Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Пуш » 4 » Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче "Чăваш пикине" суйларĕç
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче "Чăваш пикине" суйларĕç
20:43
Сăн ÿкерчĕк
Красноармейскинчи иккĕмĕш номерлĕ шкулта "Чăваш пики - 2011" конкурсăн пĕрремĕш турĕ иртрĕ. Унта кашни 9-11 класран пĕрер хĕр упраç хутшăнчĕ. Жюри членĕсем чи маттур та ăслă, хитре те капăр, ăста та вăр-вар чăваш пикине суйларĕç. 
Хĕр упраçсем тăван чĕлхене, халăхăн историйĕпе йăли-йĕркине, культурине аван пĕлессипе тупăшрĕç. Тата вĕсем юрларĕç, ташларĕç, сăвă каларĕç. 
Конкурс вĕçĕнче хĕрсем наци апат-çимĕçне хатĕрлес енĕпе кулинари ăсталăхне кăтартрĕç.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх çакă паллă пулчĕ: 9 "б" класра вĕренекен Анастасия Никифорова "Чăн-чăн пике артистка" номинацире, 10 "б" класра вĕренекен Татьяна Петрова "Чи сăпайлă пике" номинацире, 11 "а" класра вĕренекен Алина Ефимова "Чи савăнăçлă пике" номинацире çĕнтерÿçĕ ята çĕнсе илчĕç. "Чăваш пики - 2011" ята вара 9 "а" класра вĕренекен Ксения Григорьева тивĕçрĕ. Вăл район шайĕнче иртекен конкурса хутшăнĕ.




Миçе çын пăхнă: 896 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024