Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2014 » Авăн » 18 » Халăхшăн ырă тăвакан ватă
Халăхшăн ырă тăвакан ватă
21:41
Сăн ÿкерчĕк

Çапла пĕлтерет «Ял пурнăçĕ» хаçат Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ М. Прохоров пирки. Нумаях пулмасть вăл тăхăр вунă çулхи юбилейне паллă тунă.

Çак паллă кун хисеплĕ ватăн хваттерĕнчен хăна-вĕрле татăлмарĕ. М. Прохорова Трак тăрăхĕнче пĕлмен-палламан çын çук та пулĕ. Михаил Прохорович, Тусай ялĕнче çуралнăскер, пĕтĕм кун-çулне Трак тăрăхĕн аталанăвне панă, паян кун та унăн шăпипе, пуласлăхĕпе интересленсех тăрать. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вучĕ витĕр тухнă вăл. Мирлĕ пурнăçра истори, географи, черчени учителĕнче,Именкассипе Красноармейски вăтам шкулĕсен директорĕнче, культура пайĕн пуçлăхĕнче, райĕçтăвком председателĕн çумĕнче тăрăшнă. Ял тата район совечĕсен депутачĕ пулнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан Трак енри ветерансен канашне ертсе пынă. Темиçе кĕнеке авторĕ. Наградăсем чылай унăн. М. Прохорова паллă кун ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков саламларĕ, çирĕп сывлăх, ырă кун-çул сунчĕ, Раççей Президенчĕ В. Путин алă пуснă саламлă çырăва, чĕрĕ чечек çыххипе парне панă. Михаил Прохоровича çавăн пекех районти ĕç, вăрçă, çар тата право йĕркине сыхлакан тытăмри ветерансен канашĕн председателĕ Г. Ефимов, Раççей Пенси фончĕн районти управленийĕн ертỹçи А. Петрова, район администрацийĕн çамрăк специалисчĕсем, ыттисем саламланă.

Чăваш халăх сайчĕ

Миçе çын пăхнă: 505 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024