Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Юпа » 13 » Красноармейскинче çĕнĕ чиркÿ пулмаллах!
Красноармейскинче çĕнĕ чиркÿ пулмаллах!
19:23
Сăн ÿкерчĕк
Красноармейски ялĕнчи Иоанн Креститель çуралнă ятпа ĕçлекен православи чиркĕвĕ йывăç çуртра вырнаçнă. 
Çавăнпах тĕн çыннисемпе чиркĕве çÿрекенсем чиркÿн çĕнĕ çуртне тăвасси пирки тĕрлĕ шайра темиçе хутчен те ыйту çĕкленĕ. Район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн кăçалхи авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче те хускалчĕ вăл. Депутатсем те çĕнĕ чиркÿ кирлине ырларĕç. 
Район ертÿçисем, тĕн çыннисемпе канашласа, çакна валли район центрĕнчи "Çĕнтерĕве — 30 çул” урамра ("Красноармейская” МСО территорийĕнче) çĕр участокĕ те уйăрса параççĕ. 
Паллах, чиркÿн çĕнĕ çуртне тума проект кирлĕ. Вăл йÿнех ларас çук. Çавăнпах хатĕр проектпа усă курни вырăнлăрах та пуль. Красноармейскинчи "Трак керамики” завода тăвакан хупă йышши "ТУС” акционер пĕрле-шĕвĕн директорĕ, ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ Н. Ф. Угаслов ку тĕлĕшпе шăпах ырă сĕнÿ панă, хатĕр проект пуррине каланă. Вăл çине тăнипе тата пулăшнипе тăван ялĕнче — Тутар Республикинчи Çĕрпел районĕнчи Хула Çырминче (село Городище) Богоявлени чиркĕвне хăпартаççĕ-мĕн. Никĕсе пĕлтĕрхи сентябрьте янă, строительство ĕçĕсем пысăк хăвăртлăхпа пыраççĕ, обăекта çитес çул хута яма пăхаççĕ. 
Ку проект пурнăçа еплерех кĕрсе пынине курса ĕненес тата хаклас тĕллевпе юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче кÿршĕллĕ республикăри çÿлерех асăннă ялти чиркÿ тунă çĕрте район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров, хупă йышши "ТУС” акционер пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕн çумĕ А. Л. Матвеев тата Красноармейски ялĕнчи Иоанн Креститель çуралнă ятпа ĕçлекен чиркÿ иерейĕ Василий атте пулса курчĕç. Вĕсем хамăр тăрăхра ку проектпа чиркÿ туни вырăнлă пулнине пĕр шухăшлăн палăртрĕç.

В.Данилов ("Ял пурнăçĕ")
Миçе çын пăхнă: 478 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024