Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Авăн » 15 » Гимназистсем - çĕнтерÿçĕсен ретĕнче
Гимназистсем - çĕнтерÿçĕсен ретĕнче
20:48
Сăн ÿкерчĕк
Сентябрĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарти «Олимпийский» стадионта икĕ хут Совет Союзĕн Геройне, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерне, СССР летчик-космонавтне А. Г. Николаева асăнса «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн эстафета чупăвĕ иртрĕ. Унта Трак енри 7 команда вăй виçрĕ. Асăннă ăмăртуран Трак гимназийĕн команди Олимп чемпионкин Валентина Егорован кубокĕпе таврăнчĕ.
Чăваш Ен прессин спорт фестивальне хутшăнма килнисене ЧР Президенчĕ М. В. Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, хăвăрт утас енĕпе Олимп чемпионки, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Елена Николаева, çамрăксен пĕрремĕш Олимп вăййисен чемпионки Екатерина Блесткина, «Советская Чувашия» хаçат редакторĕ А. Г. Соловьев ăшшăн саламларĕç, ăнăçлă стартпа финиш сунчĕç.
Чи малтанах старта хаçатçăсем тухрĕç. 14 команда вăй виçрĕ кунта. Ытти çулсенчи евĕрех Чăваш патшалăх университетĕнчи «Альмаматер» команда çĕнтерчĕ. Пирĕн районти «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕн команди 7-мĕш вырăн йышăнчĕ. Ун чысне социаллă ыйтусен пайĕн редакторĕпе Надежда Сидоровапа райхаçатăн тĕп редакторĕ Иван Прокопьев хÿтĕлерĕç.
Районти спорт ветеранĕсен команди ку хутĕнче тăваттăмĕш, çамрăксен команди пиллĕкĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Трак гимназийĕн кăтартăвĕ савăнтарать, вăл 10х400 м эстафетăна 10 минут та 26,3 çеккунтра вĕçлесе Чăваш Енри вăтам шкулсем хушшинче виççĕмĕш, яллă районсем хушшинче чи лайăх вăхăт кăтартрĕ, Олимп чемпионкин Валентина Егорован куçса çÿрекен кубокне иккĕмĕш хут çĕнсе илчĕ.
— Ку шкулăн 120 çулхи юбилейне хăйне май парне пулчĕ, — пĕлтерчĕ команда наставникĕ Владимир Валерьянович Моисеев. Гимнази чысне çаксем хÿтĕлерĕç: Анжела Тимонова, Надежда Егорова, Алексей Пантелеймонов, Любовь Егорова, Александр Илларионов, Дмитрий Марков, Николай Петров (пурте 11-мĕш класран), Алексей Перепелкин (10 «А»), Елизавета Жестянова (10 «Б»), Анжела Смирнова (7 кл.).
«Советская Чувашия» хаçат эстафетинче унччен гимназистсем 1989, 2002 çулсенче виççĕмĕш, 2001 тата 2003 çулсенче иккĕмĕш вырăнсене йышăннăччĕ. Вĕсене черетлĕ çитĕнÿпе саламласа тата пысăкрах ÿсĕмсем тума ырлăх-сывлăх сунатăп.

Миçе çын пăхнă: 572 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Гимназистсем | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024