Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Утă » 12 » "ХЫПАР": «Хунав», «Шуçăм», "Çеçпĕл" ача сачĕсем — мĕн тери илемлĕ ятсем
"ХЫПАР": «Хунав», «Шуçăм», "Çеçпĕл" ача сачĕсем — мĕн тери илемлĕ ятсем
23:52
Сăн ÿкерчĕк
Республика кунне уявланă самантсем чылайăшĕн асĕнче нумайлăха юлни иккĕлентермест. Шупашкарта пурăнакан пĕчĕк ачаллă ашшĕ-амăшне вара концерт-куравран та ытларах çĕнĕ садик уçăлни савăнăç кÿчĕ. Çурт хыççăн çурт çĕкленнĕ май халăх йышĕ ÿссех пыракан «Волжский-3» микрорайонта халĕччен шкул çулне çитменнисен учрежденийĕ пулман. Ку кăна та мар, юлашки 20 çулта хулара çĕнĕ пĕр садик та уçман. Çакна шута илсен 200-мĕш ача сачĕ халĕ пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерекен чăн-чăн кермен темелле. Унта ачасене тĕреклĕ-сывă ÿстерме, пур енлĕ аталантарса шкула хатĕрлеме условисем çителĕклĕ. Пĕр сăмахпа, ыттисене ăмсанмалăх пур. Тата, хăтлă çуртри пахалăхсене шута илсех-ши, садике «Эрудит» ят панă. Çак сăмах латинларан пысăк пĕлÿллĕ çын тесе куçать. Садикре, паллах, ачасен ăс-хакăл пуянлăхне ÿстермелли программăсемпе ĕçлеме палăртаççĕ пулĕ-ха. Ку аван. Анчах... 
Савăнмалли пулăмсем те хăш чухне кăшт йÿçекрех туйăм хăвараççĕ. Калаçу каллех чăвашлăх пирки. Темшĕн-çке çакăн пек учрежденисене чăвашла ят пама васкамастпăр. «Эрудит» тенине тиркесшĕн мар-ха. Çапах та Чăваш Енĕн Республика кунне уявламалли программăна кĕртсех çĕртмен 23-мĕшĕнче уçнă садик ячĕ чăвашла илемлĕн янăранине илтес килетчĕ. Халь акă Шупашкарта тата икĕ çĕнĕ садике туса пĕтернĕпе пĕрех. Вĕсене те «кăсăклă» ятсем парĕç-и ĕнтĕ? 
Хулари шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсен чылайăшĕн ят çук иккен, тĕпрен илсен номерсемпе палăртнă. Вĕсен списокне йĕрлесе пынă май пĕр тĕлте тăруках чарăнтăм. Куç тĕлне «Мерчен» ятлă 117-мĕш садик тĕл пулчĕ, чуна ăшăтса ячĕ. Вăл Трактор тăвакансен проспектĕнчи 26-мĕш çуртра вырнаçнă. Кунта ачасене чăваш культурипе, йăли-йĕркипе паллаштарас ыйтусемпе тăрăшса ĕçленине те пĕлтерчĕç. 
Ытларах чăвашсем пурăнакан районсенче лару-тăру урăхларах, кăмăллăрах пуласса шанса садиксен ячĕсене малалла тишкеретĕп. Анчах шанăç тÿрре килмерĕ, пăшăрхантаракан тĕслĕх сахал мар пулчĕ. Шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсем кашни районтах пур, хăшĕсенче - сахал, теприсенче вуннăран та иртет. Патăрьел районĕнчен пуçлар-ха. Пĕр пек ят панисем тÿрех куçа тăрăнчĕç: «Василек» - 2 садик, «Сеспель» - 2 садик, «Родник» - 2 садик, унсăр пуçне «Колосок», «Солнышко», «Ромашка», «Центральный», «Була» пур. 
Ыттисем пирки вара çĕнĕ йĕркеренех çырас килчĕ. «Сар хĕвел» /Туçа/, «Хĕрлĕ палан» /Ишлĕ/, «Хунав» /Аслă Чемен/, «Шуçăм» /Первомайски/ садиксен ячĕсем мĕн тери илемлĕ. Вĕсене суйласа илнĕ яваплă çынсем тăван ене, ачасене чунран юратни, пуласлăхĕ пирки шухăшлани, пĕтĕмлетсе каласан, чăн-чăн патриот пулни сисĕнет. Çак пулăм ачасене воспитани парас ĕçе ырă витĕм кÿресси иккĕлентермест. Садиксен ячĕсене чăвашла панине тата темиçе районта асăрхарăм: «Путене» /Йĕпреç/, «Илемпи» /Елчĕк/, «Шуçăм» /Етĕрне/, «Пилеш» /Шăмăршă/, «Путене» /Муркаш/. 
Тĕплĕнрех тишкерсен мĕн палăрать-ха? Нумайăшĕ «Солнышко» ята килĕштерет иккен. Вĕсем кашни районта тенĕ пекех пур, пĕрре кăна та мар. Канаш районĕнче - пиллĕк! Вăрнар районĕнче виçĕ - садике, Вăрмар, Шăмăршă, Патăрьел, Муркаш, Йĕпреç районĕсенче пĕрер садике çак ята панă. Тата мĕнле ятсем ытлашшипех хисепре-ха? «Рябинка», «Колосок», «Березка», «Сеспель», «Теремок», «Колобок», «Сказка», «Тополек», «Василек», «Рябинушка», «Колокольчик»... ытларах. Пĕр пек ятлисем тата пĕр-пĕринчен уйрăлса тăрас тесе мĕн тăваççĕ-ши? Вĕренÿпе воспитани программисен пуянлăхĕпе, хăйне евĕрлĕхĕпе-ши чăвашлăх ыйтăвĕсемпе те пуçаруллă ĕçленипе палăраççĕ-ши? Апла пулсан юрĕччĕ те. 
Кирек мĕнле пулсан та чăваш ялĕнчи садик ячĕ вырăсла пулни тата республикăри пĕр евĕрлĕ ятсен хушшинче çухалса кайма пултарни пăшăрхантарать. Сăмахран, «Колобок» вырăнне - «Йăва», «Сказка» вырăнне - «Юмах», «Колокольчик» вырăнне «Шăнкăрав» тесен чуна çывăхрах кăна мар, илемлĕрехчĕ те. 
2012-2014 çулсенче республикăра 25 çĕнĕ ача сачĕ тума палăртнă. Вĕсене ят панă чухне пирĕн асăрхаттарăва шута илессе шанатпăр.

Алина ЛУКИЯНОВА
Миçе çын пăхнă: 618 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: http://www.chuvash.org/blogs/commen | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024