Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2017 » Ака » 11 » Юлия Артемьева республикăри конкурсра çĕнтернĕ
Юлия Артемьева республикăри конкурсра çĕнтернĕ
17:12
Сăн ÿкерчĕк

 Красноармейскинчи вăтам шкулăн 7-мĕш “а” класĕнче пĕлỹ илекен Юлия Артемьева республикăри вĕренекенсем хушшинче “Я в контакте с ПФР” конкурсра çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Ăна тата унăн педагогне В. М. Михайлова РФ Пенси фончĕн Çĕрпỹри районсем хушшинчи Управленийĕн начальникĕ В. А. Генералова савăнăçлă лару-тăрура Дипломсем пачĕ. Валентина Анатольевна палăртнă тăрăх, асăннă конкурса пурĕ 150-ăн ытла хутшăннă. 6 районпа хулари 12 вĕренекен вара çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ, çав шутра — Красноармейскинчи Юлия Артемьева та. Вĕсем пурте РФ Пенси фончĕн Чăваш Енти уйрăмĕн Дипломĕсене тата конкурс партнерĕсен парнисене тивĕçнĕ. “Конкурсра çĕнтерни — Пенси фончĕ вĕрентỹ учрежденийĕсемпе таччăн çыхăнса ĕçленин ỹсĕмĕ, — палăртрĕ тĕлпулу вăхăтĕнче Красноармейскинчи вăтам шкул директорĕн çумĕ Л. Н. Крутова. — Ку çыхăнăвăн тĕп задачи — аслă классенче вĕренекенсене пулас пенси епле йĕркеленни пирки каласа ăнлантарасси”. Çак конкурса Пенси фончĕн специалисчĕсем 2016 çулхи сентябрь-декабрь уйăхĕсенче, РФ Пенси фончĕн аслă классенче вĕренекенсем хушшинчи пенси пĕлĕвĕн вĕрентỹ проекчĕпе килĕшỹллĕн, ирттернĕ уроксен итогĕсемпе йĕркеленĕ. Вĕренекенсене “ВКонтакте” социаллă сетьри хăйсен аккаунчĕсенче “Планируй пенсию смолоду”, “Белая зарплата”, “Накопительная пенсия” тата “Электронные услуги ПФР” темăсемпе постсем çырма сĕннĕ. Уроксенче илнĕ пĕлỹсемпе усă курнипе пĕрлех ачасем Пенси фончĕн астумалăх çырнисемпе (памяткисемпе) тата брошюрисемпе, çавăн пекех Чăваш Ене 8 пин ытларах тиражпа килнĕ тỹлевсĕр учебникпа усă курма пултарнă. Конкурсăн тепĕр условийĕ — “В Контакте” социаллă сетĕн “Пенсионный фонд РФ по Чувашской Республике” ушкăнне кĕресси. Çамрăксене пенси пĕлĕвĕсен никĕсĕсене вĕрентмелли проект Раççейре 2011 çултанпа пурнăçа кĕрет. Чăваш Енре вара çак ĕç Пенси фончĕпе вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерстви хушшинче тунă килĕшỹ никĕсĕ çинче пурнăçланать. Проектпа килĕшỹллĕн, Пенси фончĕн специалисчĕсем шкулсенче пенси пĕлĕвĕн урокĕсене ирттереççĕ. 2016 çулта пирĕн районти виçĕ шкулти 53 вĕренекен пенси пĕлĕвĕн урокĕсене хутшăннă. Пенси фончĕн вĕрентỹ проекчĕн черетлĕ тапхăрĕ кăçалхи сентябрь-декабрь уйăхĕсенче иртет.

В. Данилов.

Миçе çын пăхнă: 436 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024