Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 2
Хăнасем: 2
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2016 » Нарăс » 19 » Манмастпăр паттăрăн ятне...
Манмастпăр паттăрăн ятне...
22:41
Сăн ÿкерчĕк

Иртнĕ çул вĕçĕнче И. А. Патмар паллă фольклорист çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тата “Патмар вулавĕсем” конференцие хатĕрленнĕ май интернет уçлăхне кĕрсе Иван Анисимович çинчен материалсем шырама тиврĕ. СССР Хĕçпăшаллă Вăйсен министерствин архивне тĕпченĕçемĕн ман куç тĕлне Яманакра çуралса ỹснĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă И. А. Алексеев аслă сержантăн награда хучĕсем лекрĕç. Кам-ха вăл Иван Алексеев? Иван Алексеевич 1922 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче çуралнă. Тин кăна ураланма пуçланă яш каччăн çамрăклах вăрçă вутне кĕме тивнĕ. Красноармейскинчи çар комиссариачĕ ăна Хĕрлĕ Çар ретне 1941 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчех тăратнă. Çар ĕçне вĕреннĕ. Сержант званине илнĕ. 1942 çулхи августран вара вăрçă хирне лекнĕ. Фронтра И. Алексеев сахал мар хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă. Ахальтен мар ентеше малтан саперсен отделенине шанса параççĕ, кайран саперсен взвод командирĕн пулăшаканне суйласа лартаççĕ. Вăл тăшманпа 1-мĕш Украина фронтĕнче пĕрремĕш гварди армийĕн Рыльск-Киев Хĕрлĕ Ялавлă 121 дивизин 705 стрелковăй полкĕнче çапăçать. ВКП (б) членĕ пулнă. Икĕ хутчен аманнă: 1943 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче тата 1944 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче. Вăрçă хирĕнчи хастарлăхшăн ăна 1943 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче пĕрремĕш наградăпа — Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысланă. Чыслав хучĕ çине çапла çырнă: “Тов. Алексеев показал большую работу по сооружению переправочных средств на р. Десна, проявив при этом исключительное мужество. Не взирая на бомбардировку с воздуха, он своевременно обеспечивал переправу и давал возможность нашим передовым группам форсировать реку. В исключительно трудных условиях он сумел в течение одной ночи переправить более 200 человек, до 30 поводок с боеприпасами и другое имущество. Особое упортство и мужество тов. Алексеев проявил при двукратном форсировании р. Днепр. Обеспечение переправочными средствами и организация переправы под непрекращающимся минометным обстрелом требовало большой самоотверженности и быстроты в работе. Два парома было построено бойцами его отделения и за короткий период сумели переправить одну батарею 45 мм пушек, необходимое количество боеприпасов и передовой группы пехоты. Тем самым обеспечил выполнение боевого задания командования. За прояленное упорство в работе и мужество тов. Алексеев достоин правительственной награды — ордена Красной Звезды. Командир 705 стрелкового полка Герой Советского Союза Кротюк”. 1944 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче И. Алексеевăн кăкăрне иккĕмĕш награда — III степеньлĕ Мухтав орденĕ илем кỹме тытăнать. Награда хутĕнче çапла çырнă: “Тов. Алексеев за время прорыва обороны противника у высоты 284,3 совхоза Литвинова Любарского р-на Житомирской области и в дальнейших наступательных боях проявил себя исключительно храбрым и самоотверженным сапером. Сотни вражеских мин, установленных у 3-х ДОТов, которые необходимо было взять, он с небольшой группой смельчаков разминировал под огнем танков и самоходной артиллерии противника, обеспечив успешное продвижение пехотных частей и артиллерии. Но бесподобную самоотверженность и решительность проявила группа смельчаков: Алексеев, Воеводин и Макаренко при выполнении ответственного боевого приказа командира дивизии — разминировании и сохранении моста в районном центре Острополь. Эта группа, проникнув в тыл противника, не взирая на ураганный огонь охранявших мост немецких минеров, подобралась к нему, уничтожили охрану и на глазах обалдевших немцев сняли до 2-х центнеров тола и несколько мин сильного действия. По разминированному мосту прорвались наши пехотные части, и прошла передовая группа артиллерии, и противник побежал, оставив большие трофейные пушки и вооружение, повозки с боеприпасами, автомашины. Задача выполнена блестяще. За исключительно самоотверженное выполнение важного боевого приказа и достигнутый при этом успех, тов. Алексеев достоин высокой правительственной награды — ордена Ленина (авт.: командовани наградăна III степеньлĕ Мухтав орденĕпе ылмаштарнă). Командир 705 стрелкового полка Герой Советского Союза подполковник Кротюк”. Çав çулах, 1944 çулхи августăн 25-мĕшĕнче, И. Алексеев аслă сержанта СССР Аслă Канашĕн Президиумĕ ячĕпе “Хăюлăхшăн” медальпе наградăлаççĕ. Приказ-хушура çапла çырни пур: “Помощника командира взвода саперов, старшего сержанта Алексеева Ивана Алексеевича, за то, что в районе с. Санок и Домбрувка (авт.: халĕ — Польша çĕршывĕ), выполняя ответственное задание, установил 150 пехотных и противотанковых мин на переднем крае под огнем противника, проявив при этом смелость и упорство, а также умение организовать работу взвода”. Тăваттăмĕш наградăна — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденне паттăр салтак 1944 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче илнĕ. Награда хутĕнче çапла çырни пур: “Самоотверженная упорная работа сапера Алексеева в дни тяжелых наступательных боев от р. Днепр и в оборонительных боях г. г. Малин, Любор, Меджибож отмечены высокими правительственными наградами. С большим упорством и стойкостью работал тов. Алексеев при прорыве обороны противника 14. 07. 1944 г. в районе высоты 401,0 западнее г. Тернополь. Под его непосредственным руководством было проведено разминирование переднего края, под пулеметным и минометным огнем были проделаны проходы в проволочном заграждении. Вся эта сомоотверженная работа обеспечила успешные наступательные действия и дала возможность с малыми потерями овладеть первой линией противника. При преследовании врага неоднократное обнаружение заминированных дорог и их своевременное разминирование также способствовало своевременному выполнению боевых приказов командования. За проявленную личную отвагу, мужество и упорство, за достигнутые успехи в выполнении боевых заданий тов. Алексеев достоин правительственной награды — ордена Отечественной войны II степени. Командир 705 стрелкового полка Герой Советского Союза подполковник Кротюк”. Аслă Çĕнтерĕве виçĕ орденпа вĕçленĕ ентешĕм. Тăван яла таврăнсан И. Алексеев мирлĕ ĕçе кỹлĕннĕ. “Красное Сормово” колхозра та, кỹршĕллĕ “Россия” хуçалăхра та (Яманаксем пĕр хушă Карайсемпе пĕр йышра пулнă) пĕрле тăрăшнă çынсем ăна халĕ те ырăпа асăнаççĕ. Иван Алексеевич кирек епле ĕçре те хастар, хăюллă, кирек епле йывăрлăхран та хăраса тăманнине палăртаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна халăхра “Капитан” хушма ят панă. Шел пулин те, инкеклĕ вилĕм виçĕ орден кавалерне пирĕнтен 1968 çулта вăхăтсăр уйăрса кайнă. И. Алексеев Трак тăрăхĕнче хăйне май палăк та лартса хăварнă. Чĕрĕ палăк. Вăл — Красноармейски-Шупашкар автоçул хĕррипе лартнă,Тăхăртака ялĕ патĕнчен пуçласа Шупашкар-Нурăс çулĕ çине тухиччен тăсăлакан вăрман тăрăхĕ. Ун чухне И. Алексеев шăпах Красноармейски çул-йĕр пайĕнче бригадирта ĕçленĕ. Çавăнпа та ку вăрмана халăхра “Капитан вăрманĕ” теççĕ. Мăн Шетмĕ шывĕ урлă хывнă йывăç кĕпере те вăл хутшăннипе тунă иккен (авт.: халĕ вăл кĕпер çук ĕнтĕ, ăна бетон кĕперпе улăштарнă). Сăмах май, ăна мĕншĕн “Капитан” хушма ят пани те кăсăклă. Каларăмăр ĕнтĕ, вăрçă хирĕнче паттăрлăх кăтартнăшăн ăна Ленин орденĕ пама тăратнă. Çĕршывăн пысăк наградине тивĕçсен ентеше капитан çар званийĕ пама пулнă иккен. Çакăн çинчен вăл ял çыннисене каласа панă-мĕн. Яманакра халĕ унăн хĕрĕ Галина Ивановна Павлова (Алексеева) пурăнать. Вăл нумай çул хушши культура тытăмĕнче тăрăшса ĕçлерĕ. Талантлă аккомпаниатор, дирижер, сцена ăсти, фольклорçă. Халĕ тивĕçлĕ канура пулин те, халăх пултарулăх ĕçне пăрахмасть — “Яманак ен” фольклор ушкăнне ертсе пырать. Тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн ăна нумаях пулмасть Чăваш халăх академийĕн “Яла аталантарнăшăн” медалĕпе чысларĕç. Мăшăрĕпе, Çырмапуç Карай каччипе Пимен Григорьевичпа, икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Халĕ ачисен ачисем куçа савăнтараççĕ: 4 мăнук тата кĕçĕн пĕр мăнук. Шел пулин те, виçĕ орденлă Иван Алексеев ячĕ М. П. Прохоров иртнĕ çул пичетлесе кăларнă “Помним, гордимся!” кĕнекене те лекеймен, райцентрти Çĕнтерỹ паркĕнчи Мухтав аллейинче те унăн сăнĕ çук. Вăл унта пулма тивĕçлех. Манар мар паттăрăн ятне. Районăн пулас энциклопедийĕн пĕр страницинче ун валли вырăн тупăнмаллах.

Миçе çын пăхнă: 630 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
29

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024