Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Пуш » 12 » Эпир унпа мухтанатпăр
Эпир унпа мухтанатпăр
23:49
Сăн ÿкерчĕк
Кăçалхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче эпир хамăр паллă ентеш — СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Раççей халăх артисчĕ, РСФСР, Чăваш тата Дагестан АССРĕсен искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ф. М. Лукин композитор çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă тăватпăр.
Депутатсен Пухăвĕн çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнчи 367 №лĕ йышăнăвĕпе 2013 çула Красноармейски районĕнче Ф. М. Лукин çулĕ тесе йышăннă. Çавна май районта мĕн пур мероприятисем Ф. М. Лукина халалласа иртеççĕ. Вăл чăваш халăхĕ валли 800-е яхăн юрă тата ытти произведени хайласа хăварнă. Юрăсен шăпи тĕрлĕ пулать. Хăшне-пĕрне пĕр тапхăр юрлаççĕ те кайран йăлăхтарсан вуçех манаççĕ. Теприсем вара нумайлăха асра юлаççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем уйрăм çыннăн е халăхăн чи тарăн шухăш-туйăмне палăртса чĕрене ялан хумхантараççĕ. Çавнашкал ĕнтĕ Филипп Лукин юррисем те. Вĕсене итлесен е юрласан умра ялан хĕвеллĕ кун пек туйăнать. Нумай пулмасть хамăр ентеше халалласа Чатукассинчи культура аталанăвĕпе вулавăш тивĕçтерĕвĕн центрĕнче, Красноармейскинчи информаципе культура центрĕнче, Чăваш патшалăх филармонийĕнче "Юлташсене юррăмсемпе савăнтарар” пысăк гала-концерт иртрĕ. Унта Ф. М. Лукин кĕвĕленĕ илемлĕ юрăсем янăрарĕç. Пире унăн юррисем шанчăклă юлташ пекех нихçан та пĕччен хăвармаççĕ. Вĕсем пурнăçа юратма, халăх телейĕшĕн паттăрла ĕç тума чĕнеççĕ, чĕрере ырă туйăм çуратаççĕ. Ыранхи кун паянхинчен илемлĕрех, çутăрах пулассине шантараççĕ. Пĕр юрăра каланă пек: "Эпир çав юрăсене юрласа пурнăç тăрăх утатпăр”. Çакă вăл Ф. Лукин пултарулăхĕ чăннипех халăха тивĕçлĕ пулнине пĕлтерет. 

Ф. М. Лукин халĕ пирĕн хушăра çук пулин те, халăх ăна манмасть. Композитора сума суса 1997 çулхи авăнăн 26-мĕшĕнчен пуçласа Чатукассинче музей ĕçлет. Çак музейра вуншар, çĕршер экспоната курма пулать. Кунта унăн ĕç хучĕсем (документсем), Хисеп грамотисем, тав хучĕсем, орденсем, кĕнекесем, пианино, çырав хатĕрĕсем, унăн тумтирĕ, хăй усă курнă япаласем чылай. Альбомри сăн ÿкерчĕксем Ф. М. Лукин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштараççĕ. Вĕсем пире унăн пултарулăхне пысăка хума хистеççĕ. Çитĕнекен çамрăк ăрăва та хамăрăн ентешĕн ырă ĕçĕ-хĕлĕпе ят-сумĕ пĕчĕклех тăван ене юратма, упрама вĕрентет. Чатукассинчи пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкулти вĕрентекенсемпе вĕренекенсем час-часах Ф. М. Лукин музейне çÿреççĕ. Вĕсен Ф. Лукин юррисене итленĕçем итлес килет, ун пек пулма хавхаланаççĕ. Вĕрентекенсем музейра уçă уроксем, викторинăсем, уçă класс вăхăчĕсем, хăюлăх урокĕсем ирттереççĕ. Чăваш чĕлхи урокĕсенче уйрăмах музейри видеофильмсемпе усă кураççĕ. Чатукасси кану çурчĕн художество пултарулăх ертÿçи Валентина Алексеевна Николаева Ф. Лукина халалланă концертсемпе музыка конкурсĕсене тăтăшах ирттерет. Района килнĕ хăнасем те музейпа паллашмасăр каймаççĕ. Чатукасси кану çуртĕнче конференци иртет е информаци кунĕ, пысăк концертсем-и е уявсем пулаççĕ, ку музейри пÿлĕмсене кĕмесĕр пĕр çын та тухса каймасть. Çулленех эпир унăн асăну каçĕ тата çуралнă кунĕ ячĕпе концертсем ирттеретпĕр. Унта республикăри, районти культура ĕçченĕсем, артистсем, пуçлăхсем хутшăнаççĕ. Музей ĕçĕпе кăсăкланаççĕ.
Паллă композитор ĕçĕ-хĕлĕпе пултарулăхĕ яланах халăх асăнче аталанса пыма район администрацийĕ тата ЧР культура министерствин ĕçченĕсем тăтăшах пулăшса тăраççĕ. Кашни çулах Филипп Мироновича халалласа уявсем ирттерме пулăшакансене — "Таябинка” агрофирма ертÿçине Александр Петрович Афанасьева, уйрăм предпринимателе Юрий Николаевич Лукина — питĕ пысăк тав сăмахĕ калас килет. Нумаях пулмасть Ф. М. Лукин музейĕнче юсав ĕçĕсем иртрĕç. Кунти пÿлĕмсене халĕ кĕрсе тухма илемлĕ, çутă та таса. Ялти халăх та пысăк кăмăлпах Ф. Лукин музейне çÿрет. Унти экспонатсене пуянлатма хамăр ентешсем те, сумлă хăнасем те тимлеççĕ, ĕлĕкхи тата музее кирлĕ япаласене илсе пыраççĕ, парнелеççĕ. Музей вара экспонатсемпе пуянлансах пырать. 
Эпир Ф. М. Лукина юратат-пăр, хисеплетпĕр, эпир унпа мухтанатпăр. Вăл пирĕншĕн — пысăк тĕслĕх. Унăн юррисем ĕмĕр-ĕмĕр пурăнĕç чăваш çыннин чун-чĕринче, унăн пултарулăхĕ музей историйĕнче пысăк вырăн йышăнса пырĕ. Унăн ят-сумне тивĕçлипе упрар. 
Хаклă тăванăмăрсем! Эпир сире пурне те утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чатукасси ял тăрăхĕн территорийĕнче Ф. М. Лукин çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă тума кĕтетпĕр.

Н.Лукина, Ф.М.Лукин ячĕллĕ музей директорĕ


Миçе çын пăхнă: 610 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Ф.М.Лукин композитор | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024