Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Кăрлач » 1 » Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕн С.А.Николаевăн Çĕнĕ Çул саламĕ
Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕн С.А.Николаевăн Çĕнĕ Çул саламĕ
12:34
Сăн ÿкерчĕк
Хаклӑ ентешӗмӗрсем!
Чӑваш Республикин Президенчӗ Н. В. Федоров Республикăн Патшалӑх Канашне нумаях пулмастъ янӑ 'Чӑваш Ен: пуласлӑхри тата пуласлӑх валли" Ҫырӑва тулли кăмӑлпа итлерӗм. Николай Васильевич чӑваш халӑхӗ 2009 ҫулта тунӑ ӗҫ-хӗле кӗскен те уҫӑмлӑн пӗтӗмлетрӗ, ытларах малашлӑхри тӗллевсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Малалла ӑнтӑлса ӗҫлеме хистекен ку документ пирӗн район ҫыннисемшӗн те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫавна май çапла каланӑ пулӑттӑм: Ҫӗнӗ 2010 ҫула эпир те, трак енсем, мӗн пур чӑвашпа пӗрле çӗнӗ те ырӑ, хаваслӑ та курӑмлӑ туйӑмсемпе кӗретпӗр. Ав, иртнӗ ҫул та тӑван район аталанӑвӗн хӑватне ÿстерес ӗмӗт-тӗллевпе вӑй хунӑран усӗмсем туптама пултартӑмӑр. Ҫӗр ӗҫченӗн ҫулталӑкӗнче реконструкцилесе тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн Йӗпрем фермине ҫӗнӗ сӑн кӗчӗ. Ун умӗн ку евӗр улшӑнусем Яманакри сӗт-ҫу ферминче те вырӑн тупрӗҫ. Районӗпе 2008 ҫулхинчен тӗш тырӑ — 1600, ҫӗр улми 1490 тонна ытларах алла илтӗмӗр. Тӗш тырӑ кашни гектартан вӑтамран бункер виҫипе — 23,9, ҫӗр улми 206 центнер пухса кӗртрӗмӗр. Чылай хуҫалӑхра кӑтартусем пысӑкрах та пулчӗҫ. "Красное Сормово" пӗрлешӗвӗн административлӑ ҫӗнӗ ҫурчӗ хута кайрӗ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче Красноармейскинче бизнес-инкубатор усӑлчӗ. Район центрӗнчи нумай хваттерлӗ 20 ҫуртра 19 миллион ытла тенкӗлӗх юсав ӗҫӗсем пурнӑҫланӑ. "Чул хула трансгаз газпром" обществӑн филиалӗнче — Заволжски ЛПУМГра вӑй хуракансен ҫитӗнӗвӗсем те курӑмлӑ. Сӑмах май, иртнӗ çул ӑна йӗркеленӗренпе 25 ҫул ҫитрӗ. Мӑн Шетмӗри Совет Союзӗн Геройӗ В. В. Васильев ячӗллӗ вӑтам шкул уҫӑлнӑранпа 175 ҫул тултарнине те пӗтӗм халӑхпа паллӑ турӑмӑр. Чатукассисем те, шкул юбилейне халалласа, пысӑк уяв йӗркелерӗҫ. Райпо, "Чесла", ытти чылай коллектив ÿсӗмӗсем куҫ умӗнчех. Ӗҫпе кӑна мар, канупа спортра палӑракансем те ҫӗршерĕн Трак енре. 1985 ҫултанпа, сӑмахран, В. Кацовпа В. Степанов воин-интернационалистсене асӑнса ӑмӑртусем йӗркелесси йӑлана ҫирӗп кӗчӗ. Вӗсенче хамӑр тӑрӑхри кӗрешӳҫӗсем ҫеҫ мар, республикӑри ытти район-хулари, ҫавӑн пекех Раҫсейӗн тӗрлӗ регионӗсенчи яш-хӗрсем тупӑшаҫҫӗ. Трак енсен спортри ӳсӗмӗсем пысӑккине ентешсем хушшинче тӗнче, Раҫҫей, республика шайӗнчи ӑмӑртусенче аван кӑтартусемпе палӑракансем нумайланни те яр-уҫҫӑн ҫирӗплетет. Заволжски ЛПУМГ, акӑ, спортпа сывлӑха ҫирӗплетес ӗҫе лайӑх туса пынӑшӑн Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт тата туризм министерствин лауреачӗ пулса тӑчӗ, кубокпа диплома, хаклӑ парнене тивӗҫрӗ. А. Н. Григорьев тренера вара Раҫҫейри "Ҫӗнӗ ӑру" спорт программисен фончӗ лауреат ятне пачӗ, дипломпа чысларӗ. 2010 ҫул юбилейсенчен пуян, Чи малтанах районӑн 75 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑватпӑр. Ӑна ӗҫ парнипе кӗтсе илесси кашни ҫын чун-чӗринче вырӑн тупмалла. 2010 ҫул Учитель ҫулталӑкӗ пулнипе те историне кӗрӗ. Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 65 ҫул ҫитет. Ҫулсем иртнӗ май, ветерансен йышӗ сахаллансах пырать. Вӗсене куллен пулӑшу кӳресси пирки ялан асра тытмалла пирӗн. Кӑҫалхи октябрьте Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ пулмалла, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен суйлавӗ те иртмелле.
Трак енӗн хисеплӗ ҫыннисем! Районӑн хаклӑ хӑнисем!
Ҫулталӑкри чи пысӑк уява — Ҫĕнӗ çула пӗчӗкки-пысӑкки те, ватти-вӗтти те — пурте кӗтетпӗр. Иртсе кайнӑ ҫул пире хастартарах, вӑйлӑрах, ӑслӑрах пулма вӗрентрӗ. Яваплӑх та чылай ÿсрӗ. Вӗсем, паллах, малашлӑхри шанчӑка та ҫирӗплетеҫҫӗ. Чун-чӗрепе пуян кирек епле ҫын та йывӑрлӑхсене ҫӗнсе утӑмлама пултарнине малашне те асрах тытасчӗ. Сире Ҫӗнӗ ҫул тата Раштав ячӗпе саламласа, пӗтӗм чун-чӗререн ырӑлӑх, тӑнӑҫлӑх, ӗҫре ҫитӗнӳсем, тулӑх пурнӑҫ, кил-йышра телейлӗ пурӑнма ӑнӑҫу тата ҫирӗп сывлӑх сунатӑп. 2010 ҫул хӑвӑр туптанӑ ҫитӗнӳсен, чунри канлӗхӗн кашнин ырӑлӑхӗшӗн коллективпа вӑй хунин, чи хаклӑ ӗмӗтӗрсемпе шанӑҫӑрсем пурнӑҫланнин
ҫулӗ пулса тӑтӑр. Вӑл пуриншӗн те иртсе кайнӑ ҫулталӑкран нумай лайӑхрах пултӑр.
Ҫӗнӗ 2010 ҫул ячӗпе сире, хаклӑ ентешсем!

Миçе çын пăхнă: 885 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024