Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Кăрлач » 18 » Ентешсем - Германире
Ентешсем - Германире
22:34
Сăн ÿкерчĕк
Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсенче Иванăн ашшĕ-амăшĕ Германие куçса кайнă. Хăйсем патне ывăлне çемйипе пурăнма чĕннĕ. Иван (Германири ячĕ Иоганн) Пик мăшăрĕпе, ачисемпе канашланă, вĕсен сĕнĕвĕпе килĕшнĕ. 1999 çулта пурнăç вырăнне улăштарнă. 
Чăваш хĕрĕ Людмила Константиновна Яковлева Яманак ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шăпа ăна Мускав облаçĕнчи Реутово хулине илсе çитернĕ. Вăл кунти çар чаçĕнче маляр-плиточницăра вăй хунă. Ку çар чаçĕнчех Омск облаçĕнче çуралнă нимĕç Иван службăра тăнă. Икĕ çамрăк пĕр-пĕринпе паллашнă. Туслăх юратăва куçнă. Часах çĕнĕ çемье чăмăртаннă. Иван кантăк касаканта (стекольщик), Людмила хăй специальноçĕпех тăрăшнă. Çемье Реутовăрах хваттер илнĕ. Мăшăрăн хĕрсем, Надьăпа Света, çуралнă. 
Бавари çĕрĕ, Ниттендорф поселокĕ. Вырăс çĕрĕнчи çемьене малтанах çăмăлах килмен. Çĕнĕ çĕр-шыв, çĕнĕ условисем. Нимĕç йăла-йĕрки. Халĕ ĕнтĕ вăл йывăрлăхсем хыçа юлнă. Кăçалхи январĕн 6-мĕшĕнче Пиксен Бавари çĕрĕ çине пурăнма куçни вун икĕ çул çитрĕ. Иванпа Людмила Раççейри Мускав облаçĕнчи, Чăваш çĕрĕнчи тăванĕсене çитсе курма шутларĕç. Вĕсене Мускаври иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ Елена Никонова, Яманакри (хĕлле ытларах Шупашкарта пурăнать) Раиса Прокопьева амăшĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç. Пĕрле Янкасри Василий Гордеев патне те хăнана çитрĕç, кунтах иртнĕ Çĕнĕ çула кĕтсе илчĕç. Инçетрен килнĕ хăнасемпе ку йĕркесен авторне те курнăçма, калаçса илме тÿр килчĕ. 
Чи малтанах мана çакă интереслентерчĕ. Пирĕн çĕр-шывран куçса кайнă ентешсем халĕ епле пурăнаççĕ-ха? 
Нимĕç çĕрĕ çинче пĕтĕмĕшле йĕркеллех пурăнаççĕ вĕсем. Хĕрĕсем кунтах качча тухнă, икĕ хĕрĕн те виçшер ача. 
Иоганн хăй специальноçĕпех ĕçлет. Паллах, халĕ Раççейре те стройкăра, ытти чылай çĕрте кĕленчене автоматсемпе усă курса касаççĕ. Германире вара пушшех те. Иоганн кĕленче каснă чух стеклорезпа пĕртте усă курмасть. Пĕтĕмпех электроника, автоматика. Ку ĕçе веçех кнопкăсем çине пусса çеç тăватăн. Людмила пысăк предприяти столовăйне тирпей-илем кĕртет. Ку ĕçре те наукăпа техника прогресĕ нумай мала кайнă, урай çумалли йĕпетнĕ татăка машина пăрать тата ытти те. 
Нимĕçсем пирĕнтен каярах пенсие тухаççĕ. Арçынсем 62-ре, хĕрарăмсем 60-та пулнă (халĕ ку вăхăт тата ытларах тăсăлмалла-мĕн, арçынсен 65, хĕрарăмсен 62). Германире çынсен вăтам ĕмĕрĕ пĕчĕкех мар. 
Укçи пурăнма çитет, терĕç (çын кĕсйинчи укçана шутлама хушманран шăп та шай мĕн чухлĕ илетĕр тесе ыйтма хăяймарăм). Ĕçшĕн тÿлекен укçа "Евро". Канмалли кунсем пирĕн патри пекех шăмат кунпа вырсарни кун. Пур специальноçпа та ятарлă вĕренни, пĕлÿ кирлĕ. Кун пек документлисен ĕç укçи те пысăкрах. Иван хăй специальноçĕпех ятарласа вĕренсе пĕлÿ илмен, çавăнпа унăн ĕç укçи те вĕреннисенчен пĕчĕкрех. 
Пиксем 4 хутлă çуртра икĕ пÿлĕмлĕ хваттерте пурăнаççĕ, уншăн (хваттершĕн) тÿлесе тăраççĕ. Ĕçе хăйсен автомашинисемпе çÿреççĕ: Иван — "Боро Вольсгфагенпа", Людмила — Румынинче туса кăларнă "Дачăпа". Нимĕçсен çирĕп йĕрке: автомашина çĕмĕрлес тăвас пулсан, хăйсем юсамаççĕ, çĕмĕрĕлнĕ вырăнтан ятарласа техникăпа пырса илсе каяççĕ. 
Ытти нумай нимĕçсенни пекех, Пиксен те килте компьютер пур. Ăна çывăх вăхăтрах Интернетпа çыхăнтарма шутлаççĕ. 
Дача валли арендăна çĕр — 0,35 сотых — илнĕ. Унта хуралтă (çурт) пур. Кунта кирек епле строительство ĕçĕсем тăвас пулсан та каллех çирĕп йĕрке: пурте проектпа пулса пымалла. Унран кăшт пăрăнсанах пăстараççĕ, хăв шутланă пек урăхла ним те тăваймăн. 
Çут çанталăк пуянлăхĕпе (ухутана çÿресси, пулă тытасси) усă курасси пĕтĕмпех тÿлевлĕ. 
Нимĕçсем питĕ перекетлĕ. Кунта та тĕне ĕненеççĕ. Анчах вĕсен йăли-йĕркисем урăхларах. Акă, çын вилсен, ăна пытараççĕ, анчах кайран (9,40 кунхи, çулталăкри тата ытти вăхăта) урăх асăнмаççĕ. (Акă Гордеевсем эп вĕсем патĕнче пулнă каç шăпах хăйсен ашшĕн, пирĕн тăрăхра чаплă механизатор пулнă Константин Гордеевич Гордеевăн виçĕ çулхине асăнчĕç. Çавна май унăн усрава илнĕ ывăлĕн Василий Гордеевăн Янкасри килне ăна лайăх пĕлнĕ çынсем, ĕçри тусĕсем пухăнчĕç). 
Германире йĕрке çапла. Енчен те вĕсен патне урăх çĕр-шывран хăнана каяс пулсан, пĕр харăсах икĕ çынна кăна йышăнма пултараççĕ. 
Паллах, пĕр тĕл пулура пурин çинчен ыйтса пĕлейместĕн. Кĕске калаçуран эпĕ çакна кăна аван ăнлантăм: Пиксем хăйсен Германири шăпине, унти пурнăçа хăнăхма малтанах çăмăл мар пулнă пулин те, халĕ ĕнтĕ ÿпкелешмеççĕ.

18.01.2011  И. Прокопьев "Ял пурнăçĕ"
Миçе çын пăхнă: 591 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024