕрентекенĕ, Зинаида Михайлова – Красноармейски шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ, Валентина Тихонова – районти краеведени музейĕн йĕркелÿçи, Жанна Михайлова – «Заволжски» клубĕн ачасемпе ĕçлекен специалисчĕ, Светлана Мефодьева – тивĕçлĕ канăва тухнăскер, районта иртекен ырă та пархатарлă ĕçсен обществăлла хастарĕ).

Районта илемлĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ курав ирттерме хавхалантарнă, ырă сĕнÿсем панă Чăваш наци конгресĕн пайташĕсене (халăх ăстисен ассоциацийĕн ертÿçине Зинаида Вороновăна, йĕркелÿ комитечĕн председательне Нина Андреевăна), курава йĕркелесе ирттерме пулăшнă районти краеведени музейĕн тата районти Культура çурчĕн ĕçченĕсене, конкурс-курава хутшăннă пултаруллă та маттур ентешсене, конкурс çĕнтерÿçисене тав тăватпăр, малашне те тăван халăхăн пурлăх культурипе кăсăкланма, мăн асаттесен ăруран ăрăва куçса пыракан паха туприне упрама, çав иксĕлми пуянлăхпа мăнаçланса та савăнса пурăнма çирĕп вăй-хал, чун-чĕре пуянлăхĕ, ырă кăмăл та хастарлăх сунатпăр.

Зинаида Михайлова

Миçе çын пăхнă: 347 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024