Район администрацийĕн пуçлăхĕ

Район администрацийĕн
пуçлăхĕн тивĕçĕсене 
вăхăтлăха пурнăçлакан
Григорьев Яков 
Михайлович
Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 84

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Юпа » 5 » ЧНК пайташĕ Лукианов Н.Е.: Чăваш Ен Элтеперĕ патне янă уçă çырăвĕ
ЧНК пайташĕ Лукианов Н.Е.: Чăваш Ен Элтеперĕ патне янă уçă çырăвĕ
19:08
Сăн ÿкерчĕк Кам вăл Н.Е.Лукианов?

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ПУÇЛĂХНЕ
М.В. ИГНАТЬЕВ ĔМПИЧЧЕНЕ

КОПИСЕМ:
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКА ПАТШАЛĂХ КАНАШĔН ПРЕДСЕДАТЕЛЬНЕ
Ю.А. ПОПОВ ĔМПИЧЧЕНЕ

ЧĂВАШ НАЦИ КОНГРЕСС ПРЕЗИДЕНТНЕ
Г.Н. АРХИПОВ ĔМПИЧЧЕНЕ.

ХИСЕПЛĔ МИХАИЛ ВАСИЛЬЕВИЧ !
2013 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн черетлĕ саккăрмĕш Аслă Пухăвне ирттерме палăртнă.
Ыттисемпе пĕрле çак организацине йĕркелесе ярас ĕçре май пур таран эпĕ те хутшăннă. Хăй ĕçлесе кайнă малтанхи тапхăрта Конгресс, ман шутпа. чăнахах та чăваш нацине европăлла типлă наци пек йĕркелесе ярас, чăваш патшалăхлăхне, ун политика системине тĕпрен çĕнетсе улăштарас, халăхăн экономика никĕсне трансформацилес, чăваш чĕлхи статусне çĕклес тесе пысăк çитĕнÿсем тунах. Анчах та, вăхăт иртнĕçемĕн, ЧНК чăваш нацине ертсе пыракан, ăна консолидацилесе чăмăртакан вăй пулма пăрахрĕ, майĕпен ытларах та ытларах этнокультура ĕçĕсене анчах туса пырас еннелле сулăна пуçларĕ. Тем тесен та, паянхи кун Конгресăн чăваш нацине системăллă йĕркелесе тытса пырас вăйĕ хавшаса сисĕнмеллех чакрĕ.
Конгресăн пулас Аслă Пухăвне йĕркелес ĕçе май пур таран хутшăнас тесе эпĕ ЧНК-н паянхи кунхи лару-тăрăвĕ пирки те, ÿлĕмри пуласлăхĕ пирки те пăшăрханмасăр тăма пултараймастăп. Çавăн пирки шухăшлани, хисеплĕ Михаил Васильевич, çак уçă çырăва Сирĕн пата çырса яма хисет те ĕнтĕ мана.
Паян Чăваш наци конгресĕ анчах мар, пĕтĕм чăваш наци юхăмĕ хăй те системăлла кризисра пулни куçкĕрет. Паллах, çакăн хăйĕн объективлă тата субъективлă сăлтавĕсем пурах.
Пурнан пурнăçра кирек мĕнле обществăлла юхăм та цикллă, хум евĕрлĕ майпа аталанса пырса пĕр тапхăр хăпарса хăватланса каять, тепĕр тапхăр вара хавшаса анса ларать. ЧНК йĕркеленсе çитсе ĕçлесе кайнă малтанхи вăхăтсенче чăваш наци юхăмĕ хăватлăн çĕкленсе кайнă пулсан, каярахпа вара объективлă майпа ун обществăри витĕмĕ чакнăçем чакса, хавшанăçем хавшаса пычĕ. Ку - объективлă процесс, вăл çак ĕçе туса пыракан çынсен кăмăлĕсенчен те килмест. Тата çакна шута илмесĕр хăвармалла мар: шăп та лăп ЧНК йĕркеленсе ĕçлесе кайнă вăхăтра рынок хутшăнăвĕсем пуçланчĕç. Çавна пула Конгреса организацилекенсен тата унăн ĕçĕсене туса пыракансен хăйсен хĕрÿлĕхне çав хутшăнусене адаптациленме яма тиврĕ.
Ак çакăнпа, ман шутпа, чăваш социумĕн пуç çĕмĕрттерме ÿркенмен пайĕшĕн ку процесс кăткăс та йывăр пулнине шута илсе, тĕплĕн шухăшласа пăхмасăр тата анализ тумасăр наци юхăмĕн, çавăн пекех ЧНК-н та, ĕçĕ-хĕлĕ хавшанишĕн уйрăм çынсене айăпласа тиркеме асăрханарах, тытăнарах тăмалла.
ЧНК йĕркелесе янă вăхăтранпа чăваш социумĕнче питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ улшăнусем пулса иртрĕç. Вĕсем глобализациленнĕ тĕнчере те, Раççейре хăйĕнче те пулса иртекен процессемпе те тачă çыхăннă. Конгресс йĕркеленсе кайнăранпа çĕршывсем хушшинчи чикĕсем уçăлни, Раççей обществи демократизациленни, харпăрлăх денационализациленни, рынок хутшăнăвĕсем йĕркеленни, сăмах ирĕклĕхĕ аталанни, пĕтĕм тĕнчери информаци уçлăхне кĕни тата ытти революцилле пĕлтерĕшлĕ пулăмсем пулса иртрĕç. Çак питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсене тивĕçлĕ хак пама, вĕсене хăйĕн кулленхи ĕçĕнче шута илме пултарайрĕ-и Конгресс, е çак процессем пирĕн Конгресс айккипе иртсе кайрĕç – çитес Аслă Пухăвăн тĕп калаçăвĕ шăп та лăп çак пысăк ыйтусем тавралла пулмаллан туйăнать мана. Паянхи тĕнче аталанĕвĕн хаяр саккунĕсене асăрхаса пырса, вĕсене шута илсе, хамăрăн кулленхи пурнăçра вĕсемпе усă курса пымасан ниепле те малалла аталанаймастăн. Анчах та çирĕм çул каялла хăйĕн йĕри-тавра халăхăн чи хастар та малкурăмлă çыннисене пăчăртаса пуçтарма пултарнă Конгресс паян ун пеккисене нумайăшне çухатса пĕтерчĕ. Çавăнпа та ЧНКан çитес Аслă Пухăвĕн тĕп тĕллевĕ вăл - Конгреса хăйĕн малтанхи тапхăрĕнчи пек чăваш халăхĕн ертсе пыракан органĕ пулса туса хурасси. Анчах та паян Конгресс Аслă Пухăвне пухса ирттерес ĕçе тытса пыракансем ЧНК тĕп тĕллевĕ „чăваш халăхĕн хăйевĕрлĕхне упрасси” анчах тени çак Пуху чăваш халăхĕшĕн татăклă пысăк пĕлтерĕшлĕ форум пуласси пирки иккĕлентермесĕр пултараймастех.
Çакă Конгресăн Мăн Канашне такам хĕтĕртсе йышăнтарнă Аслă Пуху делегачĕсене суйлама право панă организацисен списокне пăхсан та яр уççăн курăнать. Вăл списока кам хатĕрлесе панине ку таранччен те пĕлме май пулмарĕ. Пĕр япала тÿрех паллă - çакă Конгресăн чи малтанхи Уставĕнче „ЧНК чăваш халăхĕн чи пысăк представительствăллă пухăвĕ пулса тăрать” текен тĕп принципне киревсĕррĕн пăсать. Делегатсене суйлас йĕрке Конгресс пуçланса кайнăранпа иртнĕ çирĕм çул хушшинче чăваш социумĕ самана май тĕпренех улшăнса кайнине пач та шута илменни куç кĕрет. Аслă Пуху делегачĕсене суйлама право паракан субъктсене пулăртнă чухне çавăн пек улшăнусене шута илмеллех пулнă. Анчах та паян Аслă Пухăва делегат суйлама кĕртнĕ организацисем хушшинчи ытларах пайĕ - патшалăхпа муниципалитет органĕсем тата бюджетран укçа илсе тăракан организацисем. Производство, строительство, сервис, суту-илÿ, ял хуçалăхĕ, бизнес сфери, банк учрежденийĕсем, юристсен, спорт, профсоюз, обществолла организацисем тата ытти чăваш халăхĕн тĕрлĕ сийĕсене палăртакан ытти организацисем хăйсен шутĕнчен Аслă Пухăва делегат суйласа ярайманни вăл Конгресăн легитимлăхне хавшатать кăна мар, юрăхсăра кăларать.
Çавăн пиркиех çитес Аслă Пуху чăваш нацийĕн чăнахах та аслă представителлĕ органĕ пуласси питех те иккĕлентерет мана.
Кунсăр пуçне тата паян кун та Уставпа килĕшÿллĕн пулас Аслă Пухăвăн кун йĕркине палăртманни вăл çак форума пĕлтерĕшсĕрлетет.
Ман шутпа, ЧНК йĕри-тавра пулса иртекен çак кризисла процессем вĕсем Чăваш патшалăхĕ хăй çак организаци ĕçĕнчен аякра тăнипе те çыхăннă. Конгресс малтанхи тапхăрта питĕ авторитетлă пулни вăл çав вăхăтра Чăваш патшалăхĕпе чăваш обществи таччăн çыхăнса ĕçленинчен те килнĕ. Конгресăн йĕркелÿ пухăвĕ те Чăваш АССР Аслă Канаш Президиумĕн 1992 çулхи майăн 28-мĕшĕнчи Поставновленийĕпе килĕшÿллĕн пулса иртнине те аса илмесĕр май çук.
Çаксене шута илсе ĕнтĕ Чăваш патшалăхĕн, ЧНК-н шалти ĕçĕсене тÿррĕн хутшăнмасăр, Конгресăн ертсе пыракан органĕсене Аслă Пухăва хатĕрленес ĕçе Республикăн профиллĕ министерствисене, наукăпа вĕрентÿ институчĕсене, авторитетлă ученăйсене, патшалăх палăртнă наукăпа искусство деятелĕсене, наци юхăмĕн тĕрлĕрен лидерĕсене явăçтарса пулăшса пымаллан туйăнать.
Аслă Пухура Конгресăн чăваш наци юхăмĕн хăйĕн вырăнне тупса палăртса ăна тивĕçлĕ статуслантарасси, ЧНК аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне хывасси, чи пысăк тĕллевĕсемпе задачисене палăртса хăварасси пулмалла.
Кунсăр пуçне тата тăнăçлă вăхăтшăн халăх шучĕ хăрушла чакни, чăвашлăх йăшса пыни, вăй питти те пысăк квалификациллĕ ентешĕмĕрсем Республикăра хăйсен потенциалне реализацилеме май тупаймасăр унтан куçса кайни, халăх моралĕ хавшаса пыни тата чăваш нацийĕшĕн ытти пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене Аслă Пухура сÿтсе явмасăр хăварма юрамастех.
Çавăнпа та Аслă Пухăва питĕ тĕплĕн шухăшласа, типтерлĕн хатĕрленсе ирттерсе ямалла. Апла тумасан вăл Конгресăн юлашки пухăвĕ пулма та пултарĕ. Ун пек пулса тухассинчен питех те асăрханмалла, мĕншĕн тесен паянхи кун пирĕн наци юхăмĕн кăткăсланнă структуринче ЧНК вырăнне йышăнма пултаракан авторитетлă урăх организаци çук-ха.
Чăваш наци конгресне упрамаллин, ăна аталантармаллин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри вăл, ман шутпа, Чăваш патшалăхĕ хăй ытти аталаннă патшалăхсен шайне çитиччен тĕнче право субъекчĕ таран тулли суверенитетлă пулайманнипе çыхăннă. Çавна пула вара чăваш нацине правительствосемпе çыхăннă е çыхăнман тĕнче шайĕнчи авторитетлă организацисенче тулли праваллă субъект пек кăтартма пултаракан питĕ çÿллĕ шайра тăракан организаци кирлех. Тĕнче сообществи пире аталаннă наци пек йышăнтăр. Кун пек организаци паянхи кун ЧНКсăр пуçне урăх çук ха. Ку - пĕрремĕш сăлтав.
Иккĕмĕшĕнчен, ЧНК вăл чăваш наци юхăмĕнчин кăткăсланнă организацисен системине координацилесе тăракан орган пулмалла. Чăваш патшалăхĕ хăй те вăл чăваш наци юхăмĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пĕр пайĕ пулса тăрать. Çирĕм çул каялла Конгресс чăваш нацине пĕтĕçтерсе, палăртса тăракан пĕртен-пĕр хăватлă та доминантлă организаци пулнă пулсан, паян ЧНК объективлă сăлтавсене кура ун пек функцине пурнăçласа пыраймасть. Мĕншĕн тесен ытти социумсем пекех чăваш нацийĕ те вăхăт иртнĕçем тĕрлĕрен сăлтава пула пайланма, структурăланма пуçларĕ. Ку вăл йĕркеллĕ япалах. Конгресăн тĕп тĕллевĕ паян шăп та лăп наци юхăмĕн çавăн пек пайланса та структурăланса пĕтнĕ организацийĕсене системăлантарса, координацилесе тытса пырас кăткăс та йывăр ĕç пулмалла.
Виççĕмĕшĕнчен, Республика административлă территорийĕнче ЧНК тем тĕрлĕ общество организацийĕсене, Раççей шайĕнчи политика партийĕсен вырăнти подразделенийĕсене тата ытти тĕрлĕрен юхăмсемпе организацисене координацилесе, стабилизацилесе тăракан, тата тĕп чăваш халăх интересĕсемсĕр пуçсăр, вырăс, тутар, çармăс, ирçе, мăкшă ытти халăх прависене те хÿтĕлекен организаци пулмаллан туйăнать мана.
Тăваттăмĕшĕнчен, ман шутпа, ЧНК вăл чăваш халăх пуласлăхне гарантилеме йĕркеленĕ Чăваш патшалăхне хăйне те аталанма пулăшакан тĕп вăй шутланмалла. Конгресс вăл ниепле те хамăр патшалăха хирĕç тăракан, е ун стратегилле функцийĕсене пурнăçласа пырассинчен айккинче тăракан организаци пулма пултараймасть. Ун пек анчах та мар, ЧНК патшалăхăн тĕрекĕ, унăн шанчăклă та хăюллă партнерĕ пулмалла. Чăваш Республикинче йĕрке тăвасси, унăн политика, экономика, культура тата ытти никĕсĕсене хÿтĕлессипе çирĕплесси ЧНК сăваплă тивĕçĕ пулса тăрать.
Пиллĕкмĕшĕнчен, ЧНК Раççей территорийĕнчи ытти тĕп халăхсен интересĕсене хÿтĕлекен авторитетлă организациĕсем хушшинче чăваш халăхĕн интересĕсене палăртма тата хÿтĕлеме пултаракан компетентлă организаци шутланмалла.
Улттăмĕшĕнчен, ЧНК Чăваш патшалăхĕпе пĕрле чăваш наци информаци пространствине Раççей территорийĕнче те, глобализациленнĕ тĕнчере те анлăн сарас ĕçе туса пымалла.
Çиччĕмĕшĕнчен, Конгресăн тĕп ĕçĕсенчен пĕри вăл, паллах, хамăрăн тăван чăваш чĕлхине упраса аталантарас, унпа усă курассине сарса анлăлатас, тата унăн статусне çÿллĕ шая çĕклес тесе тăрăшасси. Паян Чăваш Республикинче чăваш чĕлхин информаци тата ирĕклĕх („утăм хыççăн утăм ирĕклĕх енне”) факторĕ анчах мар, администраци, бизеспа экономика тытăмĕсенчи çитĕнÿпе карьера факторĕ пулмалла. Кунсăр пуçне тата пирĕн хамăрăн тăван чĕлхен Раççей Федерацийĕнчи официаллă статусне палăртса çирĕплетсе хăвармалла. Унтан вара çавăнпа çыхăннă право, организаци, финас, кадр тата урăх ыйтусем тухса тăраççĕ. Вĕсем те ЧНК хутшăнмасăр, витĕмлĕ пулăшмасăр пулса пыраймаççех.
Саккăрмĕшĕнчен, ЧНК-на халăх моралĕ тата чунлăх авторитечĕ тĕлĕшĕпе питĕ çÿллĕ шая çĕклемелле. Ун пек пултăр тесен Конгресс ĕçне чăнахах та питĕ авторитетлă та хисеплĕ çынсене явăçтармалла. Вара тин ЧНК çĕнĕрен малтан хăйне йĕркеленĕ чухнехи хисеплĕ шая çĕкленĕ.
Чăваш патшалăхне ЧНК хавшак та айванрах пулни, халăх интересĕсене мар, тĕрлĕ чиновниксем хушнисене итлесе вĕсене пăхăнни, вĕсен интересĕсене хÿтĕлекен организаци пулса тăрса юлни кăна кирлĕ текенсене ĕненместĕп эпĕ. Ман шутпа, хăватлă Конгресс вăл хăватлă Республика, хăватлă Республика вăл - хăватлă Конгресс.
Çак ман позици вăл пĕтĕмпех Раççей Федераци Президенчĕн В.В. Путинăн 2012.12.19 мĕшĕнчи 1666 №-лĕ „Раççей Федерацин 2025 çул таранчченхи наци политикин стратегийĕ” текен Указĕпе килĕшсе тăрать. Указ регионсенчи влаç органĕсемпе вырăнти самоуправлени органĕсене пурне те хăйсен кулленхи ĕçĕнче çак асăннă Стратегин положенийĕсене шута илсе ĕçлеме сĕннĕ.
Çавсене пула та ĕнтĕ эпĕ Сирĕнтен, хисеплĕ Михаил Васильевич, Чăваш наци конгресĕн черетлĕ саккăрмĕш Аслă Пухăвĕ чăваш халăх пурнăçĕнче чăнахах та питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тарăн йĕр хăвартăр тесе хăвăр пултарнă таран тăрăшма ыйтнă пулнă пулăттăм.

Сире чунтан хисеплесе
ЧНК Мăн Канашĕн членĕ: Лукианов Н.Е.

Шупашкар хули.
2013.09.23.

Миçе çын пăхнă: 319 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2018 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 98 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 83 çулта

Геннадий Трофимов (Юмарт) - 80 çулта


Владимир Харитонов - 85 çулта 

2018 çул - Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çулĕ

Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2018