Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Кăрлач » 31 » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ
19:37
Сăн ÿкерчĕк
Кăрлачăн 31-мĕшĕнче Красноармейски район вулавăшĕн вулав пÿлĕмĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Янкасçăсем кун йĕркинчи çак ыйтусене пăхса тухрĕç:
1. Н.Я.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн 2012 çулхи ĕç планне пăхса тухса çирĕплетесси.
2. Нестер Янкас ячĕллĕ премин 2012 çулхи лауреачĕсене палăртасси.
3. "Шетмĕпе Çавал кĕввисем" юрă-кĕвĕ фестивальне ирттересси.
4. "Тăван Атăл" журналта ятарлă литература страници кăлармашкăн авторсене суйласа илесси.
Пĕрремĕш ыйтупа пĕрлĕх ертÿçи Георгий Тусли çыравçă тухса калаçрĕ. Вăл пĕлтĕр тунă ĕçсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, кăçал пурнăçламалли ĕçсене палăртрĕ. 2012 çулта янкасçăсен юбилейĕсем те пулаççĕ: Георгий Тусли хăй 65 çул тултарать, Николай Янкерпа Николай Карай поэтсем - 70 çул. В. Ф. Романов (Çĕньял Упи) ученăй, композитор çуралнăранпа 75 çул çитсе иртрĕ. Литераторсенчен тата В. Н. Васькин ( Шывпуç, 95) тата Б. А. Романов (Кивĕ Йĕкĕт, 65) поэтсен юбилейĕсем пулаççĕ. Халĕ вĕсем виççĕшĕ те пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Пурăнаканнисенчен кăçал 75 çул тултаракан икĕ ентеш: Зоя Ананьева юрăç (Çĕнĕ Выççăлккă) тата Раиса Федорова артистка (Очкасси).Çак паллă кунсене чыслă ирттерсе ямалла.
Иккĕмĕш ыйтупа пĕрлĕх правленийĕн пайташĕсем çапла йышăну турĕç: Нестер Янкас ячĕллĕ премин 2012 çулхи лауреачĕсен ятне Упи вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, алă ăсти, илемлĕ сăн ÿкерÿ маçтăрĕ И.П.Матвеев тата районти халăх ушкăнĕн драма коллективĕ (ăна К.И.Васильева режиссер ертсе пырать) тивĕçрĕç.
Виççĕмĕш ыйтупа пурте пĕрле канашланă хыççăн янкасçăсем çапла пĕтĕмлетÿ турĕç. Кăçал "Шетмĕпе Çавал кĕввисем" юрă-кĕвĕ фестивальне ирттерме пуçлани 15 çул çитет. Юлашки çулсенче вăл район картĕнчен тухса республика шайне хăпарчĕ. Унта Шетмĕпе Çавал тăрăхĕнче вырнаçнă 9 районпа хулари пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнма пултарнă. Апла пулсан çак уяв-фестивале кăçал та чыслă та тивĕçлĕ ирттерес терĕç. Уяв гала-концертне мартăн 29-мĕшĕнче ирттерме палăртрĕç. Унччен кашни районта вырăнти уяв-фестиваль концерчĕсем иртмелле. Сăмах май, фестивалĕн Интернет-тетел уçлăхĕнче хăйĕн порталĕ те пулмалла терĕç. Вăл ыйтупа ĕçлемешкĕн Нестер Янкас пĕрлĕхĕн правлени пайташне В.М.Михайлова шанчĕç. Янкасçăсем асăннă фестивалĕн оргкомитет йышне çирĕплетсе хăварчĕç.
Тăваттăмĕш ыйтупа пĕрлĕх членĕсем "Тăван Атăл" литература журналĕн ятарлă страницине пичете вырнаçтарма çак авторсен хайлавĕсене сĕнес терĕç: Николай Карай, Леонид Антонов, Константин Шачкин, Георгий Тусли, Шетмĕ Михали тата Николай Янкер.
Миçе çын пăхнă: 490 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024