Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2014 » Утă » 10 » Карайра Трак районĕн кунĕ иртрĕ
Карайра Трак районĕн кунĕ иртрĕ
00:01
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Кÿлĕ чÿкĕ

Трак ен кунĕ - 2014

Утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче Карайра Трак районĕн кунĕ иртрĕ. Çак кун Карай тăрăхĕ çĕр-шывăн, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ хăнасене тарават йышăнчĕ. Уяв район центрĕнче пуçланчĕ. Кăнтăрла райпон суту-илỹпе йăла çăмăллăхĕсен центрĕ умне çынсем йышлăн пухăнчĕç. Ку çуртăн тулашне уяв чухнехи пек илемлетнĕ. Унăн путвала кĕмелли алăкĕ çине “Бархат” тесе çырса çапнă. Çакăнта кафе-бар ĕçлеме тытăнмалла ĕнтĕ. Савăнăçлă уява обществăлла апатлану предприятийĕн директорĕ Л. Бардасова уçрĕ, райпо канашĕн председательне Р. Николаевана сăмах пачĕ. Роза Александровна бара уçассине район çамрăкĕсем тапратнине асăнчĕ. Тĕллеве пурнăçа кĕртме район ертỹлĕхĕ те пулăшнă. Кунта малашне тематика каçĕсем, кĕпе-тумтир, атă-пушмак кăтартăвĕсем йĕркелеме палăртаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков кафе-барăн ятне суйласа илме Интернет урлă район çамрăкĕсем хутшăннине пĕлтерчĕ. Чăваш Республикин конкурент политикипе хаксен службин ертỹçи А. Егорова Трак енсене уяв ячĕпе ЧР ертỹлĕхĕ, ЧР Министрсен Кабинечĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Уява ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ В. Павлов та килнĕ. Вăл та, ыттисем пекех, пухăннисене уяв, кунпа пĕрлех Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунĕ ячĕпе ырă сунчĕ. Чаплă самант — кафе-бар умне карнă хĕрлĕ хăйăва касаççĕ. Мари Эл Республикин Морки район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Григорьев ентешсем патне Моркисен саламне çитерчĕ. Шăмат кунхи хаваслă самантсенче хăнасем татах пулчĕç. “Раççей почтин” республикăри управленийĕн ертỹçи В. Тимофеев, Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А. Ярабаева, Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Горбунов, Муркаш район администрацийĕн ĕçсен управляющийĕ А. Краснов... Çĕрпỹ районĕнчен те чаплă хăнасем килнĕ. Карай ял тăрăхĕн çĕрĕ вăрман çумĕпе чикĕленет. Чăваш тумĕсене тăхăннă хĕрсен ушкăнĕ çакăнти уçă сывлăшра хăнасене çăкăр-тăварпа, чăваш сăрипе кĕтсе илчĕ. Савăк юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д. Платонов ял тăрăхĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Карая паян çатма пек такăр çул илсе çитерет. Çултан инçе те мар капмар çурт. “Караево” пĕрлешỹн (учредителĕ Ю. Капитонов) тырă тасатса типĕтекен çĕнĕ комплексĕ. “Объект хакĕ 20,5 млн тенкĕ, строительство ĕçĕсене пĕрлешỹ хăй тунă, оборудованипе Чул хулари “Мельинвест” пĕрлешỹ (ООО) тивĕçтернĕ. Пĕр сехетре 50 тонна тырă тасатма, 15 тонна типĕтме пултарать”, — палăртрĕ пĕрлешỹ директорĕ Р. Никифоров. “Кун пекки республикăра хальлĕхе урăх çук-ха”, — пĕлтерчĕ кунти ĕçсемпе интересленсе тăракан О. Гусев специалист. Пĕрлешỹре ĕçлекенсемшĕн те яваплă самант. Комплекс умĕнче савăнăçлă митинг пулчĕ. Килнĕ ентешсем Карайсен хирĕсем таса пулнине, вĕсенче аван тыр-пул çитĕннине палăртрĕç, вĕсене паллă кун ячĕпе саламласа çĕнĕ ỹсĕмсем сунчĕç. Хĕрлĕ хăйăва касрĕç. Комплексăн управлени пунктĕнчи кнопкăсем çуталса кайрĕç, агрегатсем татти-сыпписĕр ĕçлеме тытăнчĕç. Карай ялĕнче тепĕр пысăк уяв. Яла пырса кĕнĕ çĕрте çĕнĕ капмар çурт. “Волит” пĕрлешỹн суту-илỹ центрĕ “Ирина” вырнаçнă кунта. Кунта та хĕрлĕ хăю касрĕç — пур йышши тавара та сутакан, самообслуживани йĕркипе магазин ĕçлеме тытăнчĕ. Тĕп усадьбăра Район кунне хатĕрленсе ытти сумлă ĕçсем те тунă, культура çуртне йĕркене кĕртнĕ (тăррине улăштарнă). Çывăхрах кану паркне хывнă. Халĕ ĕнтĕ кунта беседка та пур, тенкелсем вырнаçтарнă, пĕрлехи вăйпа ытти ĕçсене малалла тăваççĕ... Майĕпен уяв Кỹлхĕрри Карай ялĕн Кỹлхĕрри кỹлли патне куçать. Кỹлĕпе юнашар уяв сцени. Раççей, Чăваш Ен, район, ял тăрăхĕн ялавĕсем. Кунтах районти ял тăрăхĕсен ялавĕсен хăйне евĕрлĕ парачĕ. Пыл фестивалĕ, ял тăрăхĕсен килти “Чи лайăх хăна пỹлĕмĕ” конкурсĕ, волейбол, район администрацийĕн кубокне çĕнсе илессишĕн мини-футбол вăййисем. Палаткăсенче суту-илỹ точкисем. Ял çыннисене канма, савăнма мĕн пур майсем туса панă. Ирпе ирех пулăçсем те ăмăртнă. Тĕлĕнмелле хитре, çавра пысăк кỹлĕ. Ун умĕнче ĕлĕкхи йăла-йĕрке - Кÿлĕ чÿкĕ - иртрĕ. Раççей, Чăваш Ен, район Гимнĕсем мăнаçлăн янăрарĕç. Уяв сцени çинче сума суса килнĕ сумлă хăнасем. Салам сăмахĕсем, хаклă парнесем. Район кунĕнче Карайри канупа библиотека тивĕçтерĕвĕн центрĕ хаклă парнесене, чылай ентешсем вара Раççей, Чăваш Республикин, район пĕлтерĕшлĕ наградăсене тивĕçрĕç. Пухăннисем чаплă та хаваслă юрăсенчен тăракан мăнаçлă концерта тата нумай конкурс-ăмăртусене пăхма-курма тата вĕсене хутшăнма пултарчĕç. Черетлĕ ку уяв та Карайсемшĕн кăна мар, пĕтĕм район çыннисемшĕн чылайлăха асра юлĕ.

И. Прокопьев

Миçе çын пăхнă: 542 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Кÿлĕ чÿкĕ, Трак ен, Красноармейски | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024