Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Авăн » 10 » Депутатсен черетсĕр ларăвĕ
Депутатсен черетсĕр ларăвĕ
15:12
Сăн ÿкерчĕк
Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче район депутачĕсен тăваттăмĕш суйлаври Пухăвĕн черетсĕр 45-мĕш ларăвĕ иртрĕ. 
Унта депутатсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район центрĕнчи предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем, шкулсен директорĕсем, район администрацийĕн пайĕсен пуçлăхĕсемпе секторĕсен заведующийĕсем хутшăнчĕç.
Депутатсем çакăн пек кун йĕрки çирĕплетрĕç:
1. Район депутачĕсен Пухăвĕн "Чăваш Республикинчи Красноармейски районĕн 2010 çулхи бюджечĕ çинчен" йышăнăвне улшăнусем тата хушăмсем кĕртесси çинчен.
2. 2010 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче районăн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене суйлас енĕпе ĕçлекен участоксенчи суйлав комиссийĕсен йышне кандидатурăсем тăратасси çинчен.
3. 2008—2011 çулсенче Красноармейски районĕнчи пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантармалли муниципаллă программăна улшăнусем кĕртесси çинчен.
4. Красноармейски районĕн муниципаллă харпăрлăхне куçман пурлăх объекчĕсене йышăнасси çинчен.
5. Обществăлла инфратытăм, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата социаллă обăектсене 2010—2011 çулсенчи хĕллехи хутмалли тапхăра хатĕрлесси мĕнле пыни çинчен.
Ку ыйтусемпе ларура финанс, экономика аталанăвĕн, юридика пайĕсен пуçлăхĕсем Р. А. Николаева, А. В. Михайлова, Л. И. Артемьев, Красноармейски территори суйлав комиссийĕн председателĕ В. Ю. Иванов тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн районти муниципаллă предприятийĕн директорĕ С. К. Филимонов сăмах каларĕç. Обăектсене хутмалли тапхăра хатĕрлесси мĕнле пыни çинчен ыйтăва сÿтсе явма район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров хутшăнчĕ, "ку чухне çак ыйту питĕ çивĕч тăрать. Хĕле тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илме çине тăмалла", терĕ.
Район пуçлăхĕ — район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ В. Н. Григорьев патне Çĕнĕ Выççăлккă ялне шыв пăрăхĕ хума пулăшас ыйтупа Чатукасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. В. Михайлов çырупа тухнă. Депутатсем хальлĕхе пулăшу кÿрейменни пирки пĕлтерчĕç, ял тăрăхĕн пуçлăхне ку тĕллевпе спонсорсемпе активлăрах ĕçлеме сĕнчĕç.
Лару хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхне О. В. Андреевана юбилей ячĕпе ăшшăн саламларĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче чылай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
Миçе çын пăхнă: 574 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024