Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2016 » Çĕртме » 27 » Чемен картинче пӗтӗм чӑвашсен Ҫимӗкӗпе Хравути пуххи иртрӗ
Чемен картинче пӗтӗм чӑвашсен Ҫимӗкӗпе Хравути пуххи иртрӗ
13:52
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Сăнсем

Ҫӗртмен 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче Пӗтӗм чӑвашсен халӑх уявӗ «Ҫимӗк» иртрӗ. Вӑл, Чӑваш ентешлӗхӗсемпе районсенчи (регионсенчи) таврапӗлӳҫӗсен уйрӑмӗсене халалланӑскер, маларах иртнӗ Чӑваш Республикин кунӗн тӑсӑмӗ евӗр иртрӗ. Ҫимӗке Самар, Крым, Тутарстан, Пушкӑртстан, Эстони тата ытти тӑрӑхри чӑвашсем ҫитнӗ. Уяв тӑван чӑваш чӗлхипе иртрӗ.

Сăмах май, уява трак енсем те хастар хутшăнчĕç. Вĕсен йышĕнче Шупашкарти "Трак ен" ентешлĕх ертÿçи А.Н.Львов, ЧНКан Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи З.П.Михайлова, районти Культура çурчĕ çумĕнчи "Хавал" пултарулăх ушкăнĕн ертÿçи Н.М.Никоноров, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ В.М.Михайлов та пулчĕç. Н..М.Никоноров уяв сцени çинче хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ, халăха шăпăрпа купăс каласа, юрă юрласа савăнтарчĕ, ташлаттарчĕ. Ыттисем краеведенипе туризм центрĕ ирттерекен форума хутшăнчĕç.

Уявра ирттерме палӑртнӑ йӑла-йӗрке йышӗ сахал марччӗ, «Чемен карти» этнохулашра вӗсене пурне те кӑатртрӗҫ. Ваттисен пил сӑмахне Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн ертӳҫи Виталий Станьял тата Чӑваш халах ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин тухса каларӗҫ. Ҫимӗк тӗлне хатӗрленӗ таврапӗлӳпе туризм центрӗнче йӗркеленӗ таврапӗлӳҫӗсен пуххине Чӑваш таврапӗлӳҫисен председателӗ Сергей Сорокин ертсе пычӗ.

Усал-тӗселтен тасатакан сӑваплӑ ҫулӑма тивӗртнине, хулаш йӗри-тавра хӗрсем ака тунине («хӗраки»), йӑх юписене лартнине Ҫимӗке килнӗ пур хӑна сӑнарӗ — вӗттинчен пуҫласа аслисем таранах. Пурте пӗрле алӑ тытса пысӑк вӑйӑ картинче ҫаврӑнчӗҫ.

Пӗтӗм чӑвашсен Ҫимӗкне килнӗ Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов ҫапла палӑртрӗ: «Ку уявра халӑх чунӗ палӑрать. Хӑйӗн йӑли-йӗркипе, пултарулӑхӗпе вӑл ачасене те аслисене те ваттисене те пӗрлештерет. Уяв тӗллевӗ — пирӗн мӑн асаттесем ӗмӗр-ӗмӗр хушшинче туптаса хӑварнӑ авалхи чӑваш культуринче упранса юлнӑ пахалӑха упраса хӑварасси. Ку вӑл тункатана пуҫ ҫапнине тавӑрни мар, ку вӑл пирӗн истори, пирӗн культура, пирӗн пурнӑҫ».

Çăлкуç: http://www.chuvash.org/news/12773.html

Миçе çын пăхнă: 646 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024