Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2014 » Нарăс » 4 » Çулталăк тĕллевĕсене палăртрĕç
Çулталăк тĕллевĕсене палăртрĕç
00:19
Сăн ÿкерчĕк
Кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче Красноармейскинче, ял тăрăхĕсем хушшинчи информаципе культура центрĕнче, район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ 32-мĕш ларăвĕ тата районăн 2013 çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн итогĕсемпе тата 2014 çулта тăракан задачăсемпе анлă канашлу иртрĕç. Унта район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, район администрацийĕн пайĕсен начальникĕсем, ĕç тăвакан влаçăн территори, федераллă тата республика органĕсен, ял хуçалăх предприятийĕсемпе бюджет учрежденийĕсен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.
Ларупа канашлу умĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ С. В. Павлов Чатукасси ял тăрăхĕнчи социаллă обăектсенче тата "Караево” ОООн Кÿлхĕрринчи сĕт-çу ферминче пулса курчĕ, вĕсенчи лару-тăрупа паллашрĕ.
Депутатсем кун йĕркине çирĕплетнĕ хыççăн "Районăн 2013 çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн итогĕсем тата 2014 çулта тăракан задачăсем çинчен” ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕ А. В. Шестаков доклад туса пачĕ. Вăл мĕн пур шайри бюджетсене налуксем 132 миллион та 414 пин тенкĕлĕх пырса кĕнине, район чылай енпе хăйĕн сăмахне тытнине, 2013 çулта строительство керамикин "КЕТРА” завочĕ уçăлнă май, промышленноç продукцине тиесе ăсатасси 3 хут ÿснине, ял хуçалăхне çулталăкра 81 миллион та 475 пин тенкĕ инвестици хывнине, çĕнĕ йышши техника туянассипе "Таябинка” агрофирма, "Красное Сормово”, "Караево” ОООсем аван ĕçленине, Именкассинче Л. И. Посадский фермерăн 500 пуç сурăх вырнаçмалăх вите хута кайнине палăртрĕ. "Чăн та, ял хуçалăх отраслĕнче чăрмавсем çук мар. Район администрацийĕпе ЧР Министрсен Кабинечĕ хушшинчи Килĕшÿри 12 кăтартуран 3-шне çеç пурнăçланă. Апла пулсан ял ĕçченĕсен вăй хумалли чылаях”, — терĕ Андрей Владимирович.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх аталаннине каларĕ. Вĕсен 6 субăектне регистрациленĕ, суту-илÿ точкисем иккĕ уçнă. "Караево” ОООра, КЗС, Красноармейскинче 59 хваттерлĕ çурт тăваççĕ. Кушкă ялĕнче ФАП уçнă, çак тĕллевпе район бюджетĕнчен кăна 512 пин тенкĕ янă. А. В. Шестаков çĕр ыйтăвĕсене татса парассипе, ЖКХ тытăмĕнчи парăмсемпе татăлассипе, ял çыннисен ĕç укçине ÿстерессипе пурин те тĕллевлĕ вăй хумаллине пĕлтерчĕ, Красноармейскисем Мари Эл Республикинчи Морки тата Тюмень облаçĕнчи Анат Тавда районĕсемпе ĕçлĕ çыхăнусем тытнине, вĕрентÿре, культурăра, спортра тунă ÿсĕмсене палăртрĕ. Кунпа пĕрлех район администрацийĕн пуçлăхĕ 2014 çулта Трак ен умĕнче çынсен пурнăçне лайăхлатас, вĕсене ĕçпе тивĕçтерес, çемьесене пулăшас тата ытти енĕпе тăракан задачăсем çинче чарăнса тăчĕ.
Унтан район депутачĕсен Пухăвĕн пĕлтĕрхи ĕçĕ-хĕлĕпе унăн председателĕ, район пуçлăхĕ В. Н. Григорьев паллаштарчĕ, çакă район уставĕпе килĕшсе тăнине каларĕ.
— Депутатсемпе пĕрле 11 ларура 88 ыйту пăхса тухрăмăр, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе район депутачĕсен Пухăвĕн президиумĕн 5 членĕнчен отчетсем итлерĕмĕр, — терĕ Владимир Николаевич.
Вăл халĕ, ялсенчи граждансен пухăвĕсем пынă май, депутатсен отчетсемпе тухса калаçмаллине те, 2014 çулта хамăр мĕнле вăй хунинчен районăн 80 çулхи юбилейне, паллă ытти датăсене тивĕçлипе кĕтсе илесси килнине палăртрĕ.
Унтан ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем — "Чăваш бройлерĕ” акционер обществин генеральнăй директорĕ В. И. Николаев тата ЧНК президенчĕ, хупă йышши "ТУС” акционер обществин генеральнăй директорĕ Н. Ф. Угаслов, республикăри конкурент политикипе тарифсен службин ертÿçи А. Е. Егорова сăмах илчĕç, района пулăшма хатĕррине, пĕрле вăй хумаллине палăртрĕç, сĕнÿсем пачĕç.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ЧР ял хуçалăх министрĕ С. В. Павлов район активĕ умĕнче тухса калаçнă май чылай ыйту хускатрĕ, çав шутра — усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси, выльăх-чĕрлĕх йышне сыхласа хăварасси тата продуктивлăхне хăпартасси, çур акине хатĕрленесси, вăрлăхпа тивĕçтересси тата ытти те.
Сергей Владимирович район çыннисене тĕллевсене пурнăçа кĕртес ĕçре ăнăçусем сунчĕ, ыйтусене хуравларĕ. Министр кунпа пĕрлех "Таябинка” агрофирмăри О. Ю. Васильев комбайнера Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысларĕ, республика Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ вĕренекенсемпе çамрăксене свидетельствăсем, "Ĕç ветеранĕ” ята илнисен пĕр ушкăнне удостоверенисем пачĕ.
Депутатсем сÿтсе явнă ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăнусем турĕç. Фойере хамăр тăрăхри предприятисен продукцийĕсен куравĕ ĕçлерĕ.
Ларупа канашлу хыççăн Кĕçĕн Шетмĕри "Романтики” халăх театрĕн артисчĕсем А. Чебановăн "Укăлча умĕнче” камитне кăтартрĕç.
В. Данилов
Миçе çын пăхнă: 524 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
2425262728

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024