Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Утă » 13 » Дубровсене — “Юратупа шанчăклăхшăн” медаль
Дубровсене — “Юратупа шанчăклăхшăн” медаль
15:41
Сăн ÿкерчĕк
Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Пĕтĕм Раççейри çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалласа, район администрацийĕн çурчĕн акт залĕнче "Шур чечек шăршиллĕ праçник” мероприяти пулчĕ. 
Унта хутшăннисем малтанах "Таса Петрпа Феврония çинчен калакан сăвăлла хайлав” видеофильм пăхрĕç (сценари авторĕ — районти социаллă хутлĕх пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ В. В. Иванова). 
Залра ларакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров саламларĕ, "çак куна 2008 çултанпа паллă тăватпăр. 50 çул е ытларах та пĕрле пурăнакан мăшăрсем те сахалăн мар пирĕн. Вĕсен ырă тĕслĕхĕ малашне те тăван район ÿсĕмĕсене çирĕплетме çул кăтартса пытăр. Пурне те ырăлăх, ăнланулăх, вăрăм ĕмĕрпе ырă шухăш-ĕмĕтсем сунатăп”, терĕ. Сăмах май, Владимир Валерьянович хăй те 30 çул каялла çемье чăмăртанă, вĕсем 3 ывăл ÿстернĕ, 3 мăнукĕпе савăнаççĕ. 
Пухăннисене ЧР юстици министрĕ Н. В. Прокопьева та ыр сунчĕ, республика Президенчĕн М. В. Игнатьевăн салам сăмахĕпе паллаштарчĕ, юстици министерствипе хăй ячĕпе те телейпе пархатар сĕнчĕ. Надежда Викторовна çавăн пекех Красноармейскинчи Гурий Егоровичпа Таисия Васильевна Дубровсене "Юратупа шанчăклăхшăн” медаль тата парне пачĕ. 
Çакна палăртма кăмăллă. 52 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе, юратса та çур сăмахранах ăнланса пурăнаççĕ Дубровсем. Тивĕçлĕ канура пулин те, иккĕшĕ те обществăлла ĕçрен аякра тăмаççĕ. Гурий Егоровича ав ĕçри хастарлăхшăн медальсемпе, "Суту-илÿ ĕç отличникĕ” паллăпа, Чăваш наци конгресĕн президиумĕн Хисеп грамотипе, тав хучĕсемпе чысланă, районти Н. Янкас премине панă. Таисия Васильевна вара вырăс чĕлхипе литературин учителĕ пулнă, райцентрти "Теремок” ача садĕнче те вăй хунă. Вĕсене кÿршĕсем те, ял-йыш та хисеплеççĕ. 
Г. Е. Дубров хăйсене çапла чысланăшăн пурне те тав турĕ, сăвă вуларĕ, юрă юрларĕ. 
Районта ача амăшĕн капиталне хальччен 436 çемье илнĕ. Вĕсен çумне тата тепĕр çемье хушăнчĕ. РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи А. В. Петрова ача амăшĕн капиталне тивĕçни çинчен калакан ĕçлĕ хута Кĕçĕн Шетмĕри С. Н. Игнатьевана пачĕ. 
Нумай ачаллă Ивановсемпе Николаевсен çемйисем (районта пĕрремĕшсем) ЧР юстици министрĕ Н. В. Прокопьева аллинчен çĕр участокĕсене тивĕçни пирки сертификатсем илчĕç. 
Уявра "Çулталăкри çемье-2011” районти конкурсра палăрнă Красноармейскинчи Ананьевсемпе Дуйсембаевсен çемйисене те, чылай çул пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланса, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан Виталий Павловичпа Галина Федоровна Петровсене, Владимир Валерьяновичпа Зинаида Николаевна Александровсене тата Владимир Константиновичпа Эльза Борисовна Шестаковсене те чысларĕç. Вĕсен ячĕпе Антонинăпа Николай Никоноровсем юрăсем шăрантарчĕç.
Уява районти ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем Е. Л. Павловапа Э. Н. Антонова йĕркелесе пычĕç.

В.Данилов
Миçе çын пăхнă: 566 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024