Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Ака » 20 » Нестер Янкас ячĕллĕ Премин çĕнĕ лауреачĕсене чысларĕç
Нестер Янкас ячĕллĕ Премин çĕнĕ лауреачĕсене чысларĕç
19:51
Сăн ÿкерчĕк
Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче Н. Янкас ячĕллĕ премин çĕнĕ лауреачĕсене чысламалли каç иртрĕ. 
Каçа районти Н. Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн ертÿçи Г. Л. Ефимов уçрĕ. Район администрацийĕн культура, спорт тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ А. Н. Лебедев пухăннисене çав уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ. 2011 çулшăн Н. Янкас ячĕллĕ премие парас енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ Н. Г. Ершов преми илме тăратнă кандидатсем пирки комиссине килнĕ ĕçлĕ хутсемпе паллаштарчĕ, кашни лауреатăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Иккĕн тивĕç пулнă çак чыса кăçал: Иван Петрович Матвеев фотоăстаçăпа Клавдия Ильинична Васильева сăвăç. 
И. П. Матвеев 1949 çулта Çĕнĕ Йĕкĕт ялĕнче çуралнă. Упири вăтам шкул хыççăн вăл И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Каярахпа ĕçленĕ хушăрах Чăваш патшалăх университечĕн географи уйрăмĕнчен пĕлÿ илсе тухать. 1976 çултанпа Упири вăтам шкулта ачасене ÿнер, черчени тата ĕç енĕпе вĕрентет. Мĕн ачаран хăй сăн ÿкерчĕксем тума юратнăран, çак ăсталăха çур ĕмĕре яхăн туптаса пынă. Унăн ĕçĕсем районти тата республикăри куравсенче малти вырăнсене йышăннă. Хальхи чыслав каçĕнче те вăл ертсе пынипе шкул ачисем ăсталанă хатĕрсен тата хăй ÿкернĕ пейзажсен куравĕсем пулчĕç. 
Лауреат ятне пама И. П. Матвеева районти "Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕпе Упири вăтам шкул коллективĕсем сĕннĕ. 
К. И. Васильева та педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Вăл 1943 çулта Канаш районĕнчи Малти Тукай ялĕнче çуралнă. 1967 çулта Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищинчен вĕренсе тухнă — режиссер профессине алла илнĕ. Ăна Красноармейскинчи культура çуртне ĕçлеме янă. Çакăнта вăл 16 çул тăрăшнă. Ĕçленĕ хушăрах И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУра пĕлÿ илнĕ. Ун хыççăн Красноармейскинчи вăтам шкулта чылай çул ачасене вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах К. И. Васильева сăвăç та. Ку таранччен "Чее хĕвел”, "Тавах сана, ман ирĕк шухăш”, "Шан, ĕнен, юрат” ятлă сăвăсен пуххисем тухнă. Унсăр пуçне вăл "Юхăм” ятлă драма кружокне ертсе пырать. 
Лауреат ятне пама К. И. Васильевана райадминистрацин культура, спорт тата çамрăксен политикин пайĕ тăратнă. 
Çĕнĕ лауреатсене Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕн дипломне тата медальне парса чысларĕç. Çав ятпа вĕсене çак чыса тивĕçме кандидата тăратнă коллективсем, пĕрле ĕçленĕ юлташсемпе тусĕсем чунтан саламларĕç, чечексем парнелерĕç. 
Чыслав каçĕ К. Васильева çырнă сăвăсене автор тата унăн вĕренекенĕсем илемлĕн вуланипе, сăвăç тата режиссер пултарулăх енĕсене сăнлакан электронлă презентаци пăхнипе, вăл ертсе пыракан драма ушкăнĕ лартнă спектакльсенчи сыпăксене кăтартнипе вĕçленчĕ.

Ю.Борисов
Миçе çын пăхнă: 457 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024