Район администрацийĕн пуçлăхĕ


Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 84

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2017 » Раштав » 6 » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ларăвĕ иртрĕ
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ларăвĕ иртрĕ
19:07
Сăн ÿкерчĕк

Раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Янкасçăсем иртсе пыракан 2017 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç. Тĕп ыйтупа пĕрлĕх ертÿçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ И.А.Прокопьев тухса калаçрĕ. Пĕрлĕхĕн пайташĕсенчен взнос укçине пуçтарас енĕпе тухса тăракан ыйтусемпе тата пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă укçа-тенкĕ тăкакĕсем çинчен пĕрлĕх ертÿçин çумĕ, халăх академикĕ, район энциклопедийĕн тĕп редакторĕ В.М.Михайлов каласа пачĕ. Вăлах район энциклопедине кăларас ĕç йывăррăн пынине пĕлтерчĕ. Серафимов В.З. музейçĕ район энциклопедине кăçал кăларсан питĕ вăхăтлă пулнине, район бюджетне çакăн валли çителĕклĕ укçа-тенкĕ пăхса хăварма кирлине палăртрĕ.

Кунсăр пуçне ларура районтан тухнă паллă ентешсен юбилейĕсем çинчен Гурьева С.А. вулавăшçă, Константинов В.З. таврапĕлÿçĕ чарăнса тăчĕç. Юбилейçĕсен ячĕпе «Нестер Янкас вулавĕсем» иккĕмĕш ăслăлăх конференцийĕпе таврапĕлÿçĕсен анлă ларăвне ирттермелле тесе йышăнчĕç. Ăна Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕпе килĕшсе пĕрле йĕркелемелле терĕç. Сăмах май, «Нестер Янкас вулавĕсем» ăслăлăхпа таврапĕлÿ пĕрремĕш конференцийĕн материалĕсем уйрăм кĕнекен пичетленсе тухнă. Ăна кун çути кăларма тĕп вулавăш ĕçченĕсем тăрăшнă.

Правлени пайташĕсем çĕнĕрен виçĕ секци йĕркелерĕç: литературăпа журналистика, музыка тата ÿнер. Вĕсене Ершов Н.Г. поэт, Казаков А.Н. ÿнерçĕ тата Никоноров Н.М. янкасçăсем ертсе пырĕç. Секцисенчи комиссисен йышне те çирĕплетрĕç.

Янкасçăсем 2017 çулхи лауреатсене палăртасси тата вĕсене чыслассине те сÿтсе яврĕç. Сăмах май, вăл 2018 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче иртмелле. Çавна май Нестер Янкас Премине парас енĕпе ĕçлекен комиссине суйларĕç. Унта Прокопьев И.А., Михайлов В.М. тата Константинов В.З. янкасçăсене кĕртрĕç.

Юлашкинчен янкасçăсем Нестер Янкас пĕрлĕхĕн Уставне кирлĕ улшăнусем кĕртрĕç.

В.М.Михайлов.

Миçе çын пăхнă: 5 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2017 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 97 çулта

Красноармейски районĕ - 82 çулта

В.Н.Васькин (Никитин) - 100 çулта


Борис Романов - 70 çулта 

2017 çул - Аттепе анне çулĕ

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2017