Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Раштав » 21 » Хут купăсне алран вĕçермест
Хут купăсне алран вĕçермест
18:33
Сăн ÿкерчĕк
Красноармейски райпо ветеранĕсен тĕл пулăвне пынăччĕ вăл. Ун хыççăн пухăннисене хавас та çĕкленÿллĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕ. Хут купăсне те хăех каларĕ. Темиçе çул пĕлетĕп-ха ăна. Пĕртте 70 çул урлă каçнă теместĕн: сăн-питрен те чылай çамрăк курăнать, хусканăвĕсем те çăмăл, пÿрнисем хут купăс тÿмисем çинче вылясах тăраççĕ. Ватăсем ăна алă çупса йышăнчĕç.
Каярахпа ятарласа курнăçрăм Николай Семеновичпа, пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, пултарулăхĕ пирки интереслентĕм. Манăн йыхрава хапăл тунăскерпе сăмахлама та çăмăл иккен: ыйтусене тÿррĕн хуравлать. Акă мĕн пĕлтĕм Н. Дмитриев пирки.
…Вăл Вăрмар районĕнчи Кивĕ Шулханра йышлă ачаллă çемьере (4 ывăлпа 5 хĕр) çуралнă, чи кĕçĕнни пулнă.
— Пиччем те — Иван — Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Халĕ ăна та юлашки çула ăсатрăмăр. Икĕ аппам çеç тăрса юлчĕ. Раиса — 90 çулта, Мускавра пурăнать. Елена, РФ тава тивĕçлĕ зоотехникĕ, Çĕрпÿре тĕпленнĕ. Ачалăх çулĕсем çăмăл килмерĕç çав. Мĕн тăвăн, пурте ун чух йывăрлăха чăтса ирттернĕ, çав шутрах эпир те. Анне — Анна Николаевна — ку çулсенче окопсем чавса шăннăскер, каярахпа куçĕ хавшанипе аптрарĕ. Манăн та пĕчĕклех, кăштах тырă ĕçлесе илес тесе, 9 çул хушши кĕтÿ кĕтме лекрĕ, — аса илчĕ Николай Семенович.
17-ре чухне оргнаборпа Архангельск хулине тухса каять, тинĕс портĕнче грузчикре ĕçлет.
— Çывăх çынсем "салтака килтенех кай” терĕç те, яла таврăнтăм, Вăрмарти автошкулта водителе вĕрентĕм. Унтан 4 çул Германире хĕсметре тăтăм, — пĕлтерчĕ Н. Дмитриев.
Çартан таврăнсан, вăл 1969 çулта Çĕрпÿри совхоз-техникумран "питĕ лайăх” паллăсемпе вĕренсе тухнă. Вăрмарти "Сельхозтехника” пĕрлешĕвĕнчи линипе монтаж участокĕнче 19 çул прорабра ĕçленĕ. Ку вăхăтрах Чул хулари ял хуçалăх институтĕнче кÿртĕм мелĕпе вĕренме те мехел çитернĕ. Çав çулсенче шăпах Куславкка районĕнчи Карач хĕрĕпе — Алла Леонидовнапа (вăл медицина институтĕнче вĕреннĕ) паллашнă, çемье чăмăртанă. Красноармейскине куçса килсен, мăшăрĕ — районти тĕп больницăра, хăй сысна самăртакан "Союз” комплексра тĕп инженерта вăй хума тытăннă. 1986 çултан — газ уçлакан "Заволжская” станцири смена инженерĕ. Тивĕçлĕ канăва тухас умĕн 15 çул хушши райпо автогаражĕн начальникĕнче тимленĕ. Халĕ те ĕç хăварма шутламасть-ха, "килте алă усса мĕнле ларас”, тет.
Икĕ ывăл Дмитриевсен, аслă пĕлÿллĕ. Владимир Красноармейскинчех тĕпленнĕ — аслă суд приставĕ. Юстици майорне çак кунсенче çеç-ха ЧР Пуçлăхĕ М. В. Игнатьев Тав хучĕпе чысланă. Алексей вара "Чăвашмелиораци” пĕрлешÿ ертÿçин çумĕнче вăй хурать.
Мана Николай Семеновичăн пултарулăх çулĕсем те интереслентерчĕç.
— Купăс калама 4-мĕш класра вĕреннĕ чухне ялти клубра хăнăхрăм. Кĕтÿ кĕтнĕ çулсенче Иван пичче хама ятран хут купăс туянса пачĕ. Ялти вăйăсем, Çĕнĕ çул каçĕсем, тĕрлĕ уяв-праçниксем пĕртте мансăр иртмен. Яш-кĕрĕмпе вăй питтисене юрлаттарнă-ташлаттарнă. Архангельскра чухне музыка училищине каçхи занятисене те çÿрерĕм, — терĕ вăл.
Унтанпах хут купăса алăран ямасть Н. Дмитриев. Çарта чухне, ав, концертсене хутшăннă, баянпа каланă. Активлăхшăн 10 кунлăх отпуска та тивĕçнĕ. Германи çĕрĕ çинчен баян туянса таврăннă. Николай Семеновичăн пултарулăхĕ çулран-çул туптанса пынă. Вăл уçă саслă тусĕсемпе — хут купăс-баянпа. Чăваш телевиденийĕпе А. Васильев йĕркеленĕ "Выля, хут купăс!” передачăна Трак ен çĕрĕ çинче ÿкернĕ, республика Кунне Шупашкарта паллă тунă çĕре, районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕсене — Ака туйсене, культурăн Красноармейскинчи тĕп учрежденийĕнче иртнĕ смотр-конкурссене хутшăннă. Пушă вăхăтра халĕ те алла хут купăс тытать, чăваш, тутар, вырăс кĕввисене каласа савăнтарать.

В.Данилов
Миçе çын пăхнă: 497 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024