Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2017 » Кăрлач » 22 » Георгий Ефимов-Туслин юбилейĕ çывхарать
Георгий Ефимов-Туслин юбилейĕ çывхарать
18:14
Сăн ÿкерчĕк

Георгий Леонидович Ефимов — паллӑ поэт, прозаик, публицист, Нестер Янкас премийӗн лауреачӗ, Раҫҫtй Федерацийӗн журналистсен союзӗн членӗ. Вӑл 1947-мӗш ҫулхи июлӗн 17-мӗшӗнче Красноармейски районне кӗрекен Турхан Упи ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ, Леонид, водитель пулса ӗҫленӗ, амӑшӗ, Нина Егоровна, тӑван колхозра вӑй хунӑ. Юратнӑ ачине ашшӗ-амӑшӗ пӗчӗкренех ӗҫе хӑнӑхтарнӑ, ăна тӗплӗ тума вӗрентнӗ.

1955-1958 ҫулсенче Георгий ялти тӑватӑ класлӑ пуҫламӑш шкула ҫӳренӗ. Унӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗ Таисия Николаевна Николаева пулнӑ. 1959–1964 ҫулсенче Упири вӑтам шкулта пӗлӳ пухнӑ. Шкулта вӗреннӗ чухнех район хаҫачӗпе ҫыхӑну тытнӑ. Сӑва-калав ҫырас туртӑм 5-мӗш класра вӗреннӗ чухне аталаннӑ. 1959-мӗш ҫулта, 12 ҫулхи ача, «Лум» ятлӑ пӗрремӗш сӑввине ҫырать. Ҫак сӑвва ача ялти клуб сцени ҫинче вуласа панӑ. Халӑх сӑвва кӑмӑллани ҫамрӑка татах сӑвӑсем ҫырма хавхалантарнӑ. Ку сӑвӑ унӑн ашшӗ ӗҫне хакланӑ май ҫуралать.

Атте турӗ тимӗрч лаҫҫинче

Тимӗртен ҫип-ҫивӗч лум.

Касатӑп шӑн ҫӗре –

Чӑнк-чанк! Тӑвать атте тунӑ лум.

Литература лаҫҫинче Георгий Тусли 1961-мӗш ҫулта хӗрӳллӗрех ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫак вӑхӑтра Георги Туслин «Ах, намӑссӑр Марине» шӳтлӗ сӑвви «Октябрь ҫулӗ» хаҫатра пичетленет.

Пирӗн кӳршӗ Марине

Юратать аншарлине.

Юратать, юхтарать

Кашни кун вӑл ҫуттине.

Ах, намӑссӑр Марине

Эсӗ вӑтӑр пиллӗкре

Паянах, ыранах

Хутшӑн-ха колхоз ӗҫне.

Хаҫатра ӗҫлекен Петӗр Вашават сӑвӑҫ ачан пултарулӑхне асӑрхать, аталанма чылай пулӑшать. Кӗҫех Георгин «Карап» сӑвви те ҫуралать. Асӑннӑ сӑввисем пурте шкулта тухса тӑракан «Ҫавал хумӗсем» журналта кун ҫути курнӑ. Ку журнала пуҫарса яраканӗ Анатолий Иванов вӗренекен пулнӑ. Пулас ҫыравҫӑн хайлавӗсем каярахпа «Ял пурнӑҫӗ», «Ҫамрӑк коммунист» хаҫатсенче, «Капкӑн», «Ялав» журналсенче час-часах пичетленеҫҫӗ.

1969-1971-мӗш ҫулсенче шкул пӗтернӗ хыҫҫӑнах Георгий Леонидович Пайсупин ялӗнчи клубра ӗҫлет. Ҫамрӑк каччӑ тӑрӑшнипе клубра «Туслӑх ҫӑлтӑрӗ» литпӗрлешӳ йӗркеленет, 11 автора пӗрлештернӗ вӑл. Литперлешӳ членӗсем тӑтӑшах конкурссене хутшӑннӑ. Икӗ хутчен ҫак пӗрлешӳ «Октябрь ҫулӗ» хаҫат ирттернӗ ӑмӑртура малти вырӑна тухма пултарнӑ. 1969 ҫултан вара хӑйне проза жанрӗпе ытларах ӗҫлеме пуҫлать.

1973-мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Георгий Леонидовича райхаҫат редакцине ӗҫлеме чӗнсе илнӗ. Ҫак тапхӑрта Леонид Николаевич Николаев редактор уншӑн чи ҫывӑх вӗрентекен пулнӑ. Аслӑ юлташӗ вӗрентсе пынипе мӗнпур вӑй-халне Георгий ҫырас ҫӗре ярать. Унтанпа чылай хайлав калӑпларӗ ентеш ҫыравҫӑ. Хайлавсенче вӑл атте-анне, юрату, вӑрҫӑ, ҫынлӑх, кӑмӑл-сипет тата ытти темӑсене хускатать.

Мӗн вӑл телей?

Телей тени атте-анне пурри,

Тус-тантӑшсем хисеплени.

Пысӑк туйӑм чун-чӗрери

Ырӑ та сывӑ пурӑнни.

Телей – савнишӗнех ҫунни

Каҫ-каҫ киле вӑл ӑсатни.

Пӗрле ҫемье чӑмӑртаса,

Ача-пӑчапа савӑнни.

Телей – тӗнче тӑнӑҫ тӑни

Вут-кӑварпа алхасманни.

Ӗҫре, килте чипер пулсан,

Туслӑ та ӑшшӑн пурӑнсан.

Унӑн паллӑрах хайлавӗсем: «Ултутти» (1993), «Ватлӑхри чир» (1994), «Ҫатракассинелле утатпӑр» (1997), «Вӗсем райхаҫатра ҫунат сарнӑ», «Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн тӑвалла» (2000).

1976-1980 ҫулсенче Чулхулари партин аслӑ шкулӗнче вӗренет. Вӗренсе пӗтерсен те тӑван тӑрӑха таврӑнать Георгий Ефимов. Пултарулӑхне кура ӑна Красноармейски совхозӗнче парти комитечӗн секретарӗ пулма шанаҫҫӗ. Кунта вӑл 1980-1982 ҫулсенче ӗҫлет. Пултаруллӑ та ӗҫчен каччӑн ӗҫӗсене район пуҫлӑхӗсем асӑрхасах тӑраҫҫӗ. Кӗҫех культура пайӗн пуҫлӑхӗ пулма уйӑрса лартаҫҫӗ. 1984 ҫултан пуҫласа 2010 ҫулччен «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра ҫанӑ тавӑрса ӗҫлет. Унӑн хайлавӗсене пурте юратсах вулаҫҫӗ. Районта ҫитмен, курман ял та юлман унӑн. Пуринпе те вӑл ӑшшӑн калаҫать.

Ывӑнма пӗлмесӗр ӗҫлет Георгий Леонидович. 5 ҫул хушши Н. Янкас пӗрлӗхӗн ертӳҫи пулса тӑрӑшать, 2010 ҫултанпа Красноармейски районӗн ветерансен канашӗн председателӗнче вай хурать. «Трак ен» фольклор ушкӑнне ҫӳрет, юрӑ-ташӑпа тата купӑс каласа ҫынсене савӑнтарать.

Ҫынра тӑхӑр тӗрлӗ талант пур теҫҫӗ. Георгий Ефимов ӑста ҫыравҫӑ, купӑсҫӑ кӑна мар, ҫут ҫанталӑк тусӗ те. Вӑл пуҫарнипе Пайсупин ялӗнче мӗн чухлӗ йывӑҫ лартман пулӗ. Хӑй лартса ӳстернӗ садра ӗҫлеме ҫав тери кӑмӑллать. Юлашки вӑхӑтра ял историйӗпе кӑсӑкланать, «Мамҫа, Пайсупин е Турхан Упи» хайлава ҫырса пӗтерсе ятарлӑ кӗнеке кӑларма ӗмӗтленет.

Авторсем: Васильева В.В., Петрова С.В.

Миçе çын пăхнă: 431 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024