Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Кăрлач » 22 » Ялсенчи пысăк ыйтусем. ("Ял пурнăçĕ" хаçатран)
Ялсенчи пысăк ыйтусем. ("Ял пурнăçĕ" хаçатран)
23:56
Сăн ÿкерчĕк
Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн администрацийĕ хăйĕн территорийĕнчи граждансен ыйтăвĕсене татса парассишĕн тăрăшать. Ешкилт ялĕнче çĕнĕ урам куç умĕнчех ÿсет. Кунта çулсерен çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ.

Хальлӗхе кунта электричество ҫук. Ҫавна шута илсе, геодезистсем электролини хывма топосъемка туса ирттерчӗҫ. Кун вапли 70 пин тенкӗ укçа тӑкакланӑ.
Кӗҫӗн Шетмӗре чиркÿпе ҫыхӑну уйрӑмӗ хушшинче кану центрӗ йёркелесшӗн. Унсӑрӑн кунта ниҫта та ларса канмалли ятарлӑ вырӑн ҫук. Пулас кану кӗтесӗ тавра карта тытса ҫавӑрма юпасем лартса тухнӑ. Хамӑр ӗҫченсемпе тата ҫамрӑксемпе вӑрмана кайса, юпалӑх юмансем касса килтӗмӗр. Ҫак кӗтесе йӗркелени — пирӗншӗн пысӑк ӗҫ.
Килти хытӑ каяшсене турттарса тухас ыйтӑва татса памалла. Вӗсене тиесе тухма ял администрацийӗсем валли ятарлӑ автомашина кирлӗ. Контейнерӗсем те хальлёхе 4 ҫеҫ, пурӗ 60 кирлӗ. Вӗсене укҫасӑр илеймӗн. Килти хытӑ каяша турттарса тухса тирпейлесси те укҫа-тенкӗпех ҫыхӑннӑ. Ӑна халӑхран пухмалла. Кун валли вӑл "пиҫсе" ҫитмен-ха. Ҫавӑнпа ҫак ыйтупа ҫынсем умӗнче тӑтӑшах тухса калаҫмалла, тӗрӗсрех каласан, вӗсем хушшинче ӑнлантару ёҫне вăйлатмалла.
Пирӗн территорири ялсенче паян пушӑ ҫуртсем нумай. Ҫав хушӑрах пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатас енӗпе нушаланакан ҫамрӑк ҫемьесем те ҫук мар. Ҫӗнӗ ҫурт лартма вӗсен хальлӗхе вӑй та ҫитеймест, паллах. Кун пек ҫемьесен сав пушӑ ҫуртсене илсе пурӑнма май пур.
Нумай выльӑх усракансем пирӗн енче те йышлӑ. Акӑ, сӑмахран, Яманакри Моисеевсем. Икшер ӗнеллисем кашни ялтах пур. Ку йӗркеллӗ пулӑм тесе шутлатпӑр. Хӑй вӑхӑтӗнче 4-шар ӗнеллисем те пулнӑ. Сӗт хакӗ чакрӗ те 2-шер ӗнине суткаларӗҫ. Ҫапах та вӗсем ун вырӑнне пӑрусем усраҫҫӗ-ха. Ара, кашнинех уйра 1-ер гектар ҫӗр пур. Унта туса илнӗ апата ахаль пӗтерместӗн вӗт, выльӑх-чӗрлӗх витӗр кӑлармалла. Ҫав ҫӗр ҫинче туса илнӗ тыр-пула, утта вырнаҫтармалла вӗт.
Сысна йышӗ питӗ чакса кайрӗ. Анчах малтан кам сыс-на ҫӑвӑрлаттарнӑ, ҫавсем халӗ те сысна ӗрчетеҫҫӗ. Ҫынсене сысна ҫурисемпе тивӗҫ-тереҫҫӗ. Ара, хӑшӗсем натурӑпа тырӑ илеҫҫӗ те ӑна ӑҫта вырнаҫтарас, выльӑх-чӗрлӗх витӗр кӑларса та пулин укҫа тукалаҫҫӗ.
Танӑш ялӗнче уйрӑм ҫынсем тӑрӑшнипе магазин патӗнче пӗве турӑмӑр. Унта икӗ пӑрӑх (унта-кунта выртнӑскерсене кӑларса килсе) хутӑмӑр. Кунта ял тӑрӑхён укҫи-тенки нумаях кайман. Пӗви питӗ кирлӗ. Мӗншӗн тесен кӗркун-непе ҫуркунне аялти урамра пурӑнакансем шыва каяҫҫӗ. Хамӑр тӑрӑхшӑн чунне паракан ҫынсем ялта сахал мар. Тӗслӗхрен, вӗсенчен пӗри — ял тӑрӑхӗн канашӗн членӗ Ю. Дмитриев.
Тепĕр пăшăрхантаракан ыйту та пур. Иртнӗ ҫу кунӗсенче "Воддорстрой" пӗрле-шӳпе Вӑрнарти ДРСУ ӗҫченӗсем Красноармейски — Чатукасси — Шупашкар автоҫул ҫинче асфальт сарас ӗҫсене вӗҫлерӗҫ. Ку лайӑх тейӗпӗр. Анчах Танӑш ялне кӗмелли ҫул ҫинче йӗркеллӗ съезд туса хӑвармарӗҫ. Унта мӑн муклашкаллӑ чулсем пырса тӑкрӗҫ те леш-сем машина-трактор ураписем ҫине лексе унталла-кунталла вӑркӑнаҫҫӗ. Танӑш ҫыннисем хӑйсенчен ҫапла мӑшкӑлланӑшӑн питӗ кӑмӑлсӑр.
Шыв хуҫалӑхӗпе илсен, Очкассипе КӑМакалта ҫеҫ колонкӑсем ҫук. Очкассинче кӑсал ҫӗнӗ ҫӑл чавтарнӑ, анчах унта шывӗ темшӗн тарчӗ. Кӑмакалта та çӑл тунӑ. Ко-лонкӑсем пур ялсенчи ҫӑлсене те пӑхса тӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен водобашньӑри насус ҫӗмӗрӗлес пулсан, халӑх шыв ӑсма ҫӑла каять вӗт.
Ҫӑва тата мур картисене йӗркелештерсе тухнӑ. Анчах ҫуркуннепе типё курӑксемпе хыт хурана чӗртсе яраҫҫӗ, ҫавна май вут-кӑвар вӑрмансене ярса илсе пысӑк сӑтӑр тума пултарать. Лартнӑ йывӑҫ-тӗмӗсене сыхласа хӑварма вӗренсе ҫитеймен-ха эпир. Вӗсене ÿсме памастпӑр, выльӑхсем тапта-са-ҫисе, ҫӗмӗрсе пӗтереҫҫӗ. Мӗншӗн тесен выльӑхсене ҫитерсе ҫÿремелли вырӑнсем ҫук.
Ялсенче пӗвесем сахал. Очкассинчи юшкӑнпа тулса ларчӗ, ӑна тасатмалла. Пушар-тем сиксе тухас пулсан, Кӑмакалта, Кӗсӗн Шетмӗре шыв илмелли вырӑнсем ҫук тесен те тёрӗс. Пӗр сӑмахпа каласан, ӗҫлемелли питӗ нумай.

О. АНДРЕЕВА.
Кӗсӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ

Миçе çын пăхнă: 675 | Кам хушнă: alex-net | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024