Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2014 » Нарăс » 4 » Ĕç вăл — савăнăç
Ĕç вăл — савăнăç
00:02
Сăн ÿкерчĕк
"Ĕç вăл — савăнăç”, — тет Красноармейски пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Зинаида Петровна Михайлова. Ачасене тăван чĕлхене вĕрентесси — педагогăн çут çанталăк панă туртăмĕ, телейĕ. Хăйĕн юратнă ĕçне вăл 32-мĕш çул ĕнтĕ хастаррăн туса пырать. Атте-анне чĕлхине юратса хисеплесси, унăн илемлĕхĕпе, янăравлăхĕпе мăнаçланасси — кашни чăваш ачин юнĕнче, чунĕнче, ăс-тăнĕнче пулмалла. Çак шухăша тĕпе хурса ĕçлет те пултаруллă вĕрентекен.
З. Михайлова 1959 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче Тутарстанри Аксу районĕнчи Савкаç ятлă чăваш ялĕнче çуралнă.
Ялти вăтам шкулта, И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнче вĕреннĕ.
Элĕк районĕнчи Юнтапари сакăр çул вĕренмелли, Вăрнар районĕнчи Вăрманкасри вăтам шкулта, Красноармейскинчи вăтам шкулта (халĕ Трак шкулĕ) ĕçленĕ. Паянхи кун (26-мĕш çул ĕнтĕ, шкул уçăлнăранпах) Красноармейскинчи 2-мĕш номерлĕ вăтам шкулта (халĕ Красноармейскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул) чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Вăл — педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
"Кашни чăваш çыннин чунĕнче çичĕ тĕрлĕ талант таса çăл куç пек тапса тăрать”, — теççĕ халăхра. Çак ăслă каларăша тĕпе хурса Зинаида Петровна вĕренекенсен пултарулăхне, ăсталăхне аталантарма тăрăшать. Çавăнпа та Красноармейски шкулĕнче ĕçлеме пуçласанах тăван чĕлхене вĕрентнипе пĕрлех 10 çул ачасен "Кăмăлпи” фольклор ушкăнне ертсе пынă. Çак ушкăнпа вăл Чул хулара, Пушкăртстанри Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче (Нарспи çĕр-шывĕнче), Чăваш наци конгресĕ йĕркеленĕ "Берлинри чăваш культурин кунĕсенче” (Германи çĕр-шывĕ) пулнă, курма пыракансене чăваш халăх юрри-ташшипе савăнтарнă. "Кăмăлпи” фольклор ушкăнĕ — Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ. Халĕ, 12 çул ĕнтĕ, районти ачасен пултарулăх çурчĕ çумĕнчи "Кăмăл” литературăпа краеведени вĕренÿ пĕрлешĕвне ертсе пырать. Ку пĕрлешÿре хушма пĕлÿ илекен ачасен сăвви-калавĕсем район тата республика хаçачĕсенче пичетленеççĕ. Пултаруллă "кăмăлçăсем” район тата республика йĕркелесе ирттерекен тĕрлĕ конкурссене, олимпиадăсене, фестивальсене, наукăпа практика конференцийĕсене хастар хутшăнаççĕ, малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. 5 çул ĕнтĕ ачасем "Чăваш халăх сайчĕ” йĕркелесе ирттерекен интернет-конкурсра, фантастикăлла хайлавсен тупăшăвĕнче малти вырăнсене тухаççĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче, сăмахран, вунă "кăмăлçă” хăйсен "Чăваш йăмри” темăпа çырнă хайлавĕсене конкурса тăратнă. Вĕсенчен тăххăрăшĕ малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Литература конкурсĕн йĕркелÿçи — Николай Плотников, çĕнтерÿçĕсене кашни çулах Хисеп хучĕсемпе хаклă парнесем парса чаплăн чыслать (иртнĕ вĕренÿ çулĕнче чыслав уявĕ Красноармейски шкулĕнче иртнĕ), килĕшекен хайлавсене пĕр çĕре калăпласа хăй укçи-тенкипе кĕнеке пичетлесе кăларать, çĕнтерÿçĕсене парнелет.
Сăмах май каласан, асăннă фантастикăлла хайлавсен конкурсне педагогсем те хутшăнаççĕ иккен. Зинаида Петровна та унта виçĕ хутчен тупăшса икĕ хутчен пĕрремĕш, пĕр хут виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
"Кăмăл” вĕренÿ пĕрлешĕвĕнче ăсталăха туптакан ачасем Трак тăрăхĕнчи пултаруллă çыравçăсемпе те час-часах тĕл пулусем йĕркелеççĕ. Тĕп хуламăрта ĕçлекен поэт-писательсем те хăйсен çĕнĕ кĕнекисемпе "кăмăлçăсене” паллаштарсах тăраççĕ. "Кăмăл” вĕренÿ пĕрлешĕвĕн хăйĕн ятарлă сайчĕ те пур. Унта ачасен пултарулăхĕпе, сăвви-калавĕсемпе паллашма пулать.
З. Михайлова — районти шкулсенчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен творчествăлла ушкăнĕн ертÿçи. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ М. Голубевпа информаципе методика центрĕн ертÿçи М. Фризен пулăшнипе творчествăлла ушкăн тăван чĕлхе вĕрентекенсемпе шкул ачисем хушшинче пултарулăха аталантарма, ăс-тăна çивĕчлетме май паракан интернет-конкурссем, викторинăсем, фестивальсем йĕркелесе ирттерет. Зинаида Петровнапа пĕрле палăртнă кашни ĕçĕн проектне çырса хатĕрлекенĕ, йĕркелесе ирттерекенĕ кунти шкул вĕрентекенĕ — В. Михайлов.
Зинаида Петровна — тăван чĕлхе урокĕсенче тата класс тулашĕнче усă курма пичетлесе кăларнă 16 кĕнеке авторĕ, ачасене тĕпчевпе шырав ĕçĕсем çырма пулăшса та хавхалантарса тăракан наука ертÿçи.
"Класс ертÿçин ĕçĕ вăл чи пархатарлă та сăваплă ĕç”, — тет талантлă педагог. Кашни ачан вăй-халне çирĕплетессишĕн, ăс-хакăлне çивĕчлетессишĕн, тавра курăмне анлăлатассишĕн, ăсталăхне ÿстерессишĕн, чун-чĕрине пуянлатассишĕн — пĕчĕк ачаран чăн-чăн маттур çын тăвассишĕн 25 çул ĕçлет Зинаида Петровна класс ертÿçинче. Унăн юратнă вĕренекенĕсем Тăван çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тĕпленнĕ, вĕсем е вĕренеççĕ, е пĕр-пĕр ĕçре çитĕнÿсем тăваççĕ, çемье çавăраççĕ, ывăл-хĕр ÿстереççĕ. Хальхи вăхăтра вăл 9 "б” класс ертÿçинче тăрăшать.
Педагогика ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн З. Михайлована Раççей Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотипе, "Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ” паллăпа, тĕрлĕ шайри хисеп хучĕсемпе наградăланă, "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ” хисеплĕ ят панă. Вăл "Раççейри чи лайăх учитель” конкурсра çĕнтерсе, Раççей Президенчĕн тата "Чăваш Республикинчи чи лайăх учитель” тупăшура мала тухса ЧР Президенчĕн Премийĕсене илме тивĕç пулнă.
Мăшăрĕпе, Виталий Михайловичпа, студент сакки çинчех паллашса пĕрлешнĕ. Вĕсене юрă-ташă пĕрлештернĕ. Виталий студентсем хушшинче йĕркеленнĕ "Ложкари” ансамбльте "кашăк çапнă”, Зинаида вара "Мерчен” ушкăнта юрланă. Çак икĕ ушкăн каникул вăхăчĕсенче агитбригадăпа республикăри ялсенче концертсемпе çÿренĕ. Çав вăхăтра куç хывнă та пĕр-пĕрне икĕ çамрăк. Çавăнтанпа вĕсем — пĕрле. Çемье çавăрни — 32 çул. Хальхи вăхăтра иккĕшĕ те Красноармейски вăтам шкулĕнче вăй хураççĕ. Виталий Михайлович, икĕ аслă шкул пĕтернĕскер, ачасене чăваш чĕлхи, обществознани, право, экономика предмечĕсене вĕрентет.
Зинаидăпа Виталий Михайловсем 3 ача çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Асли, Алина, аслă шкул пĕтерсе экономист профессине алла илнĕ, Шупашкарти перекет банкĕнче ĕçлет, çемьеллĕ, мăшăрĕпе икĕ ача (хĕрпе ывăл, Дианăпа Женя) çитĕнтереççĕ. Вăталăх хĕрĕ, Анфиса, врач профессине алла илнĕ, Мускаври пĕр клиникăра ĕçлет, çемьеллĕ. Кĕçĕнни, Алеша, И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн информатика факультечĕн 2-мĕш курс студенчĕ.
Зинаида Петровна нумай ачаллă (9 ача) çемьере çуралса ÿснĕ. Шел пулин те, ашшĕпе амăшĕ тата пĕр аппăшĕ çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Халĕ вĕсем — сакăр пĕр тăван тата вĕсен ачи-пăчисемпе мăнукĕсем — пурĕ 60 çын — пĕр-пĕринпе туслă, килĕштерсе, пĕр-пĕрне юратса та хисеплесе, ăнланса та пулăшса пурăнаççĕ, пĕр-пĕрне ырлăх-сывлăх, тулли телей, ăраскаллă пурнăç сунаççĕ. Мускавра, Йошкар-Олара, Хусанта, Нижнекамскра, Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Тутарстанри Аксу поселокĕнче тата Савкаç ялĕнче, хамăр республикăри Красноармейски ялĕнче пурăнаççĕ пулсан та, час-часах тĕл пулса калаçма вăхăт тупаççĕ. "Ырă тăван ылтăн пек”, — тет Зинаида Петровна хăйĕн çывăх çыннисем пирки.
"Савăнса пурăнас тесен тăрăшса та чуна парса ĕçлемелле. Ку вăл — пурнăç чăнлăхĕ. Кăмăлтан ĕçлесе пĕр-пĕр çитĕнÿ тăватăн — чунтан савăнатăн. Чечексем акса ÿстеретĕн — куç тулли илеме пăхса кăмăлна çĕклетĕн. Хăв аллупа кирек мĕнле япала ăсталатăн — ун çине ытараймасăр пăхатăн. "Ĕç — пурнăç илемĕ”, "Ĕçчен çынна ял савать” текен ваттисен сăмахĕсем те çак шухăшах çирĕплетсе параççĕ”, — тет вĕрентекен.
Кулленхи пурнăçра тата юратнă ĕçре савăнăçпа телей тупнă хастар педагог çак кунсенче хăйĕн 55 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çак чаплă уяв ячĕпе ăна ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, хавас кăмăл, ăраскаллă пурнăç сунатпăр.
В. Михайлов
Миçе çын пăхнă: 878 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
2425262728

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024