Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2014 » Чÿк » 30 » Мария Козлова "Чăваш пики-2014" конкурсра çĕнтернĕ!
Мария Козлова "Чăваш пики-2014" конкурсра çĕнтернĕ!
22:40
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Чăваш пики-2014 Видеорепортаж

Чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарти Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ Культура керменĕнче йăлана кĕнĕ «Чăваш пики-2014» конкурс иртрĕ. Ку конкурса çултан çула Чăваш наци конгресĕ йĕркелесе ирттерет. Кашнинчех çак илемлĕ тупăшу чаплăрах та пахарах иртет.

Кăçал вара хутшăнакан хĕрсен шучĕ 16 пулчĕ. Вĕсем – Çĕмĕрле, Вăрмар, Тăвай, Сĕнтĕрвăрри, Елчĕк, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Красноармейски, Етĕрне, Шупашкар, Çĕрпÿ, Куславкка, Элĕк, Канаш, Йĕпреç районĕсенчен тата Шупашкар хулинчен. Чăваш пикисем пĕри  тепринчен илемлĕрех, хÿхĕмрех, пултаруллăрах, тавçăруллăрах…

«Чăваш пики – 2014» конкурса Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Николай Федорович Угаслов уçрĕ. Вăл хутшăнакансене те, курма пынисене те яланах кăмăллă та хастар, пултаруллă та ĕçчен пулма çирĕп вăй-хал, телей те ăнăçу сунчĕ. Конкурсăн хаклав комиссийĕн ертÿçи Ставнислав Андреевич Николаев та пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, чăваш пикисене хăйсен пултарулăхне тивĕçлипе кăтартма, «Чăваш пики – 2014» ята çĕнсе илессишĕн тăрăшма чĕнсе каларĕ. 1913 çулта «Чăваш пики» ята тивĕçнĕ Алиса Ахахпи юрăçă та чăваш хĕрĕсене конкурса хутшăнма кăмăл тунăшăн ырларĕ, çăмăл мар тупăшура  хастарлăх сунчĕ, юрă парнелерĕ.

Конкурсантсем хăйсен ăсталăхне пилĕк енĕпе палăртрĕç: хăйсемпе паллаштарасси, ыйтусем çине тĕрĕс хуравласси, юрласа, ташласа, сăвă каласа е сцена çинче пĕр-пĕр сценка выляса кăтартасси, чăваш тумне пахалаттарасси, хăйсем пĕçерсе килнĕ чăваш апат-çимĕçне еплерех хатĕрлени çинчен  каласа кăтартасси.

Хĕрсен пултарулăхĕ те, пуçарулăхĕ те, ăсталăхĕ те иксĕлми… Тем те тума пултараççĕ иккен чăваш пикисем! Яштака пÿ-силлĕ, капăр çи-пуçлă, илемлĕ çивĕтлĕ, чĕвĕлти чĕлхеллĕ, кĕмĕл саслă, уçă кăмăллă хĕрсем куракансене чăннипех те тыткăнларĕç, савăнтарчĕç, ырă туйăм парнелерĕç.

Трак тăрăхĕнчен «Чăваш пики – 2014» конкурса Мария Козлова хутшăнчĕ. Вăл Трак шкулĕнче 11 класра вĕренет. «Трак ен пики – 2014» конкурс çĕнтерÿçи вĕренÿре те хастар, спортра та маттур. Чăвашла таса та илемлĕ калаçать, сăвăсене чуна тыткăнламалла вулать. Çепĕç чунлă та çепĕç саслă Трак ен хĕрĕ «Чăваш пики – 2014» конкурсра «Çепĕç пике – 2014» ята тивĕçлĕ пулчĕ. Çак пысăк çĕнтерÿпе Марийăна ăшшăн саламлатпăр, малашне те хастар пулма иксĕлми пултарулăх, çирĕп вăй-хал, телей те ăнăçу сунатпăр.

«Чăваш пики – 2014» ята вара Етĕрне районĕнчен килнĕ Людмила Муравьева çĕнсе илчĕ. Йĕпреç районĕнчи Диана Козлова «Вице Чăваш пики – 2014» пулчĕ. Маттур чăваш пикисене чыс та мухтав!

Зинаида Михайлова, Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн ертÿçи

Миçе çын пăхнă: 572 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024