Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Кăрлач » 26 » Халăхран тухнă талантăн юбилей каçĕнче
Халăхран тухнă талантăн юбилей каçĕнче
21:00
Сăн ÿкерчĕк
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Илья Романович Степанов композитор хайĕн 70 çулхи юбилейне паллă турĕ. Уяв каçĕ Кушкăри кану çуртĕнче иртрĕ
И.Р.Степанов ку таранччен пине яхăн юрă кĕвĕленĕ, вĕсенчен 800 ытла юррине пичетлесе кăларнă. Авторăн «Шетмĕ кĕввисем», «Ай, юрлар-и», «Икĕ Илле юррисем», «Тăванлăх юррисем» тата ытти юрă кĕнекисене музыка енĕпе ĕçлекен культура ĕçченĕсем питĕ аван пĕлеççĕ. Унăн хисеплĕ те чыслă ячĕсем те автора çÿле çĕклеççĕ. Вăл - Чăваш Республикинчи музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ, Чăваш Республикинчи композиторсен ассоциацийĕн членĕ, Красноармейски районĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн преми лауреачĕ. Унăн халăхра анлă сарăлнă «Шăнкăрав курăкĕ», «Çул юхать», «Пурăнатпăр пĕрре çĕр çинче» юррисене пĕлмен çын та çук пулĕ.
Уяв программи Красноармейски районĕн Гимнĕпе (авторĕсем И.Р.Степанов тата Л.И.Антонов) уçăлчĕ. Хăнасем юбиляр çинчен чылай ырă сăмах каларĕç. Вĕсем пурте композитор кун-çулне тишкернĕ май Илья Степанов чăваш юрă музыкин культурине аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнине палăртрĕç.
Уяв пысăк концертпа вĕçленчĕ.Унта "Трак ен" фольклор ушкăнĕ, "Кăмăл" агитушкăн, "Сударушки" ансамбль, "Шурăмпуç" агитушкăн, "Каприз" ансамбль, ветерансен хорĕ, Йĕпрем тата Кушка ялĕсенче фольклор ушканĕсем хутшăнчĕç.

Миçе çын пăхнă: 561 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024