Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Нарăс » 15 » "ЙĔЛТĔР ЙĔРĔ - 2010"
"ЙĔЛТĔР ЙĔРĔ - 2010"
22:51
Сăн ÿкерчĕк
Нарăсăн 13-14-мĕшĕсенче Красноармейски вăрманĕ çывăхĕнче Пĕтĕм Раççейри "Йĕлтĕр йĕрĕ - 2010" чупăвĕн районти  XXVIII тапхăрĕ иртрĕ. Пĕрремĕш кунне чупăва районти шкул ачисем тухрĕç. Пĕтĕмпе 300 яхăн çамрăк йĕлтĕрçĕ тухрĕ старта. Вырсарникун вара, нарăсăн 14-мĕшĕнче, тĕрлĕ дистанциллĕ старта районти 40 предприятипе организацирен 200 ытла йĕлтĕрçĕ тăчĕ. Вĕсенчен 20 проценчĕ - ертÿçĕсем, çав шутра ял тăрăхĕсен 4 пуçлăхĕ тата 7 шкул директорĕ. Чи пысăк ушкăнсем Упири ятарлă шкул коллективĕпе район администрацийĕн йышĕ пулчĕç. 

Спортсменсене спорт уявĕ пуçланнă ятпа район пуçлăхĕ  С. А. Николаев (сăмах май, Станислав Андреевич хăй те VIP-чупăва хутшăнчĕ), Чăваш Республикин Президенчĕн представителĕ А. Д. Грицай, Çеçмер ялĕнчен килнĕ спорт ветеранĕ П. А. Шумилов саламларĕç.

Малтанах старта хĕрсемпе каччăсем тухрĕç. Вĕсем 3 километра чупрĕç. Çакăн пек дистанциех 39 çула çитмен арçынсем чупса тухрĕс. Унтан - 39 çула çитмен хĕрарăмсем тата 40-49 çулсенчи арçынсем 2 километра чупса ăмăртрĕç. 40-49 çулхи хĕрарăмсем тата 50 çулхи тата унтан та аслă арçынсем километр çурăна, 50 çулхи тата унтан та аслă хĕрарăмсем –  1 километра. Çĕнтерÿçĕсене медальсемпе, дипломсемпе тата парнесемпе чысларĕç. "Спортпа сывлах уявĕ чăннипех ăнăçлă иртрĕ", - терĕ юлашкинчен пухăннисене район пуçлăхĕ С.А.Николаев.
Миçе çын пăхнă: 611 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024